Презентация исследовательской работы КРК Вaрман айeнче, Саврaшпуceнче юррaн историйe


«Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юррăн историйĕ Кивĕ Саврăшри тĕп шкулта8 класра вĕренекен Кондратьева Кристинан тĕпчев ĕçĕЕртÿçи: В.В.Захарова, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Ĕçĕн тĕллевĕсем:1) «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юррăн историне тĕпчесси;2) Юрă авторĕ çинчен çырнă, аса илнĕ материалсене пĕр çĕре пухса тишкересси;Ыйтусем, пăхса тухмалли ĕçсем:1) Юррăн авторĕ чăннипех пуррине тишкересси,2) Юрă – пирĕн тăрăхăн визитки пулнине çирĕплетесси. Курăмлăх хатĕрĕсем: - компьютер, - «Сувар» хаçат, - автор çинчен çырнă материалсем, - çынсен асаилĕвĕсем, - «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрă. Ĕçĕн актуаллăхĕ: Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче, Эп ҫуралнӑ чӑваш ялӗнче. Вун саккăрта чух юратрăм хĕре, Астумастӑп хӑш вӑхăтрине,- янăрать юрă пирĕн тăрăхри ялсенче, уявсемпе вăйăсенче, хăнара…Юрлама пурте юрлаççĕ, анчах та пурте пĕлмеççĕ авторĕ кам, ăçтан пулнине, юрри мĕнлерех çуралнине. Юрă ял визитки вырăнĕнче пулсан, ун çинчен пурин те пĕлмелле, юррине кăна мар, авторне те. Ку паянхи куншăн актуаллă тема. Саврăш тăрăхĕ çуратнă юрăПуян Саврăш тăрăхĕ вӑрмансемпе. Вӑрманӗсем мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларакан йывӑҫсемпе, тӗрлӗрен тискер кайӑкпа, хитре ӗшнепе те уҫланкӑпа, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫсемпе пуян. Саврӑшпуҫӗнчен Заря поселокӗ уйрӑлса тухнӑ. Ун ҫумӗнчи Таркӑн вӑрманӗнче, пысӑках мар айлӑмлӑ вырӑнта, халӑх тӗпсӗр тесе ят панӑ ҫӑл куҫӗнчен Саврӑш ятлӑ пӗчӗк ҫырма пуҫланать. Çырма тӑрӑх, Саврӑшпуҫсӑр пуҫне, тата Кивĕ Саврăш, село Саврăш, Анат Саврăш /Хӗрлӗ Шур/ ялӗсем вырнаҫнӑ. Савгачевăри музыка учителĕнчен,Егоров Владимир Павловичран, «Сувар» хаçат илнĕ интервью:Ку юрра 1923-1925 çулсене Григорий Гаврилович Калинин (Калинух Кĕркурийĕ) çырнă. Г.Г.Калинин 1903çулта Тутар АССРĕнчи Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă, вăл танкист пулнă. Халăх чунне çывăх пулнăран çĕнĕ юрă çав çулсенчех (1923 – 1925 çулсенче) таврари чăваш ялĕсене сарăлнă. Яш-кĕрĕм ăна вырăс халăхĕн «Кирпичики» ятлă юррин кĕввипе юрлама тытăннă. Михаил Сениэль поэт«Юрă çапла çуралнă» очеркĕнче çапла çырнă:«Ман асатте йӑмӑкӗн хӗрӗ Анна аппа /Андреева Анна/ мана ҫапла каласа пачӗ: "Ку юрра эпир малтан Матрюна акка Люксантӑрипе /Александрова Александрапа/ юрла пуҫларӑмӑр, ӑна пире Калинух Кӗркурийӗ хӑй вӗрентрӗ, анчах та кам вӗрентнине никама та калама хушмарӗ. Майпен «Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче» юрӑ пӗтӗм ял тӑрӑх кӗрлесе кайрӗ. Часах ӑна Савкаҫра, Чӑвашьелӗнче, Кивӗ Саврӑшра, Ишельелӗнче, Чӑваш Шупашкарӗнче,  Унтакшӑра, Кӑтратара,  Чӑваш Ялттанӗнче, Майнара тата ытти чӑваш ялӗсенче те юрлама тытӑнчӗҫ. Юрӑ инҫете-инҫете ҫул тытрӗ, пӗтӗм чӑваш хушшине хӑвӑрт сарӑлчӗ» Юрăри сăнарсен историйĕнчен1924 ҫулта Саврӑшпуҫӗнче ҫамрӑксен ушкăнĕ амаланма тытӑнать, Кӗркури ял активӗ пулӑшнипе клуб уҫать, каҫ-каҫ вӗренме те вӑхӑт тупать. Клубӗнче спектакльсем, концертсем лартаҫҫӗ.Кӗркури яштака, илӗртӳллӗ йӗкӗт, вӑл комсомола кӗнӗ, хут купӑс калама ӑста пулнӑ. Вăл йӑрӑс пӳллӗ, ҫӑлтӑр кавак куҫлӑ, кăлкан ҫӳҫлӗ, ытарма ҫук илемлӗ Минсӑлăва юратса пăрахать. Анчах та Минсӑлу Музилеев Сахара юратать иккен. Ашшĕ вара хĕрĕ валли тепĕр каччă суйланă – Йăвана. Шăп та лăп «Нарспири» пек… Хĕре ирĕксĕрлесе туя хатĕрлентереççĕ, Вăл хăй юратнă каччипе Сахарпа Унтакшă ялне тарса каять. Анчах та вĕсене хаваласа тытса килеççĕ те туйччен те ниçта та кăлармаççĕ. Çырăшнă чухнехи тĕлĕнтермĕш Юратсах качча тухатни тесе ыйтсан, Минсăлу эп Сахара юратап, Йăвана мар тет. Совет саккунĕсене пăхăнса Сахарпа иккĕшне çырăштараççĕ вара. Кĕркури, хурланнипе, килне килсен юрă çырса хурать. Кĕркурийăн малаллахии пурнăçĕ Çулсем иртсен Кĕркури Марфа ятлă хĕре качча илет. Малтанхи ывӑлӗ Павӑл ҫуралать. Ку вӑхӑтра Кӗркури Саврӑш вулӑсӗнче батраксен комитетӗнче ӗҫленӗ. Часах вӑтӑрмӗш ҫулсем персе ҫитеҫҫӗ. Колхоз самани пуҫланать. Кӗркури пӗр вӑхӑт хӑйсен "КИМ" колхозӗнче шут ӗҫӗнче ӗҫлет, вара Заря  поселккине куҫать, унта ҫурт лартать. Часах вӑл Аксура книготорг директорне кӗрет. Григорий Калининăн пултарулăхĕРайонти "кӗнеке хуҫи" хӑй те кӗнеке ҫырасшӑн пулнӑ, унта, лирикӑллӑ сӑвӑсемсӗр пуҫне, "Трактор" ятлӑ лирикӑллӑ комеди, "Минсӑлу" тата "Силемпи" драмӑсем, темиҫе калав кӗмелле пулнӑ. "Тракторне" Саврӑшпуҫ шкулӗнче 1934 ҫулхи хӗлле ҫамрӑксем питӗ хавхаланса, ӑста выляса параҫҫӗ. Ҫамрӑк тракториста юратакан хӗр рольне Андреева Анна Егоровна вылянӑ. Ытти произведенийӗсене кам та пулин тытса курни паллӑ мар. Гитлер вӑрҫи пуҫлансан, Григорий Гаврилович Калинин малтанхи кунранах тенӗ пек салтак шинелӗ тӑхӑнать, вăрçăран таврăнаймасть. 1942 çул вилет. Пĕтĕмлетÿ Паянхи кун та сывă ку юрă, юрлаççĕ ăна. Нумай çĕрте юрлаççĕ. Пĕлтĕр вара Саврăшпуç çынни, Михаил Максимов, юрра çĕнĕ сĕм пачĕ. Чăваш радиора юрласа пачĕ. Анкета пĕтĕмлетĕвĕ{5C22544A-7EE6-4342-B048-85BDC9FD1C3A}Ыйту КатегориАчасемАслисемЮрра Илтнĕ 2715Илтмен3-СăмахĕсенеПĕлетĕп 715Пĕлместĕп232Юрлама Пултаратăп311Çук274Авторне Пĕлетĕп27Çук288Пурĕ ачасем хутшăннă - 30, аслисем - 15