Презентация исследовательской работы по КРК Кивe Саврaш: иртни, хальхи, пуласси…


Кивĕ Саврăш: иртни, хальхи, пулассиКивĕ Саврăшри тĕп шкулта 5 класра вĕренекен Водышева Екатеринан тĕпчев ĕçĕЕртÿçи: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Захарова В.В. Тăван кĕтес! Юратнă çĕрĕм!Таса, ытарайми уйсем,Ял вĕçĕнчи симĕс вăрманăм,Савап сире чун-чĕререн! В.Захарова  Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ Тутарстан республикин Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕ –манăн тăван ялăм. Эпĕ халĕ пиллĕкмĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класра пурĕ те 4 ача çеç: çакă мана питĕ пăшăрхантарать. Хамăр ял пуласлăхĕ питĕ шухăша ячĕ, мĕншĕн тесен ял ватăлса пырать, çамрăксем яла юлмаççĕ. Пушă килсем нумай, çакăншăн чун ыратать. Нумай çемье ял пичĕнчен çухалнă: е куçса кайнă, е вилсе пĕтнĕ. Атте-анне килне вĕлтрен пусма парас марччĕ. Ял маллалах аталанса пытăрччĕ. Ĕçĕн тĕллевĕсем Ял историйĕпе паллашасси.   Ялти мĕнле хушаматлă çемье чи нумаййи çинчен тĕпчесе пĕлесси.   Хăш хушаматсем çухалнине тĕпчесе палăртасси.  Кивĕ Саврăш ялĕн историйĕÇак палăксем çинчен халăхра та сахал мар халап çÿрет. Вĕсенчен пĕрне 1936 çулта Кивĕ Саврăш ялĕнче М.И.Васюткин çырса илнĕ, вăл пăлхар патши вилни çинчен каласа парать:«Кивĕ Саврăш ялĕ патĕнче пысăк çул хĕрринче Чул палăк текен вырăн пур. Унта тăватă пысăк чул вырнаçтарнă. Вĕсем, ваттисем каланă тăрăх, çапларах майпа ку вырăна лекнĕ. Ĕлĕк-авал пăлхар патши пурăннă. Вăл пирĕн яла виçĕ лаша кÿлсе Çăварни чупма килнĕ. Ял тавра иккĕ çаврăннă патша. Виççĕмĕш хут çаврăнма пуçласан халь палăксем ларакан вырăнта çĕр çăтнă» (НА ЧНИИ, отд. I, т. 122, с. 495). Кивĕ Саврăш ялĕн историйĕНиколай Пильщиков хăйĕн кĕнекинче Саврăш-паттăр çинчен калакан легендăна çырса кăтартнă. «Когда татары-монголы решили покорить эти земли, всполошились предки булгар и савар. Мужчины во главе Савруш-батыра приготовились отразить натиск. Савары крепко бились с ненавистным врагом» Суварсене «саварсем» те тенĕ. Тен, çав вăхăтранах пырать Саврăш ялĕ? Тĕрлĕ шухăш, тĕрлĕ верси1.Патшалăхăн официаллă докуменчĕсенче Кивĕ Саврăш çинчен пирвайхи хут 1749 çулта асăннă. Пирĕн тăрăхри таврапĕлÿçĕ В.И.Волков çакна çирĕплетет. Раççейĕн 1871 çулхи перепиçĕнче çакна паллă туни пур: Кивĕ Саврăш Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи Çĕнĕ Этемшÿ вулăсне кĕрет.2.Первое официальное упоминание о селе относится к 20 мая 1595 года, из отписки отправленного в Казачью Орду посланника Вельямина Степанова царю Федору Ивановичу с Яика с описанием пройденного им пути. В ней посланник пишет о Кузьме Васильеве, жителе деревни Савруш, который помог ему дойти до Яика. Саврăш ялĕ çинчен çырнă ĕçсемЯл ятне Саврăш паттăрпа çыхăнтарнă ĕçсем:Лилия Васикова «Кивĕ Саврăш кивĕ мар» сăвă,Валерий Туктар «Саврăш, Саврăш…» сăвă,Михаил Сениэль «Саврăш енĕ» поэма,Юхма Мишши «Кĕмĕл кĕпер» историллĕ романри сыпăк. Пирĕн ялти хушаматсемПереписчиксем чăвашсене кайăк, чĕр чун ячĕсемпе хушаматсем çырнă пулнă. Пирĕн ялта та Воробьевсем, Львовсем, Козловсем пулнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсенчен пĕри те юлман.Вĕсемпе пĕрлех чăвашсене вырăс ячĕнчен пулнă хушаматсем те панă: Степанов, Алексеев, Борисов, Павлов, Николаев т.ыт.те. Паянхи кун анлă сарăлнă хушаматсемГерасимовсем- 41Федоровсем – 29Васиковсем -17Абросимовсем – 18Кузьминсем -17 Çухалнă тата çухалма пултараканнисем, хутшăннисемÇухалнисем: Савельев, Веркин, Синдимиров, Козлов, Львов, Воробьев, Ильдиряков.Чакнисем: Николаев, Павлов, Григорьев, Петров, Игнатьев, Матуров, Егоров, Федотов, Садыков, Васильев.Çĕнĕ хушаматсем: Еремеева, Колесникова, Тюгашова. Пĕтĕмлетÿ Ялта юлашки тапхăрта пушă килсем йышланчĕç.Пурăнакансен йышĕ юлашки çулсенче чакрĕ.26 çул вăтам шкул пулнă хыççăн 2011 çултан тăхăр çул вĕренмелли шкул çеç юлчĕ.Çамрăк çемьесем чăмартанасси палăрмаллах чакрĕ.Хăш-пĕр хушаматлă çемьесем пачах та çухалчĕç, хăш-пĕрисм те çухаласси куç кĕретех.Хуçалăх саланчĕ пулин те ялта вăтам çулхисем валли ĕç вырăнĕ пур (ферма, лимонад завочĕ, бетон завочĕ, трактор паркĕ, шкулпа ача сачĕ тата почта пур, лавккасем ĕçлеççĕ).  ЛитератураВикипедиЧăваш халăх сайчĕЭлектронлă вулавăш Хушса паниГерасимов -12 хуçалăхФедоров – 7 хуçалăхВасиков – 7 хуçалăхАбросимов – 6 хуçалăхКузьмин – 6 хуçалăхПильщиков -5 хуçалăхИванов – 5 хуçалăхЯрушев – 5 хуçалăхАнтипов – 4 хуçалăхМельников – 4 хуçалăхАлексеев – 4 хуçалăх Чураков – 3 хçалăхПетров – 3 хуçалăхШакмаков – 3 хуçалăхМиронов – 2 хуçалăхПолиевтов – 2 хуçалăхГригорьев – 2 хуçалăхФедотов – 2 хуçалăхКондратьев – 2 хуçалăхПарфенов – 2 хуçалăхМартьянов – 2 хуçалăхБорцов – 2 хуçалăхВодышев – 2 хуçалăх ВасильевТрифоновЯрославлевСтепановМаркеловМасловЛукьяновТрофимовДаниловОвчинниковНиколаевФилипповСадыковНикитинЯковлевСидоровПавловЕремеевИгнатьевВасюткинЕгоровКолесников