Конспект урока по чувашскому языку на тему Осень и зима (6 класс)


УÇĂ урокăн тулли конспекчĔ
(6 класс)
Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле
Урок тĕллевĕсем: – ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе киленме, ăна упрама вĕрентесси.
– глаголăн -сан(-сен) аффикссемлĕ формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
– вĕренекенсене «кĕркуннепе хĕлле» темăпа калаçу хăнăхăвĕсене алла илме пулăшасси; Урокра усă курнă технологисем – пултарулăхпа тĕпчев технологийĕ.
Словарь ĕçĕ: тÿпе, çулçă, пăр, пĕлĕт, йĕлтĕр, тăвайкки, çунашка, юр пĕрчи, пахча, çĕр улми, йăтаççĕ, кăлараççĕ, шăнаççĕ, ярăнаççĕ, юр пĕрчи.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, интерактивлă доска, «Çулталăк вăхăчĕсем» слайдсем, П.Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» диск, ватман, стикер, тестомаркер.
Урок юхăмĕКласа йĕркелени, сывлăх сунни, дежурнăй отчёчĕ.
Урок йĕркипе паллаштарни– Паянхи урокра тĕрлĕ ĕç тăватпăр: ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, ÿкерчĕксем тăрăх калавсем тăвăпăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăпăр.
I. Вĕреннине аса илни
а) Фонозарядка. Кĕрхи, кĕрхи, кĕрхи кунсем Килсе çитрĕç васкаса.
Туслă, туслă ачасем Вĕренеççĕ пĕр класра.
*******
Шурă-шурă, шурă юр.
Таврана вăл шуратать.
Шурă-шурă, шурă юр.
Ачана савăнтарать.
ă) Тупмалли юмахсен тупсăмне каласси (слайдсем тăрăх);
Шурă юр ирĕлет,
Çеçен хир чĕрĕлет,
Ешĕл курăк ÿсет…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Çуркунне)
Хĕвел хытă хĕртет,
Ăшă çил вĕркелет,
Сар ыраш çитĕнет…
Вăл хăçан пулать-ши? (Çулла)
Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Хĕлле)
Хир илемĕ каять,
Сĕм вăрман çаралать,
Пĕрмай çумăр çăвать…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Кĕркунне)

б) Килти ĕçе тĕрĕслесси (71 стр., 4-мĕш хăнăхтару);
Тĕрĕс хуравсем:
1-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Пĕчĕккисем çунашкапа ярăнаççĕ.
2) Йывăçсем çара.
2-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Ачасем урамра юр кĕлетке тăваççĕ.
2) Çулçăсем саралчĕç, хĕрелчĕç.
3-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Çулçăсем йывăç çинчен ÿкеççĕ.
4-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Хĕр ачасем коньки илчĕç та каток çине ярăнма кайрĕç.
II. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
Ребус тупсăмне тупмалла (72 стр).
Вĕрентекен:
– Ӳкерчĕк çине пăхар-ха, мĕнле сăмахсем пытаннă-ши кунта? Кам мĕнле шутлать?
– Настя, сан шутпа, мĕн çырнă?
– Кирилл, сан шутпа, мĕн çырнă?
Хуравĕ: кĕркуннепе хĕлле (çĕнĕ тема ячĕ).
Вĕрентекен:
– Паянхи урок теми: «Кĕркуннепе хĕлле». «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» пая малалла тăсăпăр. Тетрадьсене уçăр, паянхи числона, темăна çырса хурăр.
Чÿк уйăхĕн çирĕм пĕрмĕшĕКласри ĕçКĕркуннепе хĕллеЛексика материалне аталантарни. Çĕнĕ сăмахсем, 4-мĕш хăнăхтару.
Вĕрентекен:
– Урокра усă курмалли сăмахсем:
Тÿпе – небо, çулçă – лист, пăр – лёд, пĕлĕт – туча, йĕлтĕр – лыжи, тăвайкки –горка, çунашка – санки, юр пĕрчи – снежинка, пахча – огород, çĕр улми – картошка, йăтаççĕ – таскают, кăлараççĕ – выкапывают, шăнаççĕ – мёрзнут, ярăнаççĕ – катаются.
Вĕрентекен:
– Кашни сăмахне пурте пĕрле вулăпăр, кашни сăмахĕпех предложени тăвăпăр.
4-мĕш хăнăхтаруЮр – шыв, хĕлле – юр пĕрчи, сад – улмуççи, йывăç – çулçă, йĕлтĕр – ача, вăрман – çеçпĕл, тÿпе – пĕлĕт, юхан шыв – пулă, тавайкки – çунашка.
Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарни . 7-мĕш хăнăхтарупа ĕçлени.Вĕрентекен:
– Ачасем, ку хăнăхтарăва эсир пĕр-пĕрне ыйту парса пурнăçлатăр (5 минут).
Тĕрĕс е тĕрĕс мар хуравланине доска умне тухса пĕр мăшăр туса кăтартать.
7-мĕш хăнăхтару– Çулçăсем хăçан тăкăнаççĕ?
– Çулçăсем кĕркунне тăкăнаççĕ.
– Çуллапа хĕлле хушшинче мĕнле çулталăк вăхăчĕ пулать?
– Çуллапа хĕлле хушшинче кĕркунне пулать.
– Кайăксем хăçан кăнтăра вĕçсе каяççĕ?
– Кайăксем кĕркунне кăнтăра вĕçсе каяççĕ.
– Çынсем хăçан çĕр улми кăлараççĕ?
– Çынсем кĕркунне çĕр улми кăлараççĕ.
– Ачасем хăçан вĕренме пуçлаççĕ?
– Ачасем кĕркунне вĕренме пуçлаççĕ.
– Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ-и?
– Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлармаççĕ.
– Сентябрьте шкул ачисем канаççĕ-и, вĕренеççĕ-и?
– Сентябрьте шкул ачисем вĕренеççĕ.
– Кĕрхи каникул хăçан пуçланать?
– Кĕрхи каникул ноябрьте пуçланать.
– Кĕрхи каникулта ачасем мĕн тăваççĕ?
– Кĕрхи каникулта ачасем канаççĕ.
Грамматика материалĕ: -сан(-сен) аффикссемлĕ глаголсем.
Кану саманчĕ. Учитель хыççăн каласа хусканусем тăваççĕУшкăн- ушкăн ачасемШкулалла утаççĕ.
Ушкăн-ушкăн кайăксемКăнтăра вĕçеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсемÇĕрелле ÿкеççĕ.
Монолог хăнăхăвĕсене аталантарни. Ачасем килтен ÿкерсе килнĕ ÿкерчĕксем çинчен каласа параççĕ (3 ача).
III. Çирĕплетни. Хаçат кăлараççĕ. Пĕр ушкăнĕ – кĕркунне, тепĕр ушкăнĕ хĕлле çинчен. Консультантсем те, корректорсем те пулаççĕ. Çав вăхăтра Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» кĕвĕ янăрать.
IV. Пĕтĕмлетни. «Кĕркуннепе хĕлле паллисем» кластер тăвасси.
V. Киле ĕç пани. Ĕç тетрадĕнчи 33- мĕш урокри 2- мĕш хăнăхтару.