Разработка урока чувашской литературы для 5 класса «Юрий Скворцовaн «Амаcури анне» хайлавe»


Урок теми: Юрий Скворцов «Амаçури анне»
Урок тĕсĕ: хайлава туйма-ăнланма вĕрентмелли урок.
Тĕллевĕсем:
1) Хайлавра пурнăçра пулса иртекен пулăмсемпе ĕçсене курма, вĕсен салтавĕсене чухлама хăнăхни2) Хайлав темипе тĕп шухăшне, сюжет йĕрне уçса пама хăнăхни3) Хайлаври пулăмсемпе сăнарсем пирки харпăр хăй шухăшне ĕнентерниУрок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, рольсемпе вулани; ыйту-хурав, тишкерÿ, инсценировка лартасси.
Пуплеве аталантарасси: шухăша йĕркелесе калама вĕрентессиУрок эпиграфĕ: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр…» (И. Я. Яковлев)
Урок юхăмĕВĕрентекен:
- Сывлăх сунатăп. Паян пирĕн юпа уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕ. (Ачасем çырса хураççĕ)
Ачасем, эпир кĕнекери мĕнле пая вĕренме тытăнннă-ха? (Ачасем хуравлаççĕ) Сире килте «Семье телейĕ мĕнре-ши» темăпа çырса пичетлесе килме каланăччĕ. Пурте хатĕр-и? (Ачасем пĕрерĕн-пĕрерĕн вулаççĕ, учитель ĕçĕсене çемье йывăççи çине çыпăçтарса хурать)
Ачасем, иртнĕ урокра эпир мĕн вуланă? Эпир вăл хайлава сÿтсе-яврăмăр-и? Паянхи урок теми мĕнле пулать-ши апла пулсан? (Юрий Скворцовăн «Амаçури анне»хайлавĕ)
Урокăн тĕллевĕ мĕнле –ши? (Хайлари сăнарсене, ĕçсене хак парса пĕтĕмлетÿ тăвасси)
1-мĕш слайд
Ыйтусемпе ĕçлесси.
Кĕнекери 1-5 ыйтусем
-Шкултан килнĕ Митьăна мĕнле ĕç хушать амаçури амăшĕ? (Сак сыпăка ачасене итлеттересси)
Бум ромашки тăвасси. Вакка кĕпе чухеме кайни çинчен калакан абзаца тепĕр хут вулар-ха. (Ачасем рольсемпе вулаççĕ)
Икĕ ушкăна пайланатпăр та Бум ромашки çине пĕрисем Митьăна, теприсем амаçури амăшне характеристика паракан сăмахсене çырса илетпĕр.
А. Алексин «Мачеха»
Амаçури анне çинчен тата мĕнле произведени вуланăччĕ-ха эпир? Анатолий Алексинăн «Мачеха» хайлавĕпе кĕскен пĕр вĕренекен паллаштарать.
2-мĕш слайд
Кану саманчĕ.
Пирĕн пăр пĕринпе яланах сапăр пулма тăрăшмалла. Салам сăмахĕсене те калама манса каймалла мар.
3-мĕш слайд
Ушкăнпа ĕçлесси Нисса Никифоровнăпа Кулине аппан тата Катьăн тăнлаштаруллă характеристикине тăвăр.
Инсценировка лартассиГеннадий Волковăн «Килти çил-тăман» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăна ачасем лартса параççĕ.
4-мĕш слайд
Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси (карточка) Ак çакăнта асенне арчи ларать. Мĕн пур-ши унта? Уçса пăхар-ха. Кашни пĕрер илĕр-ха. Сак ваттисен сăмхĕсене вуласа тухăр. Хăшĕсем паянхи урок темипе килĕшсе тăрать тесе шутлатăр? Анлантарса парăр.
Ачасем, урок тĕллевне пурнăçларăмăр-и?
Рефлекси.
5-мĕш слайд
Ачасен ĕçне хакласси.
Юмахла пĕлмен чĕлхе-çăвар пите хĕретет.
Ар епле - йыш çапла.
Килĕшÿ – кил илемĕЕç çынна ватăлма памасть.
Сĕр çинче çил, вут тата çил хăватлă.
Сынна тум хитрелетмест, çын хăй тумтире хитрелетет.
Ырăпа ырра тухăн, усалпа усала тухăн.
Нумай та пĕтет, сахал та çитет, тату пурăннине мĕн çитетЕç ăсталăха юратать.
Ыр сăмах ылтăнран хаклăСуя сăмахăн чăнни çук.
Сывлăх вăл-пурлăх.
Килĕшулĕх çухатнă çемьере йĕрки те, ăшши те çукЭтем ятне илме çăмăл, çын пулма йывăртарахКуç хăрать те, ал тăвать.
Ир тăракан çырла çинĕ, кая юлакан палан çинĕ.
Юмах ăсти сăмах шырамасть.
Тăлăх йывăçа тăвăл хуçатьЛайăх ят мулран паха.
Еçке пула пуç пĕтет.
Ас-тăна мĕн виличчен пухас пулать.
Сăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕнТумлантарсан тунката та илемлĕ.
Сын чунĕ чĕлхинче палăратьСывлăха ылтăнпа памаççĕ.
Танлаштаруллă характеристика
Нисса Никифоровна Кулине аппаКатя
Паян эпĕ урокра çĕнни… (илтĕм, илмерĕм)
Маншăн тема … (çăмăл е йывăр) пулчĕ
Эпĕ пур ĕçе … (пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм)
Эпĕ темăна … ( ăнлантăм е ăнланмарăм)
Эпĕ урокра пĕлÿ (илтĕм е илмерĕм)
Урок материалĕ маншăн… (кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар)
Паян эпĕ урокра çĕнни… (илтĕм, илмерĕм)
Маншăн тема … (çăмăл е йывăр) пулчĕ
Эпĕ пур ĕçе … (пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм)
Эпĕ темăна … ( ăнлантăм е ăнланмарăм)
Эпĕ урокра пĕлÿ (илтĕм е илмерĕм)
Урок материалĕ маншăн… (кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар)
Паян эпĕ урокра çĕнни… (илтĕм, илмерĕм)
Маншăн тема … (çăмăл е йывăр) пулчĕ
Эпĕ пур ĕçе … (пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм)
Эпĕ темăна … ( ăнлантăм е ăнланмарăм)
Эпĕ урокра пĕлÿ (илтĕм е илмерĕм)
Урок материалĕ маншăн… (кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар)
Паян эпĕ урокра çĕнни… (илтĕм, илмерĕм)
Маншăн тема … (çăмăл е йывăр) пулчĕ
Эпĕ пур ĕçе … (пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм)
Эпĕ темăна … ( ăнлантăм е ăнланмарăм)
Эпĕ урокра пĕлÿ (илтĕм е илмерĕм)
Урок материалĕ маншăн… (кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар)
Паян эпĕ урокра çĕнни… (илтĕм, илмерĕм)
Маншăн тема … (çăмăл е йывăр) пулчĕ
Эпĕ пур ĕçе … (пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм)
Эпĕ темăна … ( ăнлантăм е ăнланмарăм)
Эпĕ урокра пĕлÿ (илтĕм е илмерĕм)
Урок материалĕ маншăн… (кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар)



амаçури амăшĕ