Часть 1. Урок чувашской литературы в 9 классе «Чaваш литератури урок?сенче проект технологий?пе усa курса Ухсай Яккав?н пултарулaхне в?рентесси»


Проект ĕçĕн объекчĕ: Я.Ухсай – чăваш поэзийӗн çăлтăрӗ.
 Тĕллевĕсем: 
Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллаштарасси. Хăй çырнă сăввисемпе хайлавсем тăрăх пурнăçне йӗрлесси.
Поэт чĕлхин илемне, сăнарлăхне асăрхаса хайлавĕсене хак парасси. 
Поэт пултарулăхне паллă çынсем хак панипе паллашасси. 
Проектăн планĕ:
Кÿртĕм. 1.Я.Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕ.
2.Ухсай пултарулăхĕ çинчен каланă шухăшсем.
3.Я.Ухсайăн чĕлхипе стилĕ. 
II.Меслетсемпе курăмлăх хатĕрĕсем.
Хамăр ума кăларса тăратнă тĕллевсемпе ыйтусене татса пама çак меслетсемпе усă куртăмăр:
- шырав, вулав, тĕпчев, çирĕплетÿ, пĕтĕмлетÿ, хаклав.
Ĕçе пурнăçлама çак курăмлăх хатĕрĕсемпе усă куртăмăр:
- компьютер;
- видео;
- фото;
- диограмма;
- авторăн тĕрлĕ кĕнекисем, сăввисен пуххисем;
- вĕренÿ кĕнекисем.;
- музейри архив материалӗсем.

I. Класа йĕркелесси.
1. Сывлăх сунни.
- Ырă кун пултăр, ачасем !
- Ырă кун пултăр, Марина Михайловна.
- Ачасем, пирĕн урокра паян хăнасем пур. Вĕсене те ырă кун сунар-ха.
- Ырă кун пултăр, хăнасем!
- Шăппăн вырнаçса ларăр.
- Халӗ пирӗн чăваш литератури урокӗ. Урока видеороликран пуçласшăн.
Иванова Юлия
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Юрланă чух сассу хитре те уçă,
Каять вăрман та, хир те янраса,
Чулсем çинчи канми-тăми çăл-куçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
Çак сăмахсем Яков Ухсайăн. Вăл хăйĕн тăван чĕлхине юратни палăрать çак сăвă йĕркисенче. Çакăн пек поэт çинчен эпир калаçмасăр пултараймастпăр. Унăн пултарулăхĕпе, паллă çынсем хак панипе паллашасси, сăввисене тишкӗресси – тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ çак тĕпчев ĕçĕнче. Пултаруллă та пуян чĕлхеллĕ поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитет. 
Халӗ вара эпир 8-мӗш класс ачисем ял-йыш çыннисенчен ыйтса çаврăнатпăр «Кам вăл Яков Ухсай (Никифоров)? Мӗн пӗлетӗр эсир ун çинчен?»
Çынсем Яков Ухсай çинчен питӗ сахал пӗлеççӗ. Çавăнпа та пирӗн кăçал ачасене, ял-йышсене тӗрлӗ майпа Яков Ухсай пурнăçӗпе тата унăн творчествипе паллаштармалла.
Проект теми:
Я.Ухсай – чăваш поэзийӗн çăлтăрӗ.
Эпиграф:
Тÿрě тытрăм эп хама,
Утрăм халăх çулěпе.
Я. Ухсай.
Проектăн планĕ:
1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě (январь-февраль 2016ç. )2. Вăрçăчченхи ěçě-хěлě (февраль 2016ç. )
3. Тăван çěршыв Аслă вăрçинче. (март 2016ç.)
4. Вăрçă хыççăн.(апрель 2016ç.)
5. Хайлавěсем. Хисеплě ятсем, наградăсем. (май 2016ç)
7. Хěрěсен аса илěвěсем. Тěлпулу. (июнь 2016ç)
8. Викторина. (Сентябрь 2016ç.)
9. Литература каçě. (Ноябрь 2016ç.)
10. Пěтěмлету. Наука ěçě çырасси.
- Паян эпир сирӗнпе проектăн пӗрремӗш пайне пӗтӗмлетÿ тăватпăр
- Чÿк уйăхӗн вӗçне пирӗН КИНОЛЕНТА ТУМАЛЛА ВАРА.
Пĕтĕмлетӱ урокĕ: «Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě» (январь- февраль 2016ç. )»
Андреев Ростислав
Яков Гаврилович Ухсай (Никифоров) Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи чÿк уйăхӗн çирӗм улттăмĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Ухсай аса илӗвӗнчен.
«Эпĕ хура кĕркунне, хура пÿртре çуралнă, çавăнпа хура пулнă пулас. Кĕрхи тата хĕллехи каçсенче атте мана час-часах тахçан авал пулнă ĕçсем çинчен каласа паратчĕ. Вăл хутла пĕлместчĕ, вырăсла ăнланмастчĕ, анчах чăвашла унран лайăх пĕлекенни таврара пулман. Халĕ аттем – манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм – каланă сĕтеклĕ те сăнарлă сăмах çаврисене аса илме тăрăшатăп. Чăвашла атте пек çемçен, тасан, кĕвĕллĕн калаçакансене питĕ сайра куратăп. Арлакан анне вара (ултă ача валли çи-пуç çĕлеме сÿс, йĕтĕн тата çăм çип нумай кирлĕ пулнă) йĕке юррине юрланă майĕпе пире юмах ярса паратчĕ, хăш чухне пĕр юмахах виçшер каçа тăсăлатчĕ. Юрласса вара чăвашла кăна мар, тутарла та, пушкăртла та шăрантаратчĕ, ку чĕлхесене вăл япăх мар пĕлетчĕ».
Тӗвен çемçе çăмне
Пӗр ырă пушкăрт панă
Ман аттене
Пӗрре
Тим шывӗ хӗрринче.
Анне кӗççе пустарнă,
Ун çинче çуратнă
Мана
Кӗрхи сип-сивӗ
Çур тӗлӗнче.
Егоров Андрей
«Ачал=х=м т\нче икке пайланн= в=х=та килч\ ман=н. Шуррисемпе х\рлисем хушшинче хаяр ёап=ёусем иртетч\ё. Эпир п\т\м ёемйипе нÿхрепе анса ларн= в=х=тсем те пулн=. Урал т=р=х\ граждан в=рёи-харёинчен тасалса п\тсенех ялта ё\н\ пурн=ё в\реме тыт=нч\. Купца к\леч\ пулн= пыс=к чул ёурт к\ёех хал=х ёурч\н ятне илч\. Унта ч=ваш драматург\сен тата Ӗпхÿри ч=ваш педтехникум\нче в\ренекенсем куёарн= выр=с автор\сен пьесисене лартатч\ё. ¨ав спектакльсене шуйттан в=ййи тесе ят пан=чч\ ваттисем. Курма к\рекен хал=х укёан мар, ё=мартан тÿлетч\. Драма кружокне ертсе пыракансем вара ё=мартине сутса краёёын туянатч\ё. Эп\, театр \ё\пе интересленсе кайн=скер, пьеса ёырас тесе шутлар=м. П\ррем\ш пул=мне халь те аст=ват=п. ¨акна эп\ хам=н пиччене вуласа пат=м - =на кил\шр\. Вара в=л чукун ёул ёинче юр тасатса илн\ укёапа мана хут-к=ранташ туянса пач\. Ман=н таса, хитре тетраде ниепле те пуёлас килмер\, =на эп\ хам=н чапл= хайлав валли упрас тер\м»
Шеметова Виктория
Ухсай аса илӗвӗнчен.
«Пирӗн пилӗк çӗр киллӗ ялта революцичченех икӗ класлă шкул пулнă. Пуян пур ăнакан хресченсен ачисем çак шкулта вӗреннӗ, унтан пӗлÿ ÿстерме хăшӗ Чӗмпӗре, хăшӗ Пелепее кайнă. Анчах ялта ытларахăшӗ хут пӗлмен çынсемччӗ.»
Якку 1920-1924 ёулсенче ялти пуёлам=ш шкулта в\ренн\. Ашшӗ çапла каланă ăна:
Ачам, ху пулăнĂмăрт пек хитре,
Вӗренÿре
Инçе вӗçме çунатлă.
Питě тăрăшуллă вěренекен пулнă вăл шкулта. Вырăс чěлхипе математикăна пултаруллă вěренсе пынă, юлташěсене те пулăшнă.
Гудкова Светлана
Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1925 çулта (14 çулта) Ухсай тăван ялĕнчен тухса кайса Пишпÿлекри хресчен çамрăкĕсен шкулне вĕренме кĕрет. Ку шкулта тĕрлĕ халăх ачисем вĕреннĕ – вырăссем, тутарсем, украинецсем, пушкăртсем, чăвашсем…
Ухсай аса илӗвӗнчен.
«Пишпÿлекри хресчен ачисен шкулӗ, пирӗн ялтан хӗрӗх çухрăмра вырнаçнăчче. Вырăнти ялсенче хваттер тупайманнипе ачасем пӗр пысăк пÿлӗмре пурăнатчӗç. Анне мана кунта çурран илсе килчӗ. Минтер тата михӗ парса хăварчӗ. Çывăрма эпӗ çав миххе кӗрсе выртаттăм. Простынӗ те, утиялӗ те хăехчӗ вăл. Пулӗмре пӗр вăтăр ача ытлаччӗ. Шавлаттăмăр, тытăçаттăмăр, йӗреттӗмӗр. Çак хăйне евӗр хресчен лицейӗнче пилӗк чӗлхепе калаçаттăмăр. Хирӗçÿ – тавлашура эпир нихçан та наци туйăмӗсене тӗкӗнмен».
«Октябрь уявӗ тӗлне эпӗ стена хаçатӗнче 1919 –мӗш çулхи хӗлле хамăр ялта хӗрлисемпе шуррисем хушшинчи çапăçу çинчен пӗчӗк очерк çырса кăлартăм. Преподавательсенчен пӗри, хамăр ял çынни Данил Васильевич, мана çапла сӗнчӗ:
- Сăвăлла çырса пăхмăн – и?
- Пултараяс çук пуль.
- Кӗçтенттин пиччÿ çырнисене вула та…
Çӗрлесенче, хамăн ăшă михӗре выртнă май, юлташсем çывăрса кайсан, эпӗ йӗрке хыççăн йӗрке шăрçалаттăм.
Çапла çуралчӗ те манăн «Тӗрмере» ятлă пӗрремӗш сăввăм.
Вăл стена хаçатӗнче 1926-мӗш çул тухрӗ.
     Жилкина Ольга
Музейра аннепе пӗрле тӗрлӗ кӗнеке пăхнă чух (манăн анне музей ертÿçи Алевтина Юрьевна) ача чухне Якку хăйсен тăванĕ К. Иванов пек пулма ĕмĕтленни çинчен пӗлтерчӗ.
Акă мĕн çырнă вăл «Силпи çăл куçĕ» поэмăра:
Ăна вуланă чух йĕреттĕм,
Ыттисене те йĕртерме
Кĕнекепе кайса çÿреттĕм
Килтен киле хам кÿршĕме.
Мана тăван Силпи вăй пачĕ
Ача чухне ака тума.
Тивлетлĕ Кĕçтенттин хăвачĕ
Çырма çул уçрĕ чунăма.
Хăш енчен тăван-ха вăл Ивановпа? Çак ыйтăва аннепе пӗрле сÿтсе яврăмăр.
Яков Ухсай «Çырнисен пуххи» кӗнекин пиллӗкмӗш пайенче, Ухсай хӗрӗ, Ульга «Иванов тата Ухсай» ятлă статья çырнă.
Кам пулнă-ха Константин Иванов Ухсайшăн? Пултарулăхӗн пуçламăшӗнче Ухсай Константин Иванова ашшӗне хисепленӗ пек хисеплесе пăхнă. Вăл уншăн юратнă поэчӗ пулнă. Поэтсем иккӗшӗ те Слакпуç ялӗнчен пулнă. Ивановпа Ухсай çемьисем – çывăх тăвансем: Ухсай Ивановăн виççӗмӗш сыпăк урлă шăллӗ шутланать. (1 мин родословный тăрăх каламалла)
«Нарспи» авторӗ Ухсайăн ашшӗ-амăшӗпе çывăх хутшăнса пурăнна. Яла пымассерен вӗсем патне кӗрсе тухассине хăйӗн тивӗçӗ тесех шутланă. Унсăр пуçне Кевришпе (Яккун ашшӗпе) калаçса ларма юратнă. Чăваш чӗлхине лайăх пӗлнӗ Ухсайăн ашшӗ, лексиконӗ пуян унăн, хăйне май пултаруллă халапçă пулнă. Çавнашкал чӗлхе çинче (Слакпуç диалекчӗ тейӗпӗр ăна) никӗсленнӗ те ӗнтӗ чăвашсен литература чӗлхи.
Петров Виктор
1928- мӗш çулта Ĕпхÿри вĕрентÿ институчĕн хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çак çулсенче Я.Ухсай литература ĕçне кÿленнĕ. 1929 çулта «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвви «Сунтал» журналта пичетленсе тухнă. Сăвăра тăван тавралăх кӗвви тапать; вăрмансен, хирсен, анасен юрри янăрать. «Юратрăм эп, хирсем сире» Ухсай калани.
Михайлова Анастасия
1930 çулсенче Я.Ухсай Мускаври Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл тутарсен чаплă поэчĕпе М.Джалильпе туслашнă.
Иртсе çухалнă вăхăт, халӗ кил,
Аса илме пӗрре çутал тархасшăн!
Ума тухса тăрать Муса Джалиль,
Тутар поэчӗ, тусăмçăм, юлташăм!
Федотова Юля
Поэт чунне тăван ен туртнă, вара вăл 1933-мĕш çулта тăван ене таврăнать.Тĕрлĕ вырăнсене çитсе курать. Çак вăхăтра ĕнтĕ унăн»Кĕлпук мучи» поэмипе «Ту урлă çул» романĕн сыпăкĕсем сăвăланма пуçлаççĕ.
   Ухсай сăввисенче эпир уйрăммăнах çут çанталăк илемне, тăван халăхпа унăн кун-çулĕ çинчен шухăшланине куратпăр. «Унăн поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кÿлÿсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать»,- тенĕ Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ çинчен Ипполит Иванов литературовед.
Иванова Юлия
«Çăкăр кăвапи» ярăмран
Карлав аври касмашкăн кайрăмÇап-çамрăк вӗтлӗх вăрмана.
Çемçе чӗлхеллӗ пӗчӗк кайăк
Юрри янратрӗ таврана.
Шеллерӗм эпӗ, çамрăк каччă,
Хӗр пек тÿп-тÿрӗ хурăна
Карлав аври тума юратчӗ
Пӗр кукăр-макăр та мана.
Хăшне касас? Тивме хăймарăм
Шӗшке те эпӗ хальхинче.
Вăл тутă мăйăр ярăм-ярăм
Ӗрчетӗ туратти çинче.
Çăка та, пурăн, эсӗ ӗмӗрт,
Муллат вӗллен ӗçчен хуртне!
Чăнах та, тупрăм кукăр çӗмӗрт,
Анчах вăл ларнă çеçкене.
Пӗлтӗр такам вучах çунтарнă,
Ача пек çамрăк йӗлмене
Шелле пӗлмен, хăртса хăварнă.
Ӗнтсе пӗтернӗ ун тӗпне.
Ăна касса ÿкертӗм эпӗ,
Турат та иртрӗм сулхăнра.
Чӗррисене – этем хисепӗ,
Вилнисене – хура тăпра.
Петрова Аделина
Вĕреннĕ вăхăтрах Мускавра чăвашла тухса тăракан «Коммунар» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Институтран вĕренсе тухсан каялла Ĕпхĕве таврăннă. 1937 çулхи айăпсăр репрессии авăрне те лекнĕ вăл. А.Твардовский, А.Фадеев, Демьян Бедный юлташĕсем пулăшнипе «халăх тăшманĕ» ятран хăтăлса юлнă.
Трофимова Светлана
Мӗншӗн Яков Гаврилович Никифоров Ухсай псевдоним илнӗ-ши? Çак ыйтăва эпӗ «Ача чухнени çăлтăрăм» поэмине вуласа хуравне тупрăм.
Пур винт та,
пӗчӗкки те тӗнчере
хăйне кура иккен
хисеплӗ ятлă.
Атте-аннемӗрмӗншӗн-ха пирепăсма та юракан
ятпа çуратнă?
Ман аташсем нумай.
Пăхма маттур.
Анчах ята пăсаççӗ
леш те, ку та.
Хура Якку,
чăлах Якку та пур,
ялта пур пирӗнчăх Вăрри Якку та.
Ман ятăма та
пӗр-пӗр шалйӗрен
пăсса витлемӗ-ши?
Хăраттăм эпӗ.
ятра та пултăр- Эсӗ çын! – текен,
питрен сурман
ман халăхăн хисепӗ.
Начар теместӗпхамăн сăнăма,
чуччу пуç урлă
çаврăнса сикеттӗм,
хевте вăйне
пурне те кăтартма
чи çÿллӗ, чăнкă
кайнă чух: - Ух! – теттӗм.
Пӗр ватă ырă çармăс
ӗлӗкрех
ялта çуллен
кӗтÿçӗре çÿретчӗ,
мана курсан,
тăван ачи пекех,
пуçран шăлатчӗ вăл,
мана: - Сай! – тетчӗ,
Хитре тени пулать
вăл çармăсла.
апла, эппин,
эп ух! Та сай! Хăватлă.
Партта таврашӗ
япăх пулмасла,
хăйне мухтамалла
мана çуратнă.
Чăнах та
икӗ сăмаха пухса
хама янравлă ятлă
эпӗ турăм,
хура ана
тăпри çине Ухсай
çырса кăтартрăм
хӗвеле маттуррăн.
Викторина
1 Я Г Ухсайён тёван ял. (Слакпу=)
2 Поэтён ик. сыпёкри пичч.ш. (Иванов)
3 Мускаври 30-м.ш =улсенчи ха=ат яч. (Коммунар)
4 +ут =анталёкри п.р пулём =инчен калакан Я Ухсай сёвви (+умёр)
5 Чёваш литературине поэтсемпе пуянлатнё =.р ( Пушкёрт)
6 1933 =улта =ырнё сёвё (+ёлтёрсем)
7 Ухсайшён вырёс классик.сенчен чи =ивёххи ( Некрасов)
8Тутар поэч.сенчен Ухсайён =ывёх тус. (Джалиль)
9 Я Ухсайа пытарнё вырён (К.слету)
10 Я Ухсайён чён-чён хушамач. (Никифоров)
11 Ухсай п.ррем.ш сёвви пичетленн. журнал (Сунтал)
 Иванов Андрей
Яков Гаврилович Ухсай-ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах уссе пырать. Ухсай тăван çĕре юратать, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырать. Поэт сасси-тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем-ĕçчен çынсем, ăслă та хаваслă çынсем.
Аркадий Ĕçхĕл     Ромашкова Дарья
   Яков Ухсай – талантливый, самобытный художник, отлично знающий жизнь, людей слагающий гимн земле, в которую влюблен, и понимающий, почему про эту землю «стоит говорить».                             
                                                 
        Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий о будущем, о любви к родине.
                                                    
                     Виктор Тельпугов, Борис Бассаргин
Марина Михайловна
        Нумай нациллĕ литератури тÿпинчи çутăран та çутă çăлтăрсенчен пĕри вăл-Ухсай, унăн йăлтăр çути инçетрен курăнать.
Леонид Соболев
Урока шăнкăравпа вĕçлени.
-Сывă пулăр, ачасем!
-Сывă пулăр, Марина Михайловна!
-Сывă пулăр, хăнасем!
-Урок вĕçленчĕ, тухма юрать.