Пирeн пултарулaх. Ачасен сaввисем.


ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИНАКСУ РАЙОНĔНЧИ«КИВĔ САВРĂШРИ ТĔП ШКУЛ» БМВУ
ПирĕнПУЛТАРУЛĂХ
ЕРТŸÇИ – ЗАХАРОВА В.В.
2015
АннеçĕмМан аннеçĕм пит ĕçчен:
Ир-ирех вăл вăранать,
Выльăх-чĕрлĕхе пăхать,
Апатне те пĕçерет,
Пире шкула ăсатать.
Эпир шкултан киличченПÿрт-çурта вăл тирпейлет,
Апат-çимĕç хатĕрлет.
Ывăннине пăхмасăрÇыхать, тĕрлет, пĕçерет…
Пирĕн анне пит ĕçчен:
Шкулта ĕçлет, тăрăшать,
Пирĕншĕн вăл вăй хурать,
Пирĕнпе вăл савăнать,
Ыр çын тăвасшăн çунать.
Анне
Юратнă анне
Пире ачашлать,
Юратнă анне
Пире çупăрлать.
Ирех вăл тăрать,
Апат хатĕрлет.
Пире те шкула
Кăмăлпа ăсатать.
Ĕçе каять, тăрăшать,
Ачасене ăс парать.
Хăйĕн ырă ĕçĕпеСавăнтарать пурне те.

ÇуркуннеХĕвел пăхать ăшшăнрах,
Юр ирĕлет васкасах.
Хĕл Мучийĕ макăрать,
Çырмана юхса каять.
Шарлантарса шыв юхать,
Çут çанталăк вăранать.
Кайăк сасси вăйлăрах,
Çил кастарать хытăрах.
Кондратьева Кристина, 7 класс,
Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.
ÇуллаАкă çитрĕ çулла,
Эп каятăп пулла.
Вăлта хатĕр тахçанах –
Ăман тупрăм аранах!
Пит вăрăм вăлта хулли,
Улталать чее пулли.
Эп тытасшăн уланкă,
Лекрĕ иккен çутанкă.
Анне пĕçерчĕ уха –
Тусăмсене чĕнем-ха.
Шÿрпи тутлă пулнăранКайрĕç килсене аран.
Çурхи кунсемАка уйăхĕ çитет,
Юр васкаса ирĕлет.
Ача-пăча савăнать,
Карапсем шыва ярать.
Таврара шăв-шав тăрать,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Ача-пăча васкасаÇакать йăва савăнса.
Кайăк-кĕшĕк юррийĕ,
Выльăх-чĕрлĕх шăв-шавĕ –
Систереççĕ халь пиреÇурхи кунсем çитнине.
Маркелова Снежана, 7 класс,
Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.

ÇУЛТАЛĂК
Çаврăнать çулталăк,
Улшăнать тăватă хут.
Акă иртрĕ талăк,
Каллех çитрĕ тепĕр кун.
Пуçлать çулталăка хĕлле -Тавралăх шур пĕркенчĕкпе.
Раштав уйăхĕ, Çĕнĕ çул,Кăрлач иртрĕ, нарăс та…
Ăшăтма тытăнать тинех,Хĕрсен уявĕ çитсенех.Пуш, ака хыççăн çу çитет,Çуркуннен те иртет черет.
Ĕнтĕ, туссем, ак тинех Килчĕ, çитрĕ каникул.Халĕ ĕнтĕ кунĕпехĔçле, выля, савăн, кул!
Çулла хыççăн кĕркуннеТытрĕ хăйĕн черетне.Авăн уйăхĕ çитсенУçать шкулăм алăкне.
Юпа çитет, кĕрхи бал…Пĕтет ĕнтĕ чĕрĕк те.Чÿк уйăхĕ иртсенех Кĕтетпĕр Çĕнĕ çул каллех.
Çаврăнать çулталăк,
Кунсем иртнĕçем.
Акă иртрĕ талăк –
Эп те çитĕнеп.
ТутарстанТăван çĕршывăм – Тутарстан,
Чи хаклă мулăм эсĕ ман.
Асра ялан сан сăнару,
Ăшă та тарават куллу…
Тăван çĕршыв, эс чи чапли,
Чи хăюлли те хăватли…
Аякра чух хăв патнаКăчăк туртатăн эс мана.
Сан сарлака уюсене,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр хирÿсене,
Çырмусемпе кÿллÿсенеМанассăм çук эп ĕмĕрне.
Вăрманусем выртаç таçтан,
Инçетрен курнаç хуран.
Пырса тăрсассăн çывăхаСисместĕп – лекеп тыткăна.
Тăван çĕршывăм, халăхуПаттăр, харсăр та ĕçчен.
Сан сăнна-питне, эс кур,
Ушкăнпа кÿреç илем.
Радмила Ярославлева, 8 класс, Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.
Пире вăрçă кирлĕ мар!
Пире вăрçа кирлĕ мар,
Атьăр миршĕн кар тăрар!
Пăхтăр хĕвел Çĕр çинче,
Пултăр кулă питсенче!
Пултăр телей пурнăçра,
Канлĕх пултăр ватлăхра.
Эп каласшăн МИР тесеПĕтĕм халăха чĕнсе!
ХĕллеВăрманта паян Хĕл МучиХуçаланать-çке çав тери.
Унпала пĕрле Çил ачиЛăскать, хуçать, çĕмĕрттерет.
Хытă кашлать сĕм вăрман –
Тухать-шим ĕнтĕ тăман?
Чĕрчунсем те кайăксем –
Çта пытанĕç-ши вĕсем?
Иртрĕ акă мулкач чупсаШур тумĕпе мухтанса.
Хыçранах пырать тилли-
Чее-çке вăл çав тери!
Кашкăр йĕрри курăнать:
Чуна хăруш туйăнать.
Упа, упа- утаман,
Курăнмарĕ çывракан.
Килчĕ, çитрĕ Çил ачиПĕчĕк хурăн патнелле.
Анчах чарчĕ Хĕл Мучи:
«Ан хăй эс ăна тивме!»
Лапка-лапка юр çăвать,
Çил майĕпен лăпланать.
Çут çанталăк шăпăртах,
Канас тет-ха тепĕртак.
Кузьмина Вероника, 7 класс,
Кивĕ Саврăшри тĕп шкулКонькипеЧăлтăр-чалтăр, йăлтăр-ялтăр -
Ярăнатпăр конькипе.
Юлташсемпе çитрĕмĕрКаток çине сиккипе.
Акă тăтăм коньки çине,
Тухрăм çутă пăр çине,
Халĕ ĕнтĕ чараймастăр:
Ярăнатăп каçченех!
Шапкă ÿкрĕ, вĕçсе юлчĕ –
Эп пăхмастăп каялла.
Ыткăнатăп, ярăнатăп –
Шав вĕçетĕп малаллла!
Кам ÿкет, ав, кам – тăрать,
Виççĕмĕш ура хурать.
Çук, çитеймĕр, ÿкереймĕр –
Эп вĕт туслă çилпеле.
Каç та пулчĕ, тĕттĕмленчĕ,
Уйăх тухрĕ тÿпене.
Çăлтăрсем, ав, вăй выляççĕ,
Куç хĕсеççĕ пикенсех.
Ярăнтăмăр, ярăнтăмăр,
Чун каниччен савăнтăмăр.
Пурте киле каятпăр,
Уроксене тăватпăр.
Виктория Захарова, 5 класс,
Савгачевăри вăтам шкул.