Сценарий открытого внеклассного мероприятия «Волшебное путешествие Маши» («Машaн асамлa cул cyревe»)


Сценарий открытого внеклассного мероприятия «Волшебное путешествие Маши» («Машăн асамлă çул çÿревĕ»)
Учитель: Согласно указу президента РФ Владимира Путина 2017 год объявлен годом экологии. В связи этим уроки и внеклассные мероприятия целесообразно проводить по теме охраны окружающей среды. Основные цели таких занятий: развитие познавательного интереса к различным проявлениям природы и воспитание гуманного отношения к природе, чувства ответственности за всё живое на Земле.
Вĕрентекен: Раççей Федерацийĕн Владимир Путин президентăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çула – Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă. Çав тĕлĕшпе уроксене тата класс тулашĕнчи мероприятисене çут çанталăка хÿтĕлес темăпа тĕлевлемелле. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем: çутçанталăкăн тĕрлĕ пулăмĕсем çинчен пĕлес туйăмне аталантарасси, çутçанталăкпа ырă кăмăллă хутшăнăвне тата тĕнчери мĕн пур чĕрĕ чуншăн яваплă пулнине вĕрентесси.
Ведущий 1: Природа нас радует своей красотой и богатством. Все мы живем в ее объятии.
Ведущий 2: Чăваш çынни вăрманти, улăх-çаранти, шыв хĕрринчи кашни чĕрчун, йывăç-курăк ятне кăна мар, вĕсен сиенĕ-уссине те пĕлсе тăнă. Çут çанталăкра чăваш тăранмалăх çимĕç те, тумланмалăх çи-пуç та, сывлăха сиплемелĕх эмел те тупнă.
Ведущий 1: К сожалению, не все ребята правильно умеют обращаться с природой: ломают ветки деревьев, разносят гнезда птиц, рвут цветы. Надо научиться видеть красоту природы, уметь ценить ее богатство, и понять, что мы сами составляем ее неотъемлемую часть.
Ведущий 2: Пирĕн çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ пулнине ăнланса илмелле. Кÿлĕри пулăсене те, вăрманти кайăксене те, улăхри чечексене те упрама ăнтăлмалла. Ачасене вăрманта хăйсене тĕрĕс тытмалли правилăсене аса илтерес, çут çанталăк илемне упрама вĕрентес тĕллевпе «Машăн асамлă çул çÿревĕ» юмахпа паллашар-ха. Çакăн йышши юмахсем ачасене хăйсен йăнăшĕсене вăйлăрах туйса илме пулăшаççĕ.
Юмах «Машăн асамлă çул çÿревĕ»
Вылякансем: Маша, Упа, Кăткă, Чечек, Йывăç, Кайăк.
Çуллахи вăрман. Уçланкăра чечексем ешĕреççĕ. Сукмакпа хĕр ача утса пырать. Унăн аллинче карçынкка. Маша юрă юрлать («Çурхи вăрманта» юрă кĕвви майлă).
Маша. Çуллахи вăрман
Илемлĕ ялан .
Хитре кайăксем Юрлаç юрăсем.
(Хĕр ача йывăç çинче кайăк йăви асăрхать. Йăвине алла илет те çăмартисене шутлама пуçлать.)Пĕрре, иккĕ, виççĕ… Ку йăвана çăмартисемпех шкула илсе каям-ха. Тен, вĕрентекен манна «5» лартса парĕ…
(Йăвана карçинккана хурать. Малалла юрласа утать.)Ах, мĕнле илемлĕ çуллахи вăрман!
Кун йышши илемлĕхе эп нихçан курман.
Кайăк çăмартисене тытса пăхам,
Туратсемпе шăна-пăвана хăвалам.
(Маша йывăç тараттине хуçса илет те хăлаçлана-хăлаçлана малалла юрласа утать.)
Ак каллех паян килтĕм вăрманаÇырла пуçтарма, чечексем татма…
(Хĕр ача чечек татма пуçлать. Вĕсенчен кăшăл туса пуçа тăхăнать. Унтан чечек çыххи пухать, юрласа малалл утать.)Ах, мĕнле илемлĕ çуллахи вăрман!
Кун йышши илемлĕхе эп нихçан курман.
Капăр чечексем те пухрăм пит нумай.
Ăçта хурам-ши? Хам та пĕлес çук.
(Юрлама чарăнать.)
Ай-ай-ай! Мĕнле кăпшанкă çыртрĕ-ши? Пăхам-ха.
(Юнашар кăткă тĕммине асăрхать.)
Ак сире! Ман çул çинчех йăва тунă тата!
(Хĕр ача кăткă тĕмине урипе тапса салатать. Унтан тĕмеске курать те канма ларать. Кĕсйинчен канфет кăларса çиет, пылак шыв ĕçет, хучĕсене çав вырăнах пăрахать.)
Уçланка Упа пырса кĕрет. Унăн аллинче туя. Хĕр ача хăйĕн кĕввине ĕнĕрлесе ларать.
Упа. Кам-ха уçланкăра чăрсăрланса çÿренĕ?
(Залра ларакансем çине пÿрнипе тĕллесе кăтартать.)
Эсĕ мар-и? Тен, эсĕ?
(Пăхкаласа çÿренĕ май вăл тунката çинче ларакан хĕр ачана асăрхать.)
А-а-а! Эсĕ-и-ха вăл, вăрман тăрăх ашкăнса çÿрекен, унăн илемне пăсакан. Пăх-ха, мĕн чуль çÿпĕ-çапă! Пуçтарнă пултăр халех!
(Маша сапаланă хутсене пуçтарать.)
Мĕн, эпĕ куçсăр тата чунсăр тетĕн-им? Çут çанталăк пуянлăхне, хитрелĕхне юратма пĕлмест тетĕн-им? Ак халех эпĕ сана çут çанталăка сăнама тата упрама вĕрентĕп. Эсĕ хăвах камсене кÿрентернине курăн.
Упа хĕр ачана хăйĕн çулĕпе каялла илсе каять. Кăткă тĕми патне çитеççĕ. Упа тĕмескене туяпа тĕртсе илет те, Кăткă тăрса калаçма пуçлать.
Кăткă. Эпир, кăткăсем, вăрмана питĕ пысăк усă кÿретпĕр. Йывăçсене, тĕмсене чылай хурт-кăпшанкăран тасататпăр. Вăрманта çухалса кайнă çынсене кăнтăрпа çурçĕре тупма пулăшатпăр.Маша. Каçар мана, Кăткă. Эпĕ урăх ун пек тумăп. Хамăн тантăшсене те ăнлантарăп.
Упапа Маша малалла утаççĕ, чечеке татнă уçланкăна çитеççĕ. Упа пĕртен-пĕр чечеке туйипе тĕртсе илет. Чечек «чĕрĕлсе» калаçма пуçлать.
Чечек. Пĕчченех юлтăм. Манăн тусăмсене темĕнле чăрсăр хĕр ача татса пĕтерчĕ. Мĕн чуль хурт-кăпшанкă апат-çимĕçсĕр юлчĕ! Пыл хурчĕсене уйрăмах шел: пирĕнсĕр вĕсем пыл та пухаймĕç.
Маша. Каçар мана, Чечек. Эпĕ урăх нихăçан та кун пек чăрсăр пулмăп.
Упапа Маша малалла утаççĕ, йывăç патне çитеççĕ. Упа хăйĕн туйипе Йывăçа «чĕртет».
Йывăç. Туратăма хуçрĕç, мана амантрĕç. Куççуль чарăнми юхать, чунăм ыратать. Халĕ манăн хăрса типсе лармалли кăна юлчĕ. Эпир, йывăçсем, сывлăша тасататпăр, кайăк-кĕшĕке те, чĕр чунсем те пирĕн хÿтлĕхре тăранса пурăнаççĕ.
Маша. Каçар мана, Йывăçăм. Малашне эпĕ ун пек чăрсăр пулмăп, йывăç тураттисене хуçмăп.
Упапа Маша малалла утаççĕ. Вĕсен йĕри-тавра Кайăк вĕçет, йăвине шырать.
Кайăк. Эсир йăва курман-и? Йăвара çăмартасем те путланчĕç пуль. Эпир, кайăксем, йывăçсене хурт-кăпшанкăран тасататпăр. Чĕппĕмсем тухаймасан сахалланса юлăпăр. Кам-ха йывăçсене çăлĕ?
Маша. Кайăк, каçар мана. Вăл йăвана эпĕ илнĕччĕ. Çăмартисем сивĕнсех кайман-ха.
Маша йăвана хăйĕн вырăнне хурать. Кайăк савăннипе юрласа ярать.
Упа. Маша, хăвăн йăнăшусене ăнлантăн-и?
Маша. Ăнлантăм.
Упа (залра ларакан ачасенчен ыйтать). Ачасем, эсир Машăна каçаратăр-и?
Ачасем. Каçарар! Каçаратпăр!
Упа. Эпĕ те сана пĕррелĕхе каçарăп, эсĕ тунă йăнăшсене тÿрлетĕп.
Упа туйипе сулса илет те малтанхи ÿкерчĕк тухса тăрать: Кайăк савăнать, Чечек «чĕрĕлет», Йывăç кашлама пуçлать, Кăткă ĕçе тытăнать.
Ведущий 1: Каждый цветок и травинка любая,
Птицы, что в синее небо взлетают,
Вся та природа, что нас окружает,
Нашей защиты, дружок, ожидают.
Все, что есть в природе, подчинены своему природному закону. И растения, и деревья, и насекомые, и птицы составляют одну неразрывную цепь. Наша задача – не разорвать эту цепь, сохранить и защитить законы природы. Чистота начинается с нас самих, с нашего отношения к окружающей среде. Так давайте относится к Матушке-Природе бережно, с любовью.
Ведущий 2: Пур курăк та, пур чечек,
Кайăк, мĕн тÿпере вĕçет –
Таврари çут çанталăк Пирĕнтен хÿтлĕх кĕтет.
Çут çанталăкра çавăн пек - унăн кашни пайĕ хăйне кура кирлĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - тăван тавралăха упраса, хÿтĕлесе хăварасси. Апла, атьăр-ха,тăван тавралăха упрар, çут çанталăкăн тусĕсем пулса тăрар.