Урок теми Хуп? сас?сем


Алевтина Афанасьевна Иванова,
Елчӗк районӗ, Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗ шкул
Урок теми. Хупӑ сасӑсем
Урок тӗсӗ. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентмелли урок
Урок форми. Ҫул ҫӳрев
Урок тӗллевӗсем. 1. Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче хупӑ сасӑсем янӑравлӑх енчен икӗ пысӑк ушкӑна
уйӑрма вӗрентесси.
2. Хупӑ сасӑсемпе пуплевре тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарасси.
3. Ҫут ҫанталӑка упрасси, тӑван чӗлхене юратма вӗрентесси.
Вӗрентӳ меслечӗсем: сӑнав-тӗпчев меслечӗ, учитель ӑнлантарӑвӗ, калаҫу, вӑйӑ технологийӗ
Курӑмлӑх хатӗрӗсем: ҫул ҫӳрев картти, «Чӑваш алфавичӗ», «Алфавит» таблицӑсем, ҫул ҫӳрев палли «Светофор», магнитофон, проектор
Класа урока йӗркелесси
Эпир пурте паян ҫул ҫӳреве тухӑпӑр. Поезд ҫине лариччен сире пурне те билетсем валеҫсе паратӑп. Анчах та малтан ҫула тухиччен хамӑра мӗнле тытмаллине асаилӗпӗр. Сирӗн ҫул ҫинче мӗнле йӗркене пӑхӑнмалла?
- пӗр-пӗрне итлемелле, ҫул ҫинче светофор ҫутине тӗплӗн пӑхмалла, ҫул урлӑ тӗрӗс вырӑнта кӑна каҫмалла.
1. Ҫул-йӗр правилисене аса илни
- Симӗс ҫутӑ мӗне пӗлтерет?
- Хӗрлӗ тӗс ҫутсан мӗн тумалла?
- Сарӑ тӗс ҫуталсан эпир мӗн тӑватпӑр?
2. ҫула тухни
Поезд ҫине лартӑмӑр, пиҫиххисене ҫыхрӑмӑр. Тӗплӗн вырнаҫса лартӑмӑр.
- Поезд рельсӑсем тӑрӑх тук-тук-тук тесе пырать. Пурте пӗрле хускалса кайрӑмӑр.
Вырӑна ҫитрӗмӗр. Поезд чарӑнать: чшш-шш!
Халӗ эпир мӗнле ҫӗршыва ҫитсе чарӑнтӑмӑр-ши? Мӗнле ҫӗршыв пулчӗ-шику? Акӑ ҫакӑнта пӗр ҫыру пур, унта мӗн ҫырнине тимлӗ итлӗр.
«Фонетика» ҫӗршывӗ ҫинчен юмах итлени
Ӗлӗк-авал Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче калама ҫук илемлӗ Фонетика ҫӗр-шывӗ пулнӑ. Вӑрманӗсем тӗрлӗ чӗр чунпа, пин-пин тӗслӗ кайӑк-кӗшӗкпе, калама ҫук ырӑ шӑршӑллӑ чечек-курӑкпа пуян пулнӑ. Ҫыннисем вара питех те маттур, ӗҫчен, сӑпайлӑ, пӗр-пӗрне юратса ӑнланса пурӑннӑ. Ҫут ҫанталӑк парнеленӗ илеме никама та тӗкӗнмен, ӑна пуянлатса кирлӗ вӑхӑтра пулӑшу парса тӑнӑ. Ҫак асамлӑ ҫӗршывӑн тӗп хули Сасӑсем ятлӑ пулнӑ. Хулари урамсем Уҫӑ сасӑсемпе Хупӑ сасӑсем ятлӑ пулнӑ.
- Ачасем, эпир сирӗнпе паян мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?
- Хупӑ сасӑсем ҫинчен/
III.Ҫӗнӗ темӑна вӗрентесси
Вӑйӑ «Сасӑсене хӑй пахчине кӗртер»
Доска ҫине тӗрлӗ сас паллисем ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Икӗ ачан ҫак саспаллисене икӗ ушкӑна уйӑрмалла.
Ыйтусемпе ӗҫлени
- Ҫак икӗ ушкӑнри сас паллисем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
- Чӑваш алфавитӗнче миҫе сас палли?
- Сас паллисемпе сасӑсем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
- Уҫӑ сасӑсене каланӑ чухне сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвартан мӗнле тухать? ( ирӗклӗн, чӑрмавсӑр)
- Хӑш ушкӑнри сасӑсем ҫинчен эпир пӗлместпӗр?
3. Теори материалне ӑнлантарни
- Ҫак сасӑсене каланӑ чухне сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвартан мӗнле тухать?
- Хупӑ сасӑсене каланӑ чух сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвар хӑвӑлӗнчен ирӗккӗн тухаймасть: ӑна ирӗккӗн тухма е чӗлхе, е тута, е шӑлсем чӑрмантараҫҫӗ. Сывлӑш юхӑмӗ ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерсе тухать те, тӗрлӗ хупӑ сасӑ пулать.
Чӑваш чӗлхинче пурӗ 22 хупӑ сас палли.( Учитель «Алфавит» таблицӑра кӑтартать)
- Вырӑс алфавитӗнче миҫе сас палли?
- 33 саспалли.
- Миҫе уҫӑ сасӑ тата миҫе хупӑ сасӑ?
- Уҫӑ сасӑсем – 6. Вӗсене гласный тетпӗр. Хупӑ сассисем – 25, вӗсене согласный тетпӗр.
- Акӑлчан чӗлхинче вара миҫе сас палли?
26 сас палли, 6 уҫӑ сас палли тата 20 хупӑ сас палли. Сассисем вара акӑлчан чӗлхинче 55 яхӑн тесе шутлаҫҫӗ.
«Хупӑ сасӑсем» района ҫитни
- Кашни районӑн хӑйӗн ячӗ пур. Ҫак тӗлӗнтермӗш районӑн та хӑйӗн тӗлӗнтермӗш урамсем пур. Мӗн ятлӑ-ши ҫав урамсем? Айтӑр-ха пӗрле урамсем тӑрӑх утар. Ҫул-йӗр правилисем ҫинчен манса ан кайӑр, кирлӗ мар ҫӗртен каҫма юрамасть. Светофор тҫутине те тимлӗ сӑнӑр. Ак ҫак урамӗ Шавлӑ хупӑ сасӑсем ятлӑ, тепри вара Ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑсем ятлӑ. Кашни урамӗнче хӑтлӑ уйрӑм ҫуртсем пур, ҫав ҫуртсенче пурӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ хупӑ сасӑсем.
Ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑсем урамӗнче пурӑнакан хупӑ сасӑсем:
В,й, л, ль, м, н, нь,р
Сире ас туса юлма тепӗр вӑрттӑнлӑх калам-ха, ӑна «вӑйлӑ мӑнтӑр» тесе ас тусаюлма пулать.
Шавлӑ хупӑ сасӑсен урамӗнче вара ҫак сасӑсем пурӑнаҫҫӗ:
К,п,с,ҫ, т, х, ч, ш
«Фонетика» схемӑна тетрадь ҫине ӳкересси
523811527305хытӑ
ы,ӑ,а,у,о
00хытӑы,ӑ,а,у,о377126527305Ҫемҫе
И,ӗ,ӳ,и
00ҪемҫеИ,ӗ,ӳ,и1790065103505Ялан янӑравлӑ
В,й, л, ль, м, н, нь,р
00Ялан янӑравлӑВ,й, л, ль, м, н, нь,р
151765103505Шавлӑ
К,п,с,ҫ, т, х, ч, ш
00ШавлӑК,п,с,ҫ, т, х, ч, ш

1231265193675
4958715189230421576562230210121530480
2939415929005сасӑсем
сасӑсем441261514605Уҫӑ сасӑсем
Уҫӑ сасӑсем34093155924552171065662305163131571755Хупӑ сасӑсем
Хупӑ сасӑсем
Кӗнекери правилӑсемпе паллашни.
IV. Темӑна ҫирӗплетни
Вӑйӑ «Кам нумайрах?»
Сирӗн тетрадь ҫине панӑ сӑмахри пӗрремӗш сас паллисене улӑштарса ҫӗнӗ сӑмахсем тумалла.
Нӑрӑ- сӑрӑ- тӑрӑ – вӑрӑ
Пулӑ – сулӑ – кулӑ – тулӑ – вулӑ – хулӑ
Чун – кун – вун – сун- тун- ҫун
«Кану» паркӗ
Ҫемҫе сӑмах каласан сарӑ тӗс йӑтӑпӑр
Хытӑ сӑмах каласан хӗрлӗ тӗс йӑтӑпӑр
Хутӑш сӑмах каласан симӗс тӗс йӑтӑпӑр
Путек, ҫуркунне, хӗвел, атӑ, кантӑк, кушак, ирхине, пукане, чечек,курӑк.
Халӗ вара малалла кайӑпӑр, хула тӑрӑх малалла ҫӳрӗпӗр.
Анаграмма тӑвасси.
Анаграмма вӑл сӑмахри сас паллисен сыпӑкӗсене вырӑнӗпе ылмаштарса е кай енчен малалла ауласа ҫӗнӗ сӑмах йӗркелени.
- ҫак сӑмахсенчи сас паллисене вырӑнӗсемпе улӑштарса тата мал енне ҫ ( шавлӑ х.с) сас палли лартса сӑмахсем тӑвӑр.
1) лару (ҫурла)
2) хӑна (ҫӑхан)
3) авӑр (ҫавӑр)
4) кӗле (ҫекӗл)
5) туна (ҫунат)
6) тур (ҫурт)
7) хӑма (ҫӑмха)
8) лӗпӗ (ҫӗлӗк)
9) кӳлӗ (ҫӳлӗк)
Ваттисен сӑмахӗсемпе ӗҫлесси
Икӗ тӑван урам урлӑ пурӑнаҫҫӗ, нихҫан та пӗр-пӗрне курмаҫҫӗ ( куҫ)
Ҫамки хура, чӗлхи вӑрӑм ( кӑмака)
Мӑйраки хӳринчен вӑрӑм ( качака)
Пӗчӗкскар, хитрескер, ҫӗр мӑкӑртса тухнӑскер. (кӑмпа)
Алӑсӑр, урасӑр, хырӑмпа шӑвать. ( кимӗ)
Ҫӗнӗ сӑмахсем
Ҫакӑнта панӑ сӑмахсенчен С сас паллине кӑларса пӑрахсан юлнӑ сӑмахсенчен вырӑнӗпе ылмаштарса ҫӗнӗ сӑмахсем тӑвӑр.
Тусан ( туна)
Сурат (тура)
Треска (катер)
Секрет (еткер)
Сентре (нерет)
Словарь ӗҫӗ
Еткер
Нерет
Сурат
Ҫак йӗркесем камӑн произведенийӗнчен
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче
Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса.
Силпи чӑваш ялӗнче
Юр ирӗлчӗ васкаса.
Ҫак сӑвӑра шавлӑ хупӑ сасӑсене аялтан йӗр туртса палӑртӑр.
Ку сӑвӑ йӗрки Константин Васильевич Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑран пулчӗ. Кӑҫал эпир Чӑваш Республикинче К.В.Иванов ҫулталӑкне паллӑ тӑватпӑр.
V. Ҫул ҫӳреве вӗҫлесе урока пӗтӗмлетни
- Мӗнле сасӑсемпе паллашрӑмӑр?
- Вӗсем мӗнле ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ?
- Эсир паянхи урока мӗнле хаклатӑр?
- Енчен те урок сире килӗшрӗ пулсан хӗрлӗ тӗс ҫӗклетпӗр, пӗрре те килӗшмерӗ пулса сарӑ тӗслине ҫӗклетпӗр.
VI. ачасен пӗлӗвне хакласси
VII. Киле ӗҫ парасси
205-мӗш хӑнӑхтару
Пӗр-пӗр анаграмма тӑвасси
«Нарспи» поэмӑри пӗр сӑвӑ йӗркинчен ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑсене тупасси
VII. Урока вӗҫлесси
Поезд ҫине лартӑмӑр, хӑвӑрт килелле каятпӑр. «тук-тук-тук…»
Киле ҫитрӗмӗр, поезд чарӑнать «чш-ш-ш»
М- па – пурӑнатпӑр туслӑ, пӗр йышра
В-па – вӑл ҫитӗнет уйра.
Т-па – сыхлать вӑл сивӗрен.
П-па – тӗртеҫҫӗ йӗтӗнрен.
Х-па – унта ҫӳреҫҫӗ ирӗк.
Л-па – калать король ятне
Ч-па – илет ҫын хӑватне.
Мир-вир-тир-пир-хир-лир-чир
Усӑ курнӑ литература
Андреев В.В, Андреева Е.А. Чӑваш чӗлхипе литератури сӑмахлӑхӗ культурипе историйӗ, Шупашкар – 1997
Краснов-Кичкеевский В.П. вӑтӑр ҫичӗ сас палли: сӑмах каҫмӑшсем, пуҫ ватмӑшсем.- Шупашкар: чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004.-127с.