Мастер-класс по чувашской литературе Яков Гаврилович Ухсай – чaваш поэзий?н caлтaр?


Ырă кун пултăр, хаклă ентешӗмӗрсем. Эпӗ Слакпуçенчи вăтам шкулта чăваш чӗлхи тата литература урокӗсене ертсе пыракан учитель Марина Михайловна. Халӗ эпир пурте ФГОСпа ӗçлеме хăнăхатпăр ӗнтӗ. Проект мелĕпе усă курса пĕлÿ парасси юлашки вăхăтра анлăн сарăлса пырать. Ку меле чылайăшĕ çĕнĕ технологисен шутне кĕртет. Эпӗ вара проект мелĕпе кăсăкланса кайрăм.
Проект вăл — вěренекене хăйĕн кăмăлне каякан ĕçе суйласа илме паракан мел. Ăна хатĕрленĕ май кашни ачан активлăхĕпе пуçарулăхĕ, ушкăнпа ĕçлеме пултарни, тавра курăмĕ аталанать. Çак мелпе тăван чĕлхепе литература урокĕсенче те (кашни ÿсĕмри ачапах) ĕçлеме пулать. Унăн ырă енĕсем, ман шутпа, чылай: — кашни вěренекен проект вĕçĕнче хăй мĕн тума пултарнине курать; — хăйĕн тата юлташĕсен пултарулăхне хаклама вĕрентет; — ыттисен çитĕнĕвне курса татах та ытларах туртăнма хистет; — пулас професси валли тавра курăма анлăлатма ыйтать; — учителе те проект темине суйласа илнĕ вăхăтра кашни ачан аталанăвне шута илме хистет; — кирлĕ кĕнекесене, словарьсене уçса пăхма тивет; — вěренекен ĕçлесен çитĕнÿ патне çитме пултарнине те туять; — кашни вěренекен хăйĕн пĕлÿ шайне тĕрĕс хаклама май туса парать, ăна ÿстерессишĕн тăрăшма хистет. Ĕçĕн результатне кура тĕпчев, вăйă, пултарулăх, информаци, тишкерÿ, практика проекчĕсем пулаççĕ. 
Чăваш литератури урокӗсенче проект технологийӗпе усă курса мӗнле Ухсай Яккавӗн пултарулăхне вӗрентсе пулать-ши? Нумай шухăшларăм.
Презентация «Мастер-класс»(1 слайд)
Проектăн ячĕ вара «Яков Гаврилович Ухсай – чăваш поэзийӗн çăлтăрӗ». (2 слайд) Унăн эпиграфне Яков Ухсай сăмахĕсене илтĕм:
Тÿрě тытрăм эп хама,
Утрăм халăх çулěпе.
Яков Ухсай.
Проект ӗçне пурнăçлама пуçличчен тӗллев лартмалла тата проблемине паллă тумалла. Хамăн мастер-класа видеороликран пуçласшăн.
№ Содержанийӗ Вăхăчӗ 1 Умсăмах. Тĕллев лартасси Январь Видеоопрос
Видео «Введение в проект»
2. Я. Ухсай ачалăхěпе вěренěвě. январь-февраль Чăваш чӗлхипе литературине
вӗрентекенсен семинарӗ
  (Слакпуç шкулĕнче)
3. Вăрçăчченхи ěçě-хěлě. февраль Чăваш календарӗ4. Тăван çěршыв Аслă вăрçинче. март Стена хаçачě
5. Вăрçă хыççăн. Апрель Илемлĕ вулав конкурсĕ «Чыс та сум сана, Ухсай!»
(Пелепей хулинче)
6. Хайлавěсем. Хисеплě ятсем, наградăсем. Май Ӱкерчӗк конкурсĕ
(Слакпуç шкулĕнче)
7 Хěрěсен аса илěвěсем. Тěлпулу. Июнь 8. Викторина. Сентябрь 9. Литература каçě. Ноябрь Ачасемпе юррисене, сăввисене вӗренесси
10 Пěтěмлету.
1. Кинолента.
2. Наука ěçě çырасси. Декабрь Ăслăлăхпа практика
конференцийĕ
Проекта пурнăçламалли план çыртăм: (3 слайд)
Ку ĕçе тума тĕрлĕ классенчи ачасене явăçтарса пулать.
1-мĕш ушкăн сăвăçăн ачалăх тапхăрĕпе кăсăкланаççĕ. 2-мĕш ушкăн вара Я.Ухсай псевдонимĕсене пухать. 3-мĕш ушкăнти ачасен ĕçĕ те çăмăлах мар- вĕсем йăх йывăççине тишкĕреççĕ. Тепĕр ушкăнĕ вара вĕренÿ сукмакĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ, кĕнекисемпе паллашаççĕ. Ачасем тăрăшни сая каймасть. Кайран вара пухнă материала пĕрлештерсе, музейра пулнине шута илсе презентаци туса пулать. Вĕренекенсем çав тери кирлĕ ĕçе пурнăçлама пултарчĕç. Паллах, ку ĕçе тума литература урокĕсем кăна çителěксěр, Чǎваш чěлхи эрнинче усă курма аван. Пĕтĕмлетсе «Кинолента» туса хутăмăр.  
(4 слайд)
(5 слайд)
Проект тĕсĕсем: 
вăйă
пултарулăх
информаци
тишкерӱ
практика
тĕпчев
(6слайд)Пĕр-пĕр ĕçĕн проекчĕ çакăн пек тапхăрсем çине пайланать: 1. Хатĕрленÿ тапхăрĕ (тема суйлани, вăхăтне, кирлĕ хатĕрсене палăртни, проект формине суйласа илни, ĕçсене пайлани е суйласа илни). Уйрăмах ĕçсене суйланă тапхăрта тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен пур вěренекен те илнĕ ĕçе кăмăлтан тума пултартăр. 2. Проектпа ĕçлени. Проект темине суйласа илнĕ хыççăн малалла кашни ача хăй мĕн тăвассине калать, кăмăлпа тунă ĕçĕн результачĕ те пысăкрах пулать. Лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн проблемăна палăртатпăр. Вěренекенсем хǎйсен умне тĕллев лартнисĕр пуçне задачăсем çинчен те шутлаççĕ. Мĕнле результат пулассине те ачасемпе малтанах калаçса палăртатпăр. Шăпах малалла вĕсем результата пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса вăй хураççĕ те ĕнтĕ.
Меслечĕсем (7слайд)
Материалĕ(8слайд)
Проект ĕçне пурнăçламалли маршрут (9слайд)
(6слайд) обратно
3. Проекта хÿтĕлени Ачасем умĕнче тухса калаçма та хатĕрленмелле-çке. Малтанлăха вăтанкаласа тăраççĕ-ха. Кайран вара чĕлхисем уçăлса пыраççĕ. Таса та хитре калаçма хăнăхса çитеççĕ. Тĕрлĕ мероприятисенче хутшăнатпăр. Сочиненисем çыратпăр т. ытти те.
4. Сÿтсе явни (кашни ача лайăх енсемпе çитменлĕхсене кăтартма пултарать, учитель тавлашу хĕрÿ саманта çитессине туйса вăхăтра чарса сĕнÿсем парать). Нихăш ачине те кÿрентерме памалла марри те çак тапхăршăн чи кирли. Унсăрăн ытти пĕрле тумалли ĕçсене кÿлĕннĕ ачасем хутшăнмасан та пултараççĕ. 
5. Пĕтĕмлетÿ тăвасси тата паллăсем лартасси (вĕрентекенĕн кашни ачан тăрăшулăхне курса хавхалантарма та манмалла мар). Паллăсене лартнă чух пĕчĕк çитĕнĕве те курма тăрăшмалла. Пахалăх çинчен те манмалла мар. 
Проект мелĕ — уроксенче, шкул тулашĕнчи ĕçсенче усă курма юрăхлă технологи. Ку ачасен активлăхне ÿстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Учительпе ача тачă çыхăнса ĕçлесе пырать. Пурнăç çулĕпе утма ача хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет. Вĕренекенсем кирлĕ материала шырама вĕренсе çитеççĕ, вĕсен тавра курăмĕ те самаях анлăланать.
Мультимедиллĕ презентацисене тунă чух ачасен ытларах хаçатсенче, кĕнекесенче материалсене шырама тивет. Апла пулин те вĕренекенсем питĕ ăнăçлă презентацисем туса ачасем умĕнче хÿтĕлеме пултараççĕ.
Проект мелĕпе усă курасси ăçта тухăçлăрах-ши? Ман шутпа, пур çĕрте те пĕлсе усă курсан тухăçлă. Учитель епле йĕркелесе пынинчен килет ку. Вăхăтра тÿрлетсе, сĕнÿсем пама пĕлмелле çеç. Ачасене шанмалла, хавхалантармалла, ÿсĕмсене кăтартсах пымалла. Кашни ача хăй тунă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне курма тăрăшать.