Исследовательская работа по КРК Вaрман айeнче, Саврaшпуceнчеюррaн историйe


Тутар республикин Аксу районĕнчи
«Кивĕ Саврăшри пĕтĕмешле пĕлÿ паракан тĕп шкул» БМВУ
«Шелепи вулавĕ» конкурс
«Тĕпчев ĕçĕсем» номинаци
«Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юррăн историйĕ
«Кивĕ Саврăшри пĕтĕмешле пĕлÿ паракан тĕп шкул» БМВУ
8-мĕш класĕнче вĕренекен
Кондратьева Кристина ĕçĕ Ĕçе ертсе пыраканĕ:
Захарова Валентина Валентиновна,
Кивĕ Саврăшри тĕп шкулта
пĕрремĕш категориллĕ чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен
2016 çулхи ака уйăхĕ

Тытăмĕ
Ум сăмах…………………………………………………….. 3 стр.
I. Саврăш тăрăхĕ çуратнă юрă……………………………...4 стр.
II. Юрăри сăнарсен историйĕнчен………….…...................8 стр.
Пĕтĕмлетÿ…………………………………………………….13 стр.
Усă курнă литература………………………………………..14 стр.
Хушса пани…………………………………………………..14 стр.
2
Умсăмах
I. Тĕллевсемпе пăхса тухмалли ыйтусем
Пирĕн ĕçĕн тĕллевĕсем çакăн пек:
1) «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юррăн историне тĕпчесси;
2) Юрă авторĕ çинчен çырнă, аса илнĕ материалсене пĕр çĕре пухса тишкересси;
Лартнă тĕллеве пурнăçлама хамăр ума çакăн пек ыйтусем, пăхса тухмалли ĕçсем кăларса тăратрăмăр:
Юррăн авторĕ чăннипех пуррине тишкересси,
Юрă – пирĕн тăрăхăн визитки пулнине çирĕплетесси.

II.Меслетсемпе курăмлăх хатĕрĕсем.
Хамăр ума кăларса тăратнă тĕллевсемпе ыйтусене татса пама çак меслетсемпе усă куртăмăр:
- шырав, вулав, тĕпчев, çирĕплетÿ, çыру, пĕтĕмлетÿ, хаклав.
Ĕçе пурнăçлама çак курăмлăх хатĕрĕсемпе усă куртăмăр:
- компьютер,
- «Сувар» хаçат,
- автор çинчен çырнă материалсем,
- çынсен асаилĕвĕсем,
- «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрă.

III.Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ
Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче,
Эп ҫуралнӑ чӑваш ялӗнче.
Вун саккăрта чух юратрăм хĕре,
Астумастӑп хӑш вӑхăтрине,-
3
тесе юрлаççĕ Саврăш тăрăхĕнчи çынсем хăна-вĕрле пуçтарсан та, ĕçкĕ-çикĕре те, уявсенче те, вăййа тухсан та, е ахаль чух канма ларсан та… Анчах та вĕсенчен сахалăшĕ кăна пĕлет ку юррăн авторĕ те пуррине, нумайăшĕ - кам вăл, ăçтан, мĕнлерех çын пулнă – тавçăрмасть те. Çавăнпа та, манăн тарăнрах тĕпчесе пĕлес килчĕ ку юрăпа ун авторĕ çинчен. Юрă ял визитки вырăнĕнче пулсан, ун çинчен пурин те пĕлмелле, юррине кăна мар, авторне те. Ку паянхи куншăн актуаллă тема.


Cаврăш тăрăхĕ çуратнă юрă
Пуян Саврӑш тӑрӑхӗ вӑрмансемпе. Вӑрманӗсем мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларакан йывӑҫсемпе, тӗрлӗрен тискер кайӑкпа, хитре ӗшнепе те уҫланкӑпа, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫсемпе пуян. Саврӑшпуҫӗнчен Заря поселокӗ уйрӑлса тухнӑ. Ун ҫумӗнчи Таркӑн вӑрманӗнче, пысӑках мар айлӑмлӑ вырӑнта, халӑх тӗпсӗр тесе ят панӑ ҫӑл куҫӗнчен Саврӑш ятлӑ пӗчӗк ҫырма пуҫланать. Тахҫан ӗлӗк ҫак ҫӑл куҫӗнчен ҫав тери сивӗ шыв фонтан пек вӑйлӑн пӗрӗхсе-тапса тӑнӑ. Ҫавна пула хӗлле те, ҫулла та ҫырма питӗ туллин курӑнса выртнӑ. Ҫак илемлӗ вырӑна, ҫырма ҫине, темле ҫӗр улпучӗ шывармань тата тала лаҫҫи туса лартасшӑн пулнине илтсен, саврӑшпуҫсем /вӑрмантейсем/ Тӗпсӗр Ҫӑла питӗрме шутлаҫҫӗ, унта шӗвӗртсе вӑтӑр юман яраҫҫӗ, юлашкинчен, тинех ӑна ҫӗр айӗпе Таркӑн Вӑрманнелле тартма май тупаҫҫӗ. Саврӑшпуҫне тепӗр майлӑ тата Вӑрмантей ялӗ те теҫҫӗ. Вӑрмантей — иртнӗ ӗмӗр варринче, ялӑмӑра пуҫласа янӑ тӗне кӗмен чӑваш. Ялта калаҫнӑ тăрăх, вӑл кунта Шӑхран тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ пулать. Ҫырма ячӗ пирӗн ялпа ҫыхӑнман, йӑлтах тепӗр майлӑ, ҫав ҫырма ятӗнчен пирӗн ялӑн чӑвашла ячӗ пулса кайнӑ: Саврӑшпуҫ. Вырӑсла ӑна ӗлӗкрех Вурмантейкино тенӗ пулнӑ, халӗ вара вал — Урмандеево. Саврӑшӗ те —
4
тӗне кӗмен чӑваш ячӗ. Тахҫан ӗлӗк ҫаван ятлӑ паттӑр пулнӑ имӗш. Ҫырма
тӑрӑх, Саврӑшпуҫсӑр пуҫне, тата Кивӗ Саврӑш, село Саврӑш, Анат Саврӑш /Хӗрлӗ Шур/ ялӗсем вырнаҫнӑ. Чылай чӑваш, паллах, кунта чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫӗрсенчен тарса килнӗ. Ҫӗрӗ чӑвашӑн ахаль те сахал пулнӑ, ӑна та пулин вырӑс ҫӗр улпучӗсемпе мӑнастирӗсем тытса илме пуҫланӑ, вара чӑвашсен, пӑтша тарҫисен чӑтмалла мар йывӑр пусмӑрне тусеймесӗр, ирӗксӗрех урӑх ҫӗрсене куҫса кайма тивнӗ. Вырӑс тӗнне вӑйпах йышӑнтарма хӑтланни те чӑн-чӑн чӑваша ирӗк шырама хистенӗ, ютталла хӑваланӑ.Хӑйсемпе пӗрле таркӑнсем тӗрлӗ йӑла-йӗрке нумай илсе килнӗ. Ҫав йӑласенчен хӗр вӑрласси, хӗрсене укҫалла сутасси уйрӑмах анлӑн сарӑлнӑ.
Саврӑш таврашӗ... Ҫак тӑрӑхра мӗн чуль юрӑ-кӗвӗ, юмах-халап, легенда ҫӳремест! Нушаллӑ халӑх хӑйӗн асапӗпе терчӗ ҫинчен хывнӑ юрри-кӗввисем чӗрене пырса тивмелле илемлӗ. Вӗсен хушшинче хӗре ашшӗ-амӑшӗ укҫалла сутса яни ҫинчен калакан юрӑ уйрӑмах аван. Унта ӗлӗкхипе хальхи хире-хирӗҫ пырса ҫапӑнать: кив самана арканни ҫич-сакӑр ҫул иртнӗ, ун тымарӗ ҫаплах татӑлса пӗтмен иккен-ха, таҫта шалта, ҫӗр ӑшӗнче, пытанса пурӑнать. Ҫамрӑксем ҫӗнӗ йӑлашӑн кӗрешеҫҫӗ, патшалӑха тырӑ хатӗрлеме ҫамрӑк хастӑрлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ, спектакльсемпе концертсем лартаҫҫӗ, хӗрлӗ улах лараҫҫӗ, ҫӗнӗюрӑ юрлаҫҫӗ, ҫӗнӗ такмак калаҫҫӗ, Саврӑшпуҫӗнче вара... ав мӗнле ӗҫ пулса тухнӑ: Михетерсем ҫаплах Сетнерсене хӑйсен Нарспийӗсемпе пӗрлешме чӑрмантараҫҫӗ иккен-ха. Ак тамаша! Мӗнле япала ку? Ӗҫӗ чӑнах ҫапла пулса иртнӗ пулсан, Саврӑшпуҫ, апла, темӗнле урӑхларах, романтикӑллӑ чаплӑ ял пуль? Унта, паллах, халӑх хушшине сарӑлнӑ юрӑсем ҫырма пултаракан чаплӑ поэтсем кӑна пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Юрӑ нухай ҫулӗпе те, самар ҫулӗпе те, ытти ҫулпа та чӑваш ялӗсене хӑвӑрт сарӑлнӑ. Таврари чӑваш ялӗсенчен вӑл утмӑл-ҫитмӗл, тӑхӑр вунӑ-ҫӗр, виҫ ҫӗр, пин
5
ҫухрӑма нимле радиосӑр-мӗнсӗрех сарӑлать, чӑваш ҫыннисем, ватти те, вӗтти те, часах пурте, пур ҫӗрте те: "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫенче..." тесе ӗнӗрлесе ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ, юрӑ мӗнле ҫурални ҫинчен, ӑна шухӑшласа тупаканӗ ҫинчен ҫеҫ пӗри те нимӗн те пӗлмест.Юррӑн кӗвви те, сӑмахӗсем те салху та хурлӑхлӑ, вӑл чӑваша каялла туртать пек, ҫӗкленнӗ тинӗс хумне хирӗҫле пырать пек, апла пулин те, чӑваш халӑхӗ ӑна юратса пӑрахнӑ, унӑн кӑмӑлне вӑл ҫатӑрласах тытнӑ. Юрра хӑй тӗллӗн ҫырма вӗреннӗ поэт нумай вун ҫул ӗлӗкрех хывнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах, вӑл хӑй хакне нимӗн чухлӗ те ҫухатман: хальхи чӑвашсем вӑл юрра хӑйсен ӗлӗкхи саманине питлесе юрлаҫҫӗ."Нарспи" поэмӑна пилӗк куплета кӗртсе яма пултарнӑ ку поэт!
Савгачевăри музыка учителĕ, композитор В.П.Егоров «Сувар» хаçата панă интервьюран çакна пĕлтĕм: «Ку юрра 1923-1925 çулсене Григорий Гаврилович Калинин (Калинух Кĕркурийĕ) çырнă. Г.Г.Калинин 1903 çулта Тутар АССРĕнчи Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче, кĕскен каласан, ман кӳршĕре чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă, вăл танкист пулнă. Халăх чунне çывăх пулнăран çĕнĕ юрă çав çулсенчех (1923 – 1925 çулсенче) таврари чăваш ялĕсене сарăлнă. Яш-кĕрĕм ăна вырăс халăхĕн «Кирпичики» ятлă юррин кĕввипе юрлама тытăннă. Юрă сăмахĕсене 1969 çулта Саврăшпуçĕнчи Г.Г.Калинин арăмĕнчен, М.А.Калининăран манăн аслă пичче Мишша (Михаил Сениэль) çырса илнĕ. 1967 çул çак юрă «Чăваш календарĕнче» (77 с.) пичетленсе тухнă».
Михаил Сениэль вара хăйĕн статйинче çапларах йĕркесем хайлать: «Ман асатте йӑмӑкӗн хӗрӗ Анна аппа /Андреева Анна/ мана ҫапла каласа пачӗ: "Ку юрра эпир малтан Матрюна акка Люксантӑрипе /Александрова Александрапа/ юрла пуҫларӑмӑр, ӑна пире Калинух Кӗркурийӗ хӑй вӗрентрӗ, анчах та кам вӗрентнине никама та калама хушмарӗ. Юрра часах
6
хамӑрӑн хӗр-туссене юрласа патӑмӑр, ӑна кам шутласа тупнине вӗсене пӗлтермерӗмӗр. Майпен «Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче» юрӑ пӗтӗм ял тӑрӑх кӗрлесе, янраса кайрӗ. Часах ӑна Савкаҫра, Чӑвашьелӗнче, Кивӗ Саврӑшра, Ишельелӗнче,  Чӑваш Шупашкарӗнче,  Унтакшӑра,  Кӑтратара,  Чӑваш Ялттанӗнче, Майнара тата ытти чӑваш ялӗсенче те юрлама тытӑнчӗҫ. Юрӑ инҫете-инҫете ҫул тытрӗ, пӗтӗм чӑваш хушшине хӑвӑрт сарӑлчӗ. Мӗнре юррӑн вӑйӗпе хӑвачӗ? Учительница пулнӑ май, ҫапла калама хӑятӑп: ан тив, ӑна ӑста сӑвӑҫ ҫырман пултӑр, сӑмахӗсем те темле "ҫӳллӗ те чаплӑ" сӑмахсем мар, ахаллисем кӑна, рифмисене те питех уяман унта, анчах та, пурпӗрех, юрӑ чаплӑ, чуна ҫатӑрах ҫавӑрса илмелле пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен, ҫак произведенире авторӑн вӗри те илемлӗ чунӗ пурӑнать, хӗрӳ чӗри тапать. Юррӑн чунӗ пур! Юрӑ ҫӗннишӗн тӑрать, киввине тиркет, питлет, ахаль сӑмахпах пысӑк, тарӑн шухӑш калать, этемӗн, уйрӑмах ҫамрӑксен, шалта тӗлӗрекен кӑмӑл-туйӑмне вӑратать, чунне пӑлхатать. Ҫырасса та ӑна хамӑр лайӑх пӗлекен йӗкӗт, хамӑр ял ачи ҫырнӑ. Вӑл кашни сӑмахнех чунӗпе епле тӳссе, чӗрипе чӑтса ирттернине эпир хамӑр куҫпа хамӑр курнӑ, хамӑр хӑлхапа хамӑр илтнӗ. Кӗркури кашни сӑмахне хӑй шухӑшласа тупнӑ, пӗрне те ҫынран илмен. Ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ, шӑллӑм, ху та ӑнланатӑн пуль, юрӑ хаватлӑн ҫунат сарнӑ, яш-кӗрӗм, пӗтӗм тӑван халӑх чунӗ патне ситнӗ..!"Юлашкинчен Анна аппа мана ҫапла каласа хучӗ: "Пӗр юрӑ шухӑшласа кӑларсах Кӗркури пӗтӗм чӑваш тӗнчине парӑнтарчӗ, анчах та, юррине мӗн тери юратсан та, Кӗркури ятне, хамӑр ялсемсӗр пуҫне, никам та пӗлмест. Юрра халӑх юрри тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче" хайлава Саврӑшпуҫ ҫынни Калинин Григорий Гаврилович ҫырнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах каласа парас, пӗтем халӑхӑмӑра пӗлтерес пулать. Ҫыр очерк, пичетлесе кӑлар, радиопа янраттар". Вара эпӗ юратнӑ аппа сӑмахне итлес, ӑша хывас терӗм, ҫак очерка ҫырма материал пуҫтарма пуҫларӑм...»
7
Юрăри сăнарсен историйĕнчен
1924 ҫулта Саврӑшпуҫӗнче ҫамрӑксен вучахӗ амаланма тытӑнать, çиелтен пӑхсан, Саврӑшпуҫӗнчи ҫамрӑксен пурнӑҫӗ вӗресе тӑма тытӑннӑ пек курӑнать: вӑхӑта, ҫынна хӑй тӗнче касса ҫӳренӗ чухне "самаях ӑнланма" пуҫланӑскер, Кӗркури ял активӗ пулӑшнипе клуб уҫать, каҫ-каҫ вӗренме те вӑхӑт тупать. Клубӗнче спектакльсем, концертсем лартаҫҫӗ, тӗне хирӗҫле тата пурнӑҫри ытти ыйтупа калаҫусем ирттереҫҫӗ.
Кӗркури яштака, илӗртӳллӗ йӗкӗт. Самана ҫӗнӗлӗхӗпе хавхаланса, вӑл комсомола кӗнӗ, "ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн" хыпӑнма пуҫланӑ, хут купӑс калама ӑста пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑййа пухӑнакан ҫамрӑк-кӗрӗм ун куҫӗнчен ҫеҫ пӑхса тӑрать. Хӑй вара йӑрӑс пӳллӗ, ҫӑлтӑр кавак куҫлӑ, калкан ҫӳҫлӗ, ытарма ҫук илемлӗ Минсӑлу ҫине вӑрттӑн-вӑрттӑн куҫ хывать. Кӗркури каҫхи уявран Минсӑлӑва килне те ӑсаткалать. Кӗркури туйӑмӗ хӗрнӗҫем хӗрсе пырать, анчах та Минсӑлу Музилеев Сахара юратать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл аванмарланса, тем айӑп тунӑн каласа парать. Мӗн тӑвӑн, юрату тени ирӗклӗ япала, чун туртман ҫынпа ниепле те телейлӗ пулаймӑн, анчах та, ак инкек, ашшĕ хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрне ниепле те "тӗне кӗнӗ Сахара" парасшӑн мар, кӗрӳ тума ҫӗрме пуянсем Канюк Йӑванӗ текен тӗне кӗмен, "чӑн-чӑн чӑваш" ачине, Кӗркурирен те чухӑнрахскерне, суйласа илнӗ: ҫурт лартса парӑпӑр, выльӑх-чӗрлӗх туянтарӑпӑр, хамӑр чӑвашлӑхран ҫеҫ, мӑнасаттесемпе мӑнасаннесен тӗнӗ-йӗркинчен, мешехисенчен, тӑванлӑхӗнчен ан писчӗр тенӗ ӗнтӗ. Ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗ хӗрӗшӗн — саккун: ӑна Кӑнюк кинӗ пулма хушнӑ, ҫураҫса хунӑ. Халӗ туя хатӗрленеҫҫӗ — хӗре ҫӗнрен-ҫӗн тум ҫӗлете-ҫелете параҫҫӗ, кӗлете хупса тӗрӗ тӗрлеттереҫҫӗ, пулас упӑшкине, унӑн тӑванӗсене кӳмелли парнисене ӑрталама пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна чӑтсан-чӑтсан, юлашкинчен, Минсӑлу-пике чӑтаймиех пулса ҫитет. Ҫитменнине, пӗр каҫхине Сахар кӗлет ҫумнех йӑпшӑнса пынӑ та хӗре, Нарспипе Сетнер вӑрмана тарнӑ манерлӗ, килтен тухса тарма ӳкӗтлет. Вӑрмана мар, вун пилӗк ҫухрӑмри Унтакшӑ ялне тармалла, Сахар тӑванӗсем патне, вара унтан пӗр-пӗр
8
хулана тухса шума пулать. Минсӑлупа Сахар Унтакша сӗм ҫӗрле Ҫирӗклӗ ҫырми тӑрӑх тараҫҫӗ. Анчах та вӗсен ӗҫӗ пӗртте ӑнмасть. Ӑслӑ-тӑнлӑ Илтирек ҫамрӑксем ӑҫтарах пулма кирлине тӳрех тавҫӑрса илет, ирхине ирех Унтакшӑ ялне лайӑх ӑйӑр кӳлнӗ тӑрантаспа тустарса ҫитет, хӗрне киле лартса килет те, каллех кӗлете хупать. Халӗ ӗнтӗ Илтирекпе арӑмӗ туйччен хӗрне хӑйсен хушшине вырттарса ҫывӑрттарма шутлаҫҫӗ — урӑх ниҫта та ан тарайтӑр!
Ҫӗнӗ саккун тӑрӑх, влаҫ хушнипе, ҫӗрме пуян хӗрӗпе тӗне кӗмен чухӑн чӑваш ачин ирӗксӗрех ял Советне ҫырӑнма каймалла пулать. Пурте, сывламасӑр тенӗ пек, малалла мӗн пуласса кӗтеҫҫӗ. Ҫырӑнса ал пусас чухне секретарь Минсӑлуран: "Юратсах качча тухатӑн-и Йӑвана?" — тесе ыйтать. Лешӗ: "Эпӗ Сахара юрататӑп, хама качча илес текен ҫынна юратма мар, курассӑм та килмест!" — тесе ярать. Мӗнле капла? Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ирӗксӗр авлантарма е ирӗксӗр качча пама саккун хушмасть. Саккуна хирӗҫ пыма вара никамӑн та, ниепле те юрамасть! Сахар та унтах пуҫне усса тӑнӑ. Хӗр енчисем шикленсе, аптӑраса ӳкеҫҫӗ. Ҫав хушӑра Емкке ҫухалса каймасть, Сахара чӗнсе илет те алӑ пустарать, Минсӑлу та пусать. Савӑнса кайнӑ секретарь пулас мӑшӑр алли айне пичет ҫатлаттарса хурать, хӗрпе каччӑ юратӑвне саккун хӑвачӗпе, вӑл хушнӑ пек, ҫирӗплетет...
... Кӗркурийӗн, ҫамрӑк йӗкӗтӗн, ӑш-чикӗ тулса, тӑвӑнса ҫитет: самани, капла пӑхсан, ҫӗнӗ пек, йӑлисем вара, пурнӑҫӗ — ҫаплах авалхи, ҫаплах тӗттӗм! Хальхинче, ак, Минсӑлупа Сахарӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ, кӑмӑлӗ тулчӗ теме те пулать, анчах та вӗсем пӗрлешни Кӗркурипе Йӑвана вутлӑ ҫулӑма, чӗр мӑшкӑла кӗртсе ӳкерчӗ... Вӗри чӗреллӗ поэт чунлӗ Кӗркури текех тӳссе тӑраймасть, ашри вутне кӑштӑх та пулин лӑплантарма пулми тесе, хутпа кӑранташ ярса тытать... Минсӑлӑва халӗ те чунтанах юратса тӑни юратупа шӑпа ҫинчен юрӑ хывма хистет, хавхалантарать. Хӑй те сисмест Кӗркури, вӑл ҫурхи кӗп-кӗске каҫра содержанийӗпе, илемӗпе тата хӑвачӗпе "Нарспирен" пӗртте кая мар, пурӗ те пилӗк строфаран ҫеҫ тӑракан кӗп-кӗске поэма ҫырса
9
хурать. Ҫакӑ каярахпа чӑваш халӑх юрри, вилӗмсӗр чаплӑ юрӑ пулса каять...
Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче,
эп ҫуралнӑ чӑваш ялӗнче.
Вунсаккӑрта чух юратрӑм хӗре,
ӑстумастӑп хӑш вӑхатрине.
Ҫимӗк хыҫҫӑн кунта, чӑваш ялӗсенче, ҫамрӑксен "ҫурхи уявӗсем" пуҫланаҫҫӗ, малтан вӗсем каҫ-каҫ ҫеҫ пулаҫҫӗ, Питрав ҫывхарса пынӑҫемӗн вара ҫав уявсене ҫамрӑк-кӗрӗмпе пӗрле пур ватти-вӗтти те уявлать, ҫапла майпа ҫамрӑксен ҫак ҫурхи вӑййисем пӗтӗм халӑх уявӗ пулса тӑраҫҫӗ. Поэт шур хут ҫине тепӗр куплетра Минсӑлу сӑнарнӗ, вӑл уявра епле выляса-кулнине ӳкерет.
Мӑнкун иртетчӗ, ҫимӗк ҫитетчӗ,
эп купӑспа ӑрама тухаттӑм.
Сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑвак куҫлӑскер,
астӑвап-ха, епле ташлатчӗ!
Малалла вара "фантази" пуҫланать, малалла: "сарӑ хӗр" — петӗмлетнӗ ӗмӗтри ҫӑнар, мӗншӗн тесен Минсӑлу Кӗркурие нихҫан та, нимле сӑмах та паман:
Аслӑ улӑхра лӑпкӑ ҫил вӗрет
эп сар хӗрпе ҫӳренӗ чухне.
Сӗлӗ хумханса пуҫ кӑларнӑ чух
сӑмах пачӗ "эп — санӑн" тесе.
Минсӑлӑва "ҫухатни" поэт алли айӗнче ҫакӑн пек йӗркесене ҫаврӑнать:
10
Ҫитрӗ кӗркунне, ӳкрӗ шурӑ юр,
ҫитрӗ манӑн ҫунмалли вӑхӑт.
Манӑн сар хӗре ашшӗ килӗнчен
парас терӗҫ пуян ывӑлне.
Авалхи йӑла, тӗттӗм пурӑнӑҫ,
ҫураҫтарчӗҫ хӗре ирӗксӗр:
ҫӗр аллӑ тенкӗ ылтӑн укҫалла,
ҫийӗнчен — виҫ витре эрехпе.
Куплетҫӗн шучӗ малтан, тен, ытларах пулнӑ пулӗ. "Сунтала" ярса панӑ вариант, сӑмахран, ултӑ куплетран тӑрать. Юлашкийӗ ҫакӑн пек:
Юхрӗ май куҫҫуль, вӑрӑм ҫӗрсенче
пӗр сар хӗршӗн ӑша ҫунтарса.
Йывӑр кунсенче, астумастӑп эп,
епле мана комсомол ҫӑлчӗ.
Ыттисемпе танлӑштарсан, ҫак куплет ним латтисӗр, ӑна Кӗркури ҫырнине ӗненме те йывӑр. Ман шутпа, ку "хӳрене", юрра, "Сунталра" пилӗк ҫул вырттарнӑ хыҫҫӑн, "пичетлесе кӑларма май пултар" тесе, редакцирисем "сыпса" хунӑ пулӗ.
Çулсем иртсен Кĕркури Марфа ятлă хĕре качча илет. Ҫапла вара маттур мӑшӑрӑн кӑвӑл-кӑвӑл кӑвакарчӑн пурнӑҫӗ пуҫланать. Кӗркурипе Мархва ҫав тери килӗштерсе, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ. Малтанхи ывӑлӗ Павӑл ҫуралать. Ку вӑхӑтра Кӗркури Саврӑш вулӑсӗнче батраксен комитетӗнче ӗҫленӗ, батраксемпе хуҫасем хушшинчи ӗҫ договорӗсене ҫырса ҫирӗплетекенӗ пулнӑ, ялсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, батрак прависене саккун хушнӑ пек хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Часах вӑтӑрмӗш ҫулсем персе
11
ҫитеҫҫӗ. Колхоз самани пуҫланать. Кӗркури пӗр вӑхӑт хӑйсен "КИМ"
колхозӗнче шут ӗҫӗнче ӗҫлет, вара Заря  поселккине куҫать, унта ҫурт лартать. Ун килӗ хайхи Тӗпсӗр Ҫӑлтан инҫех те мар пулнӑ. Ҫав хушӑра рабфака вӗренме кайма ӑна парти райкоме путевка сӗнет, каяймасть Кӗркури: Мархвапа пӗчӗк Павӑла кам ҫине шанса пӑрахса хӑвармалла? "Килтӗх вӗренкелӗп-ха, — тет вӑл, — ав Шелепи Микулайӗ килте вӗренсех ҫын, поэт пулса тӑнӑ — Хусантата, Шупашкарта та ятлӑ, ун ҫӑлтӑрӗ ман ҫула та ҫутаттӑр!"Ак вӑл Аксура книготорг директорне кӗрет, хӑй юратнӑ ҫутӑлӑх ӗҫне туса пыма пуҫлать, ик алла икӗ ҫыхӑ тытса, вӑл час-часах килӗрен киле те ҫӳрет, эп директор-ха тесе тӑмасть. Чылай ҫул хушши вӑй хурать вӑл ҫак ӗҫре. Ун вӑхӑтӗнче чӑвашла тухса тӑнӑ "Сунтал", "Капкан" журналсене, "Канаш" хаҫата ку тӑрӑхра нумай-нумай килте ҫырӑнса илнӗ. Ҫапла пултӑр тесе Кӗркури ырми-канми тӑрӑшнӑ. Районти "кӗнеке хуҫи" хӑй те кӗнеке ҫырасшӑн пулнӑ, унта, лирикӑллӑ сӑвӑсемсӗр пуҫне, "Трактор" ятлӑ лирикӑллӑ комеди, "Минсӑлу" тата "Силемпи" драмӑсем, темиҫе калав кӗмелле пулнӑ. "Тракторне" Саврӑшпуҫ шкулӗнче 1934 ҫулхи хӗлле ҫамрӑксем питӗ хавхаланса, ӑста выляса параҫҫӗ. Ҫамрӑк тракториста юратакан хӗр рольне Андреева Анна Егоровна вылянӑ. Ытти произведенийӗсене кам та пулин тытса курни паллӑ мар. Гитлер вӑрҫи пуҫлансан, Григорий Гаврилович Калинин малтанхи кунранах тенӗ пек салтак шинелӗ тӑхӑнать, ӑна юлашки хут П.К.Охотников ҫармӑс вӑрманӗнче курса юлать: салтаксем стройпа пынӑ пулнӑ, Кӗркури комиссар форми тӑхӑннӑ. Петӗре палласа илет те стройран чупса тухать. Сывпуллашаҫҫӗ... Урӑх пӗр-пӗрне нихӑҫан та тӗл пулаймаҫҫӗ.Кӗркури вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ, арӑмӗпе ачисене тӑлӑха тӑратса хӑварнӑ. Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа нумай ҫул иртрӗ, Кӗркурирен ҫаплах нимле сас-хура та ҫук. Ҫамрӑклӑх вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн, ҫӗнӗ йӑла-йӗркешӗн тӑнӑ. Синкер самант
12
килсе тухсассӑн — Тӑван ҫӗршыва хаяр тӑшманрӑн хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Маттур, чӑн-чӑн чӑваш пулнӑ Кӗркури пичче, тата ҫулӑмлӑ поэт пулнӑ. Авторĕ вӑрҫӑра вилнӗ, юрри вара вилмен, халӗ те пурӑнать, малашне те, нумай-нумай ҫул пурӑнӗ...
Эпӗ ӑна нихӑҫан та, пӗрре те курман, ҫапах вӑл маншӑн ҫывӑх ҫын, тӑванран та тӑван чун, пӗртте вилмен пек, чӗрӗ пек туйӑнса тӑрать. Ун юррине юрататăп эпĕ те. Ытла та лайӑх юрӑ вӑл ҫав Калинух Кӗркурийӗн "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче" ятлӑ хамӑр тăрăхăн юрри!
Пĕтĕмлетÿ
Паянхи кун та сывă ку юрă, юрлаççĕ ăна. Нумай çĕрте юрлаççĕ. Эстрада юрăçисем те кĕввине, сăмахĕсене улăштарса юрлаççĕ. Пĕлтĕр вара Саврăшпуç çынни, Михаил Максимов, юрра çĕнĕ сĕм пачĕ. Чăваш радиора юрласа пачĕ, унта юрлама оранжировкине çырчĕ.
Эпĕ хамăр шкулта вĕренекен ачасемпе ĕçлекенсенчен ыйтса пĕлтĕм пĕлеççĕ-и вĕсем ку юрра, илтнĕ-и, юрлаççĕ-и тесе. Аслисем пурте тенĕ пек пĕлеççĕ ку юрра, сăмахĕсене пуртех пĕлмесен те çын хыççăн юрлама пултаратпăр терĕç. Ачасенчен ытларах пайĕ илтнĕ, кам çырнине вара пĕлмеççĕ тесен те юрать. Юрлама пĕлекенсем питĕ сахалăн.
Апла пулсан ку юррăн авторĕ, юрă историйĕ çинчен урокра калаçмалла-ха. Паллаштармалла ачасене хамăр историпе, кăсăклантармалла, хавхалантармалла хамăр енчи паллă çынсен пултарулăхĕпе.
13
Литература
Википеди.орг
М.Сениэль. «Юрă çапла çуралнă», «Хыпар» хаçат
«Сувар» хаçат №11 (897), 2011 çул
Чăваш халăх сайчĕ
Хушса пани
1.Юрă тексчĕ
Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче,
Эп ҫуралнӑ чӑваш ялӗнче.
Вунсаккӑрта чух юратрӑм хӗре,
Астумастӑп хӑш вӑхатрине.
Мӑнкун иртетчӗ, ҫимӗк ҫитетчӗ,
Эп купӑспа ӑрама тухаттӑм.
Сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑвак куҫлӑскер,
Астӑвап-ха, епле ташлатчӗ!
Аслӑ улӑхра лӑпкӑ ҫил вӗрет
Эп сар хӗрпе ҫӳренӗ чухне.
Сӗлӗ хумханса пуҫ кӑларнӑ чух
Сӑмах пачӗ "эп — санӑн" тесе.
Ҫитрӗ кӗркунне, ӳкрӗ шурӑ юр,
Çитрӗ манӑн ҫунмалли вӑхӑт.
Манӑн сар хӗре ашшӗ килӗнчен
Парас терӗҫ пуян ывӑлне.
14
Авалхи йӑла, тӗттӗм пурӑнӑҫ,
Çураҫтарчӗҫ хӗре ирӗксӗр:
Çӗр аллӑ тенкӗ ылтӑн укҫалла,
Çийӗнчен — виҫ витре эрехле.
2.Анкета пĕтĕмлетĕвĕ:
Пурĕ ачасем хутшăннă - 30, аслисем - 15
Ыйту Категори Ачасем Аслисем
Юрра Илтнĕ
27 15
Илтмен 3 -
Сăмахĕсене Пĕлетĕп
7 15
Пĕлместĕп 23 2
Юрлама Пултаратăп 3 11
Çук 27 4
Авторне
Пĕлетĕп 2 7
Çук 28 8
15