Тест к уроку Знаменитые люди Чувашии


Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем(тĕрĕслев тестчĕ)
1.Ҫак ҫынсенчен хăшĕ Чăваш Республикинче ҫуралса ӱсмен.
а) К.В.Иванов; б) В.Г.Егоров; ă) П.Н.Осипов ; в) М.И.Денисов.
2. В.Г.Егоров кам пулнă?
а) Паллă чăваш поэчĕ; б) опера юрăҫи; ă) пирвайхи чăваш тĕпчевҫи; в) драмматург. 3. Камсен ячĕсене «ЧР Ĕҫ Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине» ҫырса хунă?
а) К.В. Иванов, В.Г.Егоров; б) М.И.Денисов, К.В.Иванов; ă) П.Н.Осипов, В.Г.Егоров; в) П.Н.Осипов, М.И.Денисов. 4.К.В.Иванов миҫемĕш ҫулта тата ăҫта ҫуралнă?
А) 1900 ҫулта Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнче; ă) 1890 ҫулта Пушкăрт республикинчи Слакпуҫ ялĕнче; б) 1880 ҫулта Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче; в) 1922 ҫулта Шăмăршă районĕнче.
5. М.И.Денисов ăҫта вĕреннĕ?
А) Хусанти медицина институтĕнче; ă) Хусанти духовнăй академире; б) Саратоври консерваторинче; в) Петербургри археологи институтĕнче.6. В.Г.Егоров мĕнле чĕлхесем пĕлнĕ?
А) авалхи грек, славян, латин; б) нимĕҫ, француз, турккă; ă) китай, перс, акăлчан; в) япун, китай, азербайджан.7.К.В.Иванов миҫе ҫул пурăннă?
А) 20; б) 27; ă) 23; в) 25.
8. М.И.Денисов мĕнле оперăсенче тĕп партисене юрланă?
А) Борис Годунов; б) Шывармань; ă) Евгений Онегин; в) Садко.9. 1948 ҫулта кама ЧР здравохранени министрне лартаҫҫĕ?
А) К.В.Иванова; б) П.Н.Осипова; ă) В.Г.Егорова; в) М.И.Денисова.10. К.В.Иванов мĕнле паллă произведени ҫырнă?
А) Айтар; б) Кушар; ă) Нарспи; в) Элкей таврашĕ.11.В. Г.Егоров мĕнле аслă шкулсенче вĕреннĕ?
А) Хусанти духовнăй академире, Чăваш ял хуҫалăх академийĕнче; ă) Петербургри археологи институтĕнче, Саратоври консерваторинче; б) Хусанти духовнăй академире, Петербургри археологи институтĕнче; в) Хусанти медицина институтĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче.12. П.Н.Осипов кам-кам пулнă?
А) учитель, врач, писатель; б) врач, писатель, драматург; ă) поэт, травматолог, режиссер; в) тĕпчевҫĕ, поэт, врач.13. М.И.Денисов миҫемĕш ҫулта вилнĕ?
А) 1962 ҫулта; б) 1967 ҫулта; ă) 1972 ҫулта; в) 1998 ҫулта.14.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче кам вĕреннĕ?
А) К.В.Иванов; б) В.Г.Егоров; ă) П.Н.Осипов; в) М.И.Денисов.15. Ҫак ҫынсенчен хăшĕ тĕрлĕ енлĕ (разносторонний) пултаруллă ҫын пулнă?
А) К.В.Иванов; б) В.Г.Егоров; ă) П.Н.Осипов; в) М.И.Денисов.тĕрлĕ енлĕ – разносторонний(-ая,-ее).