Анне — пурнac илемe


Анне- пурнăç илемĕ
(Аннесен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв сценарийĕ)
 
Тĕллевĕсем:
1. Çемьере  чи хаклă çынсене – аннесене, асаннесене, кукамайсене  хаклама, вĕсене хисеплеме, упрама, юратма  вĕрентесси;
2.  Амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ăшшăн калаçас, сапăр пулас хăнăхусене аталантарасси;
3. Вĕренекенсен çыхăнуллă пуплевне, литература чĕлхине, тавракурăмне, шухăшлавне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран; ачасем хăйсен çемйине халалласа кăларнă стена хаçачĕсем тата хайлавĕсем, ÿкерчĕксен выставки, чечексем.
Уяв  юхăмĕ:
Учитель: Ырă кун пултăр пурне те. Паян çак уява пуçтарăннă ятпа пурне те саламлатăп. Анчах мĕнле уяв-ши паян? Сăвă итлетпĕр, тупсăмне тупатпăр.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн.
Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире,
Çапла, лăш курмасăр,
Пăхса ÿстерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл - пирĕн телей-çке,
Вăл пирĕн АННЕ!
Учитель: Тĕрĕс, ачасем. Аннесен кунне РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1998 çулхи кǎрлач уйǎхĕн 30-мĕшĕнче çирĕплетнĕ тǎрǎх чÿк уйǎхĕн юлашки вырсарни кунĕнче ирттереççĕ. Кашни çыншǎн çĕр çинче чи хакли – анне. Аннесĕр пурнǎç кичем, çутǎ мар. Çавǎнпа та атте-аннене, çывǎх тǎвансене хисеплесе пурǎнасчĕ, вǎхǎтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихǎçан та кÿрентерес марччĕ.
(1-мĕш слайд )1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, аннесем, асаннесем, ачасем! Чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсене хаклă çыннăмăрсене – аннесене парнелетпĕр.
2-мĕш ертсе пыракан: Пурне те сывлăх сунатпăр! Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр!
1-мĕш ертсе пыракан: Анне! Кашниншĕн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл - чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттурри тĕнчере!
2-мĕш ертсе пыракан: Анне! Çак кĕске сăмахра ыра та лайăх туйăм пытанса тарать! Чи чаплă художниксем хăйсен картинисене аннесене халалланă.
1-мĕш ертсе пыракан: Анне – пурнăç пуçамăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçĕсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пурпĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Анне пире илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парать, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе ÿстерет! Темиçе вунă çул итрсен те анне сăнарĕ нихăçан манăçмасть, çепĕç сасси те яланах асра!
2-мĕш ертсе пыракан: Мĕнле тав тумалла-ха пирĕн аннесене? Миçе çĕр куç хупмасăр пирĕншĕн кулянман-ши анне? Пĕчĕк чух та, ÿссе килтен тухса кайсан та анне пирĕн пурнăçпах пурăнать, пирĕншĕн тунсăхлать. Пире вăл ыррине çеç сунать.
(Ачасем сăвăсем вулаççĕ)
1-мĕш ача:
Савăнса кĕтсе илетпĕрАннесен уяв кунне
Йышăнса илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне?
2-мĕш ача:
Анне! Çак ят чи çывăх
Чи чаплă çĕр çинче
Пурăнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
3-мĕш ача:
Анне! Санпа эп мухтанатăп!
Пăхатăн ăшшăн, кăмăлтан.
Ачашласа чуппа тăватăн,
Мана эс вăй-хăват паратăн!
4-мĕш ача:
Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс пире çуратан, ÿстерен,
Ăшăтатăн чуна-чĕрене,
Çук санран çывăх çын тĕнчере!
5-мĕш ача:
Ма паян йăл кулать сар хĕвел?
Ма паян пит хаваслă тĕпел?
Анне, паян санăн уяв
Çавăнпа савăнатпăр чунтан!
6-мĕш ача:
Ылтăн тетпер ĕçчен аллуна,
Кĕмĕл тетпĕр ян-ян сассуна,
Çумăнта- мăшăру, ачусем,
Юнашар ытарми тăвансем.
7-мĕш ача:
Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,
Эс пуринчен те хитререх!
Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм,
Тата та пул чипертерех?
8- мĕш ача:
Кам ирттернĕ маншăн куç хупмасăрÇил-тăманлă вăрăм каçсене?
Эсĕ мар-и чăтнă çывăрмасăрТалăкшарăн, хаклă çын – анне?
 9- мĕш ача:
Инçете пурнăç çулĕ чупсан,
Шурă çÿç тăнлава хупласан,
Ан хурланччĕ, анне, чĕререн
Ачусем аякка вĕçнĕрен.
 10- мĕш ача:
Çунат хушнă ĕлккен кайăкла
Таврăнатпăр тăван кил-çурта,
Çук санран çывăх çын тĕнчере,
Пурнăç панă юратнă анне!
(Ачасем «Анне эсĕ ир тăран» юрă юрлаççĕ.)
1-мĕш ертсе пыракан: Ĕмĕрсем халăх хĕрарăма мухтаса, ăна хакласа питĕ нумай ăслă сăмах каланă. Чăвашсен те сахал мар ун йышшисем: „Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать”, „Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре”.
2-мĕш ерт.пыракан: Шупашкар варринче, Аслă Атăл кури хĕрринче „Управçă анне” палăк мăнаçлăн ÿссе çĕкленчĕ. Ăна халăхăмăр ниме йĕркипе укçа пухса кĕске вăхăтра туса лартрĕ. Çак монумент – пирĕн йăхташăмăрсем хăйсене çуратса пăхса ÿстернĕ çынна вĕçĕ-хĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăнниние çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.
(2-мĕш слайд)

Учитель: Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă та аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртать. „Анне – пурнăçра чи чыслă та пархатарлă тема. Тĕнчипех вăл çавнашкал. Апла пулин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать”. Питех те тĕрĕс те вырăнлă калать Геннадий Никандрович. Анне – чăвашшăн çутă та янăравлă ă ят. Çĕр-çĕр çул çапла пулнă вăл, халĕ те çаплах, ÿлĕм те çаплах пулĕ.
(3-мĕш слайд)
Учитель: Аннесем чи хакли, чи хитри, чи сăвапли тетпĕр. Эсир аннесене юратса, хисеплесе мĕнле çепĕç сăмахсем калама пултаратăр-ха, ачасем?

«Çепĕç сăмахсем» вăйă. ( Шурă хутран ăсталанă чечек çеçкисем çине çепĕç сăмахсем çырса Салтак тÿми чечек тăваççĕ.)
Нелли Петровская çырнǎ монолога пǎхмасǎр вуласси.
Анне! Эсĕ çĕр çинче пурнǎç çуратакан! Эсĕ çĕр пек тĕлĕнтермĕш! Ху çуратнǎ этеме аллу çине илетĕн те ун çине савǎнǎçпа тĕлĕнсе пǎхатǎн. Вара ху сисмесĕрех сан ик аллуна хальччен пулайман вǎй-хал пуçтарǎнма тытǎнать. Ачуна тǎрантарма сан ÿт-пĕвÿ тǎрǎх асамлǎ, ачуна вǎй-хал паракан сĕткен пуçтарǎнать. Сан куçу тĕнче илемне, ун вǎй-хǎвачĕпе синкерĕсене тарǎнрах куракан пулать. Ачуна чун панǎ чĕрÿ анлǎланать. Унта амǎшĕн ачашлǎхĕ, ыратǎвĕпе юратǎвĕ кĕрсе вырнаçаççĕ. Вара сан чĕрÿ ĕмĕрлĕхех çĕнелсе, аслǎланса юлать.
Тĕлĕнтермĕш Анне! Эс хǎвна валли телей çурататǎн! Халь сан ĕмĕтÿсен вĕçĕ-хĕрри те çук. Ху çуратнǎ этемпе сан пĕтĕм пурнǎçу тулса ларчĕ. Вǎл халь санра чĕрĕ çǎл куç пек тапать.
Эс ĕмĕр тǎршшĕпех ачун телейĕпе хĕпĕртесе пурǎнǎн! Ачуна телей парассишĕн пĕрмаях çунǎн. Санǎн аллу кану мĕн иккенне манĕ. Хǎвǎн пурнǎçна ху çуратнǎ ачун пурнǎçĕ витĕр çеç курǎн. Вǎл йǎнǎш тусан ǎна ятласса та юрату витĕр айǎплǎн. Ху телейне ачун куçĕ витĕр курǎн. Сан чуну лǎпкǎлǎх мĕн иккенне ǎнланми пулĕ. Санри иксĕлми вǎй-хǎват ачун кǎкǎрне куçса пырĕ.
Апла пулин те санри чи асамлǎ вǎй, анне туйǎмĕ, ĕмĕрлĕхех чуна пĕçертсе юлĕ. Çак вǎй-хǎватпа ачашлǎха çулсем иртни те чакараймĕ. Çакǎншǎн ĕнтĕ эсĕ çĕр çинче чи вǎйли шутланатǎн.
Çĕр пек хǎватлǎ Анне! Мĕн чухлĕ чǎтǎмлǎх санра!
Учитель: Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир аннесем ĕçрен ывăнса килсен вĕсене кăштах та пулин пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май килнĕ таран пулăшмалла. Мĕн туса пулăшатпăр-ха эпир аннесене?
(Ачасем амăшĕсене мĕнле ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа параççĕ)
Учитель:
Аннесен уявĕнче пирĕн пурин те аннесене, асаннесене, кукамайсене саламлама манмалла мар.
«Мĕн парнелес-ши аннене?» сценка.
Çеруш: Ах инкек! Шутлатăп-шутлатăп, нимĕн те шутласа тупаймастăп!
Унтри: Мĕн пирки шутлатăн вара эс, Çеруш?
Çеруш: Аннене уяв ячĕпе мĕн парнелем-ши?
Унтри: Картина ÿкерсе пар
Çеруш: Ÿкертĕм те…Лайăхах пулмарĕ çав(Ÿкерчĕкне кăтартать)
Унтри: Мĕн эс, Çеруш, питĕ лайăх картина-çке! Эпĕ зоопаркра çакăн евĕр крокодил
курнăччĕ, каснă-лартнă çавах!
Çеруш: Эсĕ те çавнах калатăн. Никам та тавçăрса илеймест. Пĕри слон тет, тепри крокодил. Пĕлес тетĕн пулсан хама ÿкернĕччĕ кунта.(Çурса тăкать)
Унтри: Енчен картина ÿкерме пĕлместĕн пулсан, юрă вĕрен те юрласа пар.
Çеруш: Çук, пулмасть. Акă кĕнекере сăмахĕсем те, ноти те пур. Сăмахĕсене вĕрентĕм, нотине пачах ăнланмастăп.
Унтри: Мĕн тумалла-ши? Санăн аннÿ ытларах мĕн юратать?
Çеруш: Мороженăй! Çук çав, ăна эпĕ хам юрататăп!
Унтри: Çеруш, эсĕ аннÿне лайăх ĕçсемпе савăнтар çак кун. Вара чăн-чăн парне пулĕ
санран.
Çеруш: Чăнах та, мĕнле кун çинчен аса илмен эпĕ! Тавтапуç сана, Унтри! Эпĕ халех ĕçе пикенетĕп.
Учитель: - Чăннипех те, ачасем, ырă ĕçсем туни, шкулта аван вĕренни, аслисене итлени, пулăшни – çаксем пурте аннесемшĕн чи лайăх парне пулĕç. Анне-пуриншĕн те хаклă çын. Ун çинчен сахал мар юрă кĕвĕленĕ, сăвăсем çырнă. Паян пирĕн ачасем те хăйсем çырнă сăвăсемпе, сочиненисемпе паллаштараççĕ.
(Вĕренекенсем хăйсем çырнă калавсене, сăвăсене вулаççĕ.)
Учитель: Айтăр-ха, ачасем, аннесене халалласа пурте пĕрле хаçат кăларатпăр. Кам сăвă çырать, кам юрă сăмахĕсене çырма пултарать, кам ÿкерчĕк ÿкерет, кам ваттисен сăмахĕсене сырать.
( Хаçат кăлараççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, стикерсем пулмалла)
Учитель: Ачасем, мĕнле шутлатăр, анне пулма çăмăл-ши?
«Виçĕ амăш» сценка лартаççĕ.
Учитель: Çапла, ачасем, анне пулма пачах та çăмăл мар. Кирек хăçан та вăл хăйĕн ачисемшĕн тăрăшать, вĕсем çинчен шутлать. Айтăр-ха, ачасем, анне çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлетпĕр.
Вăйă: ваттисен сăмахĕн иккĕмĕш пайне тупăр. (4-мĕш слайд)
Аннерен вĕреннĕ чĕлхене... ................манма çук.
Анне кăмăлĕ...................... ................. хĕвелрен ăшăрах.
Анне ................................ ................ кил ăшши.
Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх,................. .... амăшсĕр ача – хăр тăлăх.
Атте-анне халалĕ............................... ..... пин сумлă.
Анне хĕвелтен................................... ..... малта.

1-мĕш ертсе пыракан: Анне чĕри хĕвел пек ăшă, тинĕс пек тарăн. Кирек хăçан та анне пире ăнланать, кирлĕ канаш парса йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Анне яланах пирĕншĕн чи çутă тивлет!
2-мĕш ертсе пыракан: «Анне»- çĕр çинчи чи çепĕç сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан « анне» тет. Çĕр çинчи пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри- чи хакли, чи ырри, анне алли- чи çепĕççи!
1 ача:
Эх, аннеçĕм, пĕртен –пĕр анне,
Эс пире çуратан, ÿстерен,
Ăшăтатăн чуна –чĕрене,-
Çук санран çывăх çын тĕнчере!
2 ача:
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн.
Лăпканăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн!
3 ача:
Тавах, аннем, çуратнăшан
Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн.
Ятланăшăн, юратнăшăн,
Шапчăк юрри пилленĕшĕн!
4 ача:
Тавах, аннем, çуратнăшăн
Салху чухне хĕрхеннĕшĕн.
Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,
Чечексене пилленĕшĕн!
5 ача:
Эх, аннеçĕм, юратнă анне,
Эс тухмастăн асран ĕмĕрне.
Эс çуратнă мана, ÿстернĕ,
Эпĕ лайăх пулсан хĕпĕртенĕ.
6 ача:
Кам пире ăс-тăн парать
Ачашлать е хăтарать.
Вăл –анне, манми анне,
Тавтапуç, сана, анне!
( „ Ах, аннеçĕм, анне“ юрă.)
Учитель: Кам-ши вăл анне? Пĕтĕмлетÿ туса синквейн çыратпăр. (5-мĕш слайд)
Анне
Ырă, ĕçчен
Тăрăшать, лăпкать, юратать
Анне пире ырă çын тăвасшăн çунать
ТИВЛЕТ
Учитель: Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри- пуянлăх. Çак пуянлаха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ!
( Çуртапа ĕçлени).