ЧAВАШ ЧEЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА УРОКEСЕНЧЕ ЭТНОПЕДАГОГИКА ТEСЛEХEСЕМПЕ УСA КУРАССИ Мeнре-ши кил илемe? Практика занятийe


Мĕнре-ши кил илемĕ?
Тĕллевĕсем:
тăван киле юратма, хаклама вĕрентесси, çыравçăсен шухăш-ĕмĕтне чун-чĕре патне çитересси;
кил çыннăн чи хаклă вырăнĕ пулнине палăртасси;
тăван киле маннă çын тымарсăр йывăç пулнине ăнланма хистесси.
Урок эпиграфĕ: «Тăван килтен хакли нимĕн те çук». (Ват. сăмахĕ).
Практика занятийĕн юхăмĕ:
А.Васильевăн «Тăван ял» ятлă юрри янрать, экран çинче, сĕтел çинче –текстсем.
-Ырă кун пултăр, юлташсем! Сире паянхи тĕлпулу ячĕпе пурне те ăшшăн саламлатăп! Практика пайĕнче пурте пĕрле тухăçлă ĕçлессе шанса ăнăçусем сунатăп.
1. Текстпа паллашниХалĕ пурне те умра выртакан е экран çинчи текстсемпе паллашма ыйтатăп.
(Текста черетпе вулаттарсан та аван).
Н. Симунов «Тăван кил»
Тăван кил! Пĕр тухми, уйрăлми пурăннă чухне çеç шухăшламастпăр сан çинчен: çемçе вырăн çинче те, тутлă апат сĕтелĕ хушшинче те, алăк уçса кĕрсе тухнă чухне те асăнмастпăр сана. Пирĕншĕн пулсан килте пур-çукки çапларах, хамăрпа пĕрлех çуралнăн, тăванла çывăх пулмалла пек туйăнать. Мачча кашти çумне çапса кĕртнĕ сÿре шăлĕнчен çакнă çăка сăпкана та аса илместпĕр кайран, кăмака хыçĕнчи шăрчăк та тунсăхлаттармасть пире. Ăçта та пулсан вăрах вăхăта кайсан тин чĕриклетсе уçăлса хупăнакан хапха алăкне те пулин аса илетпĕр. Çав шăла ыраттаракан алăк сасси пур пек музыкăран та илемлĕрех пек туйăнать вара. Мăрьере юрлакан çил ачи те эстрада çинчи чаплă юрăçран çывăхрах пек, чÿрече умĕнчи улмуççи пăшăлтатса темле вăрттăнлăха уçса парать пек...
Тăван кил ăшши! Сан пек чуна витерсе ачашлакан ăшă хум тĕнчере тата мĕн пур-ши? Çав ăшăпа сарăлса çунат сармастпăр-и эпир, тин çеç çуралнă чĕпĕсем? Çав ăшă аннен кăкăр сĕчĕпе хутшăнса пире ăс-тăнпа вăй-хăват кĕртет мар-и?  
Çак çутă пулмасан эпир суккăр, чăлах, чапрас. Эпир хамăрăн пурнăçри Утса-чупса, тĕреклĕ çÿренĕ чухне епле манса кайăн-ха çавна? Кирек мĕн тесен те, эпир аса илмесен те виличченех упранать пирте тăван кил ăшши, вăй-хăват парса пулăшсах тăрать!
Тăван кил çути! Çав çутта пирĕн чун-чĕрере никам та çÿнтерме пултараймасть! Ăçта пулсан та маяк пек çунса йыхăрать вăл пире хăй патне. Вăл пирĕн сăн-пите çурхи хĕвел пулса тулли кулăпа çутатать. Çак вырăна тăван кил çутнă çутăпа шыраса тупатпăр. Унпа çеç пурнăç кĕнекине вулама хал çитеретпĕр, вĕренетпĕр, кĕрешетпĕр, йывăрлăхсене çĕнтеретпĕр. Ĕмĕр-ĕмĕр çунтăрччĕ çĕр çинче тăван кил çути! Вăл çунассипе сÿнесси пĕтĕмпех хамăртан килет мар-и? Упрасчĕ çав çутта, сÿнме парас марччĕ.
2. Текстпа ĕçлени.
Çак текст сирте мĕнле туйăмсем çуратрĕ? Мĕнле ассоциацисем тухса тăраççĕ куç умне?
ДЖОТ-ТОТС. Кашнин умĕнче 4 карточка, çав карточкăсем çине пурте текстпа килĕшсе тăракан ăнлав е сăмах çырмалла ыттисене те паллаштармалла пĕр пек ан пултăр тесе.
Кашни сĕтел çинче сăмах çырнă16 карточка пулчĕ.
ТИК-ТЭК-ТОУ.
-Ушкăнри 1 çынни карточкăсене пăтраштарать. Вара 3х3 формат туса 9 карточка майлаштарать.
-Халь каллех кашнин 3 предложени тумалла, çак форматри йĕрсем тăрăх: горизонтальпе, вертикальпе, диагональпе.
Континиус Раунд Робин.
-Халĕ, юлташсем, хăвăрăн предложенисемпе пурне те паллаштарăр. 1-мĕш номертен пуçлатпăр. Чи лайăх предложенисем суйлатпăр.
- Атьăр-ха ытти ушкăнсене те чи илемлĕ 3 предложенипе паллаштарар. 1 ушкăнри 3 участник вуласа парать. Халĕ 2 ушкăнри 2 участника - сăмах.
Кластер.
- Пирĕн текстсенче тăван кил тени тĕп вырăнта. Сирĕн шутпа тăван кил мĕншĕн хаклă? Мĕнпе илемлĕ?
Атьăр-ха кластер тăвар кашни хăй ушкăнĕпе.
Кашни ушкăн хăй кластерĕпе паллаштарать.
3.Текст темипе тĕп шухăшне палăртассиТема: тăван кил – пуриншĕн те паха, виличченех упранать пирте тăван кил ăшши, вăй-хăват парса пулăшсах тăрать.
Тĕп шухăшĕ: Ĕмĕр-ĕмĕр çунтăрччĕ çĕр çинче тăван кил çути! Упрасчĕ çав çутта, сÿнме парас марччĕ.
4. Кану саманчĕ  Ваттисен сăмахěсене вĕçлесси. (Учитель ваттисен сăмахĕн пуçламăшне вулать, ачасен вĕçне каламалла)Килти çÿп-çапа урама кăлармаççě.Кил пуçě мěнле – кил-йыш та çапла.Тăван киле вěлтрен ан пустăр. Килěшÿ – кил илемě.Килěшÿлěх çухатнă çемьере йěрки те, ăшши те çук. Тăван кил ăшши – чěрем тулли ырри. 
 Кирек ăçта кайсан та тăван киле манма хушмаççĕ.
Кил вăйĕ виçесĕр пысăк.
Кил йышне кура – килен-каян.Кил-йышра пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурăннине нимĕн те çитмест.Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, тату пурăннине мĕн çитĕ.Пĕр килте пĕр укçа-тенкĕ енчĕкĕ пултăр .Кил-çутра кашăк-тирĕк шанкартатмасăр пулмасть.Упăшкипе арăмĕн пĕр сак çинче лармалла.Килĕшÿ кил илемĕ.Килĕшÿллĕ çемьере тăнăçлăх пурах.
5.А.Мышкина çырнă «Тăван килĕм» текстпа паллашасси
Тăван килĕм! Атте килĕ. Ытла тăлаххăн ларатăн эсĕ. Нумаях пулмасть-çке çакăнта, пĕр темиçе çул каялла кăна, пурнăç вĕресе тăратчĕ. Пÿртре ăча-пăча хĕвĕшетчĕ, витере - выльăх-чĕрлĕх. Халĕ вара кунта тупăкри пек шăплăх. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн. Тахçан тăвăр пулнă пÿрт те пуш-пушах. Ун ăш-чикĕ ерипен асаплпнса вилекен ватă евĕр мĕскĕннĕн курăнать. Нÿрĕпе кăвакара пуçланă стенасем пÿртри сывлăша йывăрлатаççĕ. Сывлăш пÿлĕнет.
- Пурăнман кил-çурт сирте мĕнле туйăм çуратать? (пушă, салху, илемсĕр, тăлăх, сивĕ, шăплăх, пурнăç чарăнса ларнă, мĕскĕннĕн курăнать, сывлăш пÿлĕнет.)
6.Пĕтĕмлетÿ
- Тăван килте пурнăç ан сÿнтĕр тесен мĕн тумалла?
- Кил ăшши ан пĕттĕр тесен вара?
Çакна упраса хăварма пире çамрăксене те, ватти-вěттине те, хěрарăмпа ар çынна та пěр япала çеç пулăшма пултарать – пěрне-пěри ăнланни, çемьери татулăх, тирпейлěх. Упăшки арăмне, арăмě упăшкине, ывăлěпе хěрě ашшě-амăшне итлетěр, вěсем пěр-пěрне хисеплесе пурăнсан мěнле аван пулěччě пурнăç…
Константин Ефремовăн «Ялти киле ан хупăр» ятлă юррине итлеме сĕнетĕп.
Эсир вара «Кил илемĕ» сăмахăн малтанхи сас паллисемпе пуçланакан каларăшсене аса илетĕр. Кам маларах?
7. Килти ĕç.
«Мĕнре-ши кил илемĕ?» ăслав çырса килмелле.
Н. Симунов «Тăван кил»
Тăван кил! Пĕр тухми, уйрăлми пурăннă чухне çеç шухăшламастпăр сан çинчен: çемçе вырăн çинче те, тутлă апат сĕтелĕ хушшинче те, алăк уçса кĕрсе тухнă чухне те асăнмастпăр сана. Пирĕншĕн пулсан килте пур-çукки çапларах, хамăрпа пĕрлех çуралнăн, тăванла çывăх пулмалла пек туйăнать. Мачча кашти çумне çапса кĕртнĕ сÿре шăлĕнчен çакнă çăка сăпкана та аса илместпĕр кайран, кăмака хыçĕнчи шăрчăк та тунсăхлаттармасть пире. Ăçта та пулсан вăрах вăхăта кайсан тин чĕриклетсе уçăлса хупăнакан хапха алăкне те пулин аса илетпĕр. Çав шăла ыраттаракан алăк сасси пур пек музыкăран та илемлĕрех пек туйăнать вара. Мăрьере юрлакан çил ачи те эстрада çинчи чаплă юрăçран çывăхрах пек, чÿрече умĕнчи улмуççи пăшăлтатса темле вăрттăнлăха уçса парать пек...
Тăван кил ăшши! Сан пек чуна витерсе ачашлакан ăшă хум тĕнчере тата мĕн пур-ши? Çав ăшăпа сарăлса çунат сармастпăр-и эпир, тин çеç çуралнă чĕпĕсем? Çав ăшă аннен кăкăр сĕчĕпе хутшăнса пире ăс-тăнпа вăй-хăват кĕртет мар-и?  Утса-чупса, тĕреклĕ çÿренĕ чухне епле манса кайăн-ха çавна? Кирек мĕн тесен те, эпир аса илмесен те виличченех упранать пирте тăван кил ăшши, вăй-хăват парса пулăшсах тăрать!
Тăван кил çути! Çав çутта пирĕн чун-чĕрере никам та çÿнтерме пултараймасть! Ăçта пулсан та маяк пек çунса йыхăрать вăл пире хăй патне. Вăл пирĕн сăн-пите çурхи хĕвел пулса тулли кулăпа çутатать. Çак çутă пулмасан эпир суккăр, чăлах, чапрас. Эпир хамăрăн пурнăçри вырăна тăван кил çутнă çутăпа шыраса тупатпăр. Унпа çеç пурнăç кĕнекине вулама хал çитеретпĕр, вĕренетпĕр, кĕрешетпĕр, йывăрлăхсене çĕнтеретпĕр. Ĕмĕр-ĕмĕр çунтăрччĕ çĕр çинче тăван кил çути! Вăл çунассипе сÿнесси пĕтĕмпех хамăртан килет мар-и? Упрасчĕ çав çутта, сÿнме парас марччĕ.
А.Мышкина «Тăван килĕм»
Тăван килĕм! Атте килĕ. Ытла тăлаххăн ларатăн эсĕ. Нумаях пулмасть-çке çакăнта, пĕр темиçе çул каялла кăна, пурнăç вĕресе тăратчĕ. Пÿртре ăча-пăча хĕвĕшетчĕ, витере - выльăх-чĕрлĕх. Халĕ вара кунта тупăкри пек шăплăх. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн. Тахçан тăвăр пулнă пÿрт те пуш-пушах. Ун ăш-чикĕ ерипен асаплпнса вилекен ватă евĕр мĕскĕннĕн курăнать. Нÿрĕпе кăвакара пуçланă стенасем пÿртри сывлăша йывăрлатаççĕ. Сывлăш пÿлĕнет.
Каларăшсем тупăрК-
И-
Л-
И-
Л-
Е-
М-
Ĕ-
Тутарстан республикинчи Аксу районне кĕрекен«Кивĕ Саврăшри тĕп шкул» МБВУ
ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА УРОКĔСЕНЧЕ ЭТНОПЕДАГОГИКА ТĔСЛĔХĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ
Мĕнре-ши кил илемĕ?Практика занятийĕЧăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен Захарова В.В. РМП
августри конференцийĕнче ирттернĕ занятийăн конспекчĕ17.08.2015