Рабочая программа по чувашскому языку к учебному пособию Игнатьева В.И.


ĂНЛАНТАРСА ПАНИ
(Пояснительная записка)
Пуҫламӑш класра вӗренмелли чӑваш чӗлхи курсӑн ӗҫ программине «Чăваш Республикинчи чěлхесем çинчен» законěпе: Чăваш чěлхипе пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулсем валли патшалăх стандарчěпе, шкул Уставěпе: пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳлӗхӗн тӗп вӗренӳ программипе (В. И. Игнатьева, Н.Н.Чернова, З.С.Антонова. Вырăс шкулĕнчи пуçламăш (I-IV) класӗсен программи) килӗшÿллӗ хатӗрленӗ.
Ку ěç программине республикăри шкул ěçне патшалăх шайěнче йěркелессипе çыхăннă документсене тěпе хурса çырнă. Вěсенчен çаксене асăнмалла:
«Пуçламăш тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен федераллă патшалăх вĕренÿ стандартне çирĕплетни тата ĕçлеме пуçлани çинчен» (Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх Министерствин хушăвĕ. 06.11.2009 ç., 373-мĕш номер)(26.11.2010, 22.09.2011, 18.12.2012 ҫӗнетсе, улӑштарнӑ);
«Чăваш чěлхипе пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулсем валли патшалăх стандарчě» (Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин Министерствин хушӑвӗ 30.12.2006 : ҫ; 906-мěш номерě);
Шкулăн вĕренÿ планĕ.
Предметӑн вӗренӳ планӗнчи вырӑнӗ
Ку программӑра эрнере 2 сехет уйӑрнӑ. Пуҫламӑш классенче 68 сехет палӑртнӑ. Программӑра ҫак сехетсене пуплеве пур енлӗн аталантармалли тапхӑрсем валли уйӑрнӑ?
Вӗренӳ планӗ тӑрӑх вырăс шкулӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентме 1-мӗш класра уйӑрнӑ сехетсем:
ҫулталӑкра _ 99 сехет
Эрнере _ 3 сехет;
2-4-м.ш классенче уйӑрнӑ сехетсем:
ҫулталӑкра _ 70сехет
Эрнере _ 2 сехетě
Предметӑн тӗп тӗллевӗпе задачисем
Ӗҫ программине ҫӗнӗ стандартсене пӑхӑнса ҫырнӑ. Программӑн тӗп тӗллевӗ пӗрремӗш класра малаллахи тапхӑрсенче чӑваш чӗлхине вӗренме никӗс хывасси, вӗренме вӗрентесси, вулама-ҫырма вӗрентесси;
Тӑван мар чӗлхе вӗрентесси ҫакӑн пек задачӑсенчен йӗркеленет:
сӑмахпа каланине итлеме: пуплеври сасӑсене итлеме-уйӑрма хӑнӑхтарасси;
калаҫма-пуплеме: вӑл шутра сасӑне тӗрӗс калама хӑнӑхтарасси;
вуласси;
ҫырма вӗренесси;
усă куракан сăмахсен йышне ӳстересси;
Вӗренӳ предмечӗн пӗтӗмӗшле характеристики
Хулари шкулсенче чӑваш чӗлхине I_IX классенче предмет пек вӗрентеҫҫӗ. Чӑвашла вӗрентмелле тунин тӗллевӗ ҫынсене ирӗксӗрлесси мар: пулӑшасси.
Чăваш чěлхине вырăс шкулěсен программипе вěренекенсем пěрешкел мар пěрисем чăвашла пачах та пěлмеҫҫě (вěсем хушшинче чăваш ачисем те ҫук мар); теприсем пěчěкрен ашшě-амăшě чăвашла калаҫнине илтсе ӳснě те: хăйсем те самаях ăнланаҫҫě: анчах та хӑнӑху ҫуккине пула калаҫма тытăнарах тăраҫҫě, виҫҫěмěшсем калаҫма та пултараҫҫě: вулама-ҫырма кăна пěлмеҫҫě – кун пеккисем ытларах район центрěсенчи шкулсенче вěренеҫҫě. Паллах: кунашкал хутӑш контингентра пурне те пěрешкел методикӑпа: пěрешкел программӑпа вěрентме май килмест.
Ку программӑна Раҫҫей Федерацийěн вěрентӳ министерстви ҫирěплетнě вěренӳ планне тěпе хурса йěркеленě. Пуҫламӑш сыпӑкра (I_IV классенче): тěпрен илсен: тӑван мар чěлхе пек вěрентме пӑхнӑ: аслӑраххисенче вара вěренекенсем хушшинче чӑвашла пěлекеннисем пуррине те шута илме тӑрӑшнӑ
Хулари шкулсенче чăваш чěлхине вěрентесси ҫакнашкал ěҫенчен йěркеленет.
Калаăма вӗрентесси
Чăваш чěлхине хутшăну хатěрě тăвас тěллевпе вěрентетпěр пулсан – вырăсла калаҫакан ачасен калаҫу хăнăхăвне аталантарса-ҫирěплетсе пырасси пуҫламăш классенче тěп вырăнта тăмалла, мěншěн тесен кěҫěн ҫулхи ачасем ытти ҫынсемпе кулленхи пурнăҫра ытларах калаҫса хутшăнаҫҫě. Апла пулсан урокри ытти ěҫсем: тăнласси, вуласси, ҫырасси, чěлхе материалěпе паллаштарасси, унпа пуплеве йěркеленě чух усă курма вěрентесси – пěтěмпех калаҫма вěрентессине пăхăнса пымалла. Ҫак ěҫěн тухăҫлăхě пуплев саманчěсем (ситуацийěсем) йěркеленипе ӳсет.
Чăвашла ирěклě калаҫас тесен ачан вěреннě сăмахсене, сăмах майлашăвěсене хăвăрт аса илме, вěсене пěр-пěринпе тěрěс ҫыхăнтарса предложенисем йěркелеме, предложенисене кирлě интонаципе тата хăвăртлăхпа калама пěлмелле. Ҫакă – калаҫма вěрентесси чěлхе материалěпе паллаштарассипе тачă ҫыхăннине, чěлхе материалне пěлни калаҫăвăн лингвистика никěсě пулнине ҫирěплетсе парать. Чăнах та ěнтě, чěлхери сасăсене тěрěс калама пěлмесěр, пěлекен сăмахсен, сăмах майлашăвěсен йышě чылай ӳсмесěр, вěсене пěр-пěринпе ҫыхăнтармалли мелсене (аффикссене, хыҫ сăмахсене ) пěлмесěр ача калаҫу йěркелеме пултараймасть. Ҫакна шута илсе программăра ансат пуплеве йěркелеме кирлě чěлхе материалне калаҫу темисемпе шайлашуллăн парса пынă.
Программăра палăртнă темăсемпе ачасен диалог формипе те, монолог формипе те калаҫма пěлмелле. Монолог вулани, курни-илтни ҫинчен каласа панă пек, пěр-пěр япалана, ěҫе е пулăма сăнланă пек пулмалла. Монолог йěркелеме вěрентесси ачасене икě е ытларах предложение пěр-пěринпе ҫыхăнтарма вěрентессипе, шухăша ҫыхăнуллă текст шайěнче уҫса пама хăнăхтарассипе ҫыхăннă. Малтанхи тапхăрта ҫакă, паллах, калав шайěнче ҫеҫ пулса пырать, каярах вара калава сăнлав тата ăслав (рассуждение) элеменчěсене те кěртмелле. Апла пулсан ачасене текстсем тумалли хатěрсемпе те паллаштармалла.
Диалог формипе калаҫасси пуҫламăш классенче ытларах ыйту-хурав, пěлтерӳ-ыйту, пěлтерӳ-пěлтерӳ евěрлě пулса пырать. Пěр-пěринпе калаҫма-хутшăнма ачасен ыйтусене чăвашла тěрěс йěркелеме, пěр-пěрне итлеме-ăнланма пěлмелле. Ачасене диалог пěрлěхěнчи ыйтуллă предложени калҫаăва малалла тăсмалли хатěр пулнине ăнлантарса памалла. Вěренекенсене предложенисенчен ыйту сăмахěсене уйăрса илме, хуравласа калаҫнă чух ҫав сăмахсем вырăнне кирлě сăмахсене лартма хăнăхтармалла
Итлеме - тӑнлама вӗрентесси
Итлеме-тăнлама вěрентесси калаҫма вěрентессипе тачă ҫыхăннă. Апла пулсан уроксенче ҫак иҫкě ěе пěрле туса пымалла.
Пуплеве ăнланас тесен чěлхери сасăсене илтме, уйăрса илме пěлмелле. Сăмах йышě пуян, ăса хывнă грамматика формисемпе синтаксис конструкцийěсем ҫителěклě пулмалла. Урăхла каласан, чěлхе материалне пěлмесěр пуплеве итлесе ăнланма май ҫук. Ҫак ěҫ уроксенче ачасене чăваш чěлхинчи сасăсене (уйрăмах ă, ě, ӳ, ă сасăсене) уйрăммăн та, ытти сасăсемпе ҫыхăнуллăн та илтме, уйăрма вěрентнипе, пуплевре тăтăш тěл пулакан аффикссен пěлтерěшěсемпе паллаштарнипе тӳррěнех
Ҫыхăннă. Чи кирли вара – сăмахсене, сăмах майлашăвěсене, пуплев пěрлěхěсене пěлни, вěсене хăвăрт аса илме пултарни. Сăмах майăн каласан, итлесси-тăнласси пуплев пěрлěхěсемпе ěҫленинчен пуҫланать те ěнтě. Ҫавăнпа та уроксем валли, ачасемшěн ҫывăх темăсемпе тăнламалли текстсем ятарласа хатěрлеме тивет.
Итлесси-тăнласси калаҫассипе тачă ыхҫăнни ҫинчен маларах каланăччě. Апла пулсан ҫак икě ěҫе пěрле, пěр темăсемпех туса пымалла. Уроксенче ачасен калаҫăвě те, тăнлавě те, вулавěпе ҫырăвě те пěр тема картинчен тухмасть.
Вулама вӗрентесси
Вулав пěр вăхăтрах вěрентӳ тěллевě те, хатěрěпе мелě те пулать, мěншěн тесен вулани калаҫу хăнăхăвěсене ҫирěплетме те, сăмах йышне ӳстерсе пыма та, аудировани, ҫыру ěҫěсене йěркелеме те пулăшать. Вулав тематики калаҫу тематикипе пěр евěрлě пулмалла, пуҫламăш классенче вěренекен ачасен ăс-хакăл аталанăвне тивěҫтермелле. Вулав ҫине вěрентӳ тěллевě пек пăхнă чух ачасене чăвашла вулавăн вăрттăнлăхěсене уҫса парасси тěп вырăна тухса тăрать. Чăвашла вуланă чух вырăсла вулав хăнăхăвěсем ҫине ялан таянма май ҫук. Чăвашла вулав – хăйне евěрлě вулав, позициллě вулав. Чăваш алфавитěнчи сас паллисенчен чылайăшě икě е темиҫе пěлтерěшлě. Тěслěхшěн шавлă хупă сасăсене палăртакан сас паллисенех илетпěр Вěсене пěр позицире хыттăн, тепринче ҫемҫен, виҫҫěмěшěнче – янăратса, тăваттăмěшěнче вара янăратмасăрах вулатпăр: пысăк – пěчěк – упа – ӳпле – аппа. Ҫавăн пекех, вулама вěрентнě чух сингармонизм законне (паллах, закон ятне каламасăр) пăхăнса вулама вěрентмелле Чăвашла вуланă чух е, и, ӳ, ě, э сас паллисем умěнчи хупă сасса пěлтерекен сас паллине те, хыҫҫăн тăраканнине те ҫемҫен вуламалла: [т’ир] – [т’ир’] (шкура), [мэл] – [м’эл’] (способ). Ҫакă вырăсла вулама вěреннě ачасемшěн питех те йывăр ěҫ. Вěсем умрине ҫемҫетеҫҫě, кайрине вара – ҫемҫетмеҫҫě, мěншěн тесен вырăсла вуланă чух ҫемеҫтмелле мар.
Ударени лартма вěрентни те ěҫре пысăк пěлтерěшлě. Ҫак ěҫе тухăҫлă тума чăваш чěлхинчи ударени правилисене пěлмелле.
Ачасене вырăс чěлхинче тěл пулман сасă ҫыхăнăвěсем йывăрлăх кӳреҫҫě Тěслěхрен, ыйтрăм, йытă, йӳҫě, йěкел, йăмăк, ҫěлěк йышши сăмахсене вулама уйрăмах йывăрě Апла пулсан, уроксенче вулама йывăр сасă ăыхăнăвěсемлě сăмахсене вулама вěрентесси ăине тимлě пăхмаллаě
Вулама кăшт-кашт вěренсенех ачасем вěрентӳ кěнекипе усă курса харпăр хăй тěллěн тěрлě ěăсем, хăнăхтарусем тума пултараăăě: вулани ăине таянса калавсем йěркелеăăě, ăырма вěренеăăěě Паллах, ăак ěăсене тěрěс тăвас тесен ачасен сасăпа кăна мар, ăшра та вулама пěлмеллеě Апла пулсан, ăшра вуласа ăнланас хăнăхăва та пуăламăш классенченех аталантарас пулатьě
Ҫырма вӗрентесси
Ăыру хăнăхтарăвěсем тăван мар чěлхери сасăсене, сасă ҫыхăнăвěсене илтме, уйăрма, вěсене ҫырура тěрěс палăртма вěренме кирлě. Ҫырма вěренсе пынă май ачасем ҫыру урлă та хутшăнма хăнăхса пыраҫҫě.
Ҫырма вěрентесси вулама вěрентессипе тачă ҫыхăннă. Ҫырма вěрентнě чух сăмахсен сасăпа сас палли тытăмне тишкермелли, предложенисенчи сăмахсене, текстри предложенисене уйăрма хăнăхтармалли ěҫсем нумай пулмаллаě Ҫакнашкал ěҫсем каланине итлесе ҫырас хăнăхăва аталантарма питех те кирлě. Итлесе ҫырас хăнăхăва аталантарнă чух ěҫе сасăпа сас палли тытăмě пěр килекен сăмахсенчен, ҫав сăмахсенчен йěркеленě ансат предложенисенчен пуҫăнмалла. Каярахпа орфографие кăштах йывăрлатма, ыҫру ěҫěсен тěсěсене кăткăслатма юрать.
Чăвашла ҫырма вěрентнě чухне вырăспа чăваш ҫырулăхěсен уйрăмлăхěсене шута илмелле. Б, г, д, ж, з, о, ф, ц, щ сас паллисене вырăс чěлхинчен ҫыру урлă йышăннă сăмахсенче кăна ҫырмалли ҫинчен ачасен ҫирěп пěлмелле.
Вырăсла калаҫаканшăн чăваш чěлхинчи сасăсен хытăлăхěпе ҫемҫелěхне ҫырура палăртасси те ҫăмăл мар, мěншěн тесен хупă сасăсен хытăлăхпа ҫемҫелěх йěрки чăвашпа вырăс чěлхисенче пачах расна: вырăс чěлхинче малти ретри уҫă сасăсем хăйсем умěнчи хупă сасăсене ҫеҫ ҫемҫетеҫҫě. Енчен те хыҫрисем ҫемҫе пулсан – ҫемҫелěх палли ҫырмалла. Танлě: ел – ель, угол – уголь. Чăваш чěлхинче вара малти ретри уҫă сасăсем умрине те, хыҫрине те ҫемҫетеҫҫě: пěлěт, пирěн, ěмěт. Ҫавăнпа та хупă сасăсен ҫемҫелěхне ҫырура ятарласа палăртмаҫҫě. Ытти чухне ҫемҫелěх паллипе (ь) усă кураҫҫě: турат – турать, хал – халь.
Ҫырулăха йěркелекен ҫакӑн йышши правилăсене вěренекенсен пěлмелле. Унсăрăн тěрěс ҫырма та, тěрěс вулама та ҫук.
Вěренÿ предмечěн содержанийěн пахалăхне палăртасси
(ОПИСАНИЕ ЦЕННОСТНЫХ ОРИЕНТИРОВ СОДЕРЖАНИЯ УЧЕБНОГО ПРЕДМЕТА)
Тăван ҫěршыв, тăван хула, тăван кил, ҫемье, шкул, класс вырăнне ăнкарни. Пурнăҫра чăвашла пěлни ҫынсене лайăхрах ăнланма пулăшни ҫинчен тавҫăрни.
Чăвашла вěренес кăмăл ҫурални. Тăрăшса ěҫлеме вěренни. Вěренӳ ěҫ-хěлне майěпен хăнăхни. Ачан кăсăклăхě амаланни. Пěлмен япалана пěлес туйăм, вěренес кăмăл ҫурални. Килти выльăх-чěрлěх, тискер чěр чун, пахча ҫимěҫ пěлтерěшне ăнланса илни.
Кун йěрки улшăннине, ăна пурнăҫламаллине ăнланни.
Пурин те пěрле калаҫмалла маррине, пěрин хыҫҫăн тепри калаҫăва хутшăнмаллине ăнланни.
Хăш-пěр ěҫе пěччен мар, ытти ҫынсемпе пěрле туни тухăҫлăрах пулнине тавҫăрни. Класри ачасене хисеплени.
Личностные, метапрадметные и предметные результаты освоения учебного предмета
Пӗрремӗш класс
Харкамлӑх результачӗсем (личностные результаты):
- кашни халăхăн хăйěн чěлхи пулнине пěлни;
- хальхи вăхăтра пěр чěлхе ҫеҫ пěлни ҫителěксěр пулнине тавҫăрни;
- Чăваш Республикинче чăваш чěлхи патшалăх чěлхи пулнине пěлни;
- чăвашла калаҫакансемпе чăвашлах хутшăнма чăваш чěлхине вěренмеллине ăнкарни;
- чăвашла вěренес кăмăл ҫурални;
- ěҫлеме вěренни, вěренӳ ěҫ-хěлěпе майěпен паллашни;
- ачан кăсăклăхě амаланни, пěлменнине пěлес туйăм, вěренес кăмăл ҫурални;
- шкул ачин кун йěркине пěлни, кун йěркине тытса пыма хăнăхса пыни;
- пěр вăхăтрах пурин те пěрле калаҫма юраманнине, пěр-пěрне итлесе пěрин хыҫҫăн теприн калаҫăва хутшăнмаллине пěлни;
- хăш-пěр ěҫе пěччен мар, ытти ҫынсемпе пěрле пурнăҫлани вырăнлăрах пулнине пěлни.
Пур предмета та вӗреннӗ чух кирлӗ результатсем (метапредметные результаты)
Пӗлӳ туянма пулӑшакан результатсем:
- модельсемпе усă курса шухăша кěскен ҫырса хума пулнине пěлни;
- танлаштару мелěпе паллашни, вырăс чěлхинчи пулăмсене чăваш чěлхинчи пулăмсемпе танлаштарма пулнине пěлни;
- ҫěннине пěлме тěрлě вěренӳ хатěрěсем кирлине сисни;
- япаласене сăнама пултарни, вěсене ушкăнлама пулнине пěлни;
- япаласен тěп паллисене курма вěренни;
- текстпа ěҫлеме вěренни.
Йӗркелӳ-хаклу результачӗсем:
- ěҫе пуҫăниччен унăн тěллевне палăртмаллине, ăна пěлмеллине ăнкарни;
- кашни ҫыннăн хăйěн умне яланах мěнле те пулин тěллев лартмаллине ăнланни;
- ытти ҫынсен сěнěвне тěрěс ăнланма, шута илме вěренни;
- харпăр хăйěн, юлташěн ěҫне хаклама, йăнăшсене курма, тунă йăнăшсене тӳрлетсе пыма пултарни;
- мěн вěренни, мěн туни ҫинчен каласа пама вěренни;
- ҫырса пурнăҫламалли ěҫсен йěркине пěлни;
- мěн вěреннине, мěн вěренмеллине калăплама, ěҫ-хěлěн юхăмне, результатне асăрхаса пыма, хаклама вěренни;
- ěҫе ушкăнпа килěштерсе, пěр-пěрин хушшинче пайласа пурнăҫлама вěренни.
Хутшӑну результачӗсем:
- вěрентӳҫě, ытти ҫынсем каланине итлеме вěренни;
- калаҫăва хутшăнма, ҫыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама хăнăхни;
- вěренӳпе ҫыхăннă ыйтусем пама пěлни;
- харпăр хăй шухăшне ыттисене каласа пама вěренни;
- ěҫе ушкăнпа шăкăл-шăкăл калаҫса тума вěренни;
- пулăшу ыйтма, ыттисене пулăшма хатěр пулни, йывăрлăхсене палăртма, ҫěнтерме пěлни;
- иккěн калаҫма вěренни.
Предметӑн пайрам результачӗсем (предметные результаты):
- программăра панă сăмахсене пěлни, вěсемпе пуплевре усă курма вěренни;
- «Шкул», «Класс», «Ҫемье», «Кун йěрки», «Выльăх-чěрлěх», «Тискер чěр чун», «Улма-ҫырла», «Пахча ҫимěҫ», «ӳт-пӳ пайěсем» темăсемпе предложенисем тěрěс йěркелеме хăнăхни;
- вěреннě темăсемпе 3-4 предложенирен тăракан пěчěк текст тума пултарни;
- пуплеврен сăмахсене уйăрайни;
- сăмахсен сасă моделěсене «вулама» вěренни;
- кашни сăмахăн хăйěн пěлтерěшě пулнине, пěлтерěшěсене кура сăмахсене ушкăнлама пулнине пěлни;
- япалана, япала паллине, ěҫе пěлтерекен сăмахсене пěлни;
- уҫă тата хупă сасăсене уйăрайни;
- хупă сасăсем янăравлă тата янăравсăр, ҫемҫе тата хытă пулнине пěлни, вěсене уйăрма вěренни;
- чăваш чěлхинчи вулав правилисемпе паллашни, чăвашла тěрěс вулама вěренни;
- чăваш сас паллисене уйрăммăн та, ытти сас паллисемпе ҫыхăнтарса та ҫырма пěлни;
- 15-20 сăмахран тăракан текста вуласа ăнланайни.
1-мěш класс пěтернě тěле ачасен чăваш чěлхинчи сасăсене пěлмелле, ҫакăн пек ăслайсене хăнăхса ҫитмелле:
– чăвашла васкамасăр каланине итлеме, ăнланма, асра хăварма;
– вěрентӳҫě тата юлташěсем чăвашла ҫă хушнине, сěннине, ыйтнине ăнланса ěҫе пурнăҫлама;
– чăвашла ыйтнине ăнланса хуравлама, программăра палăртнă темăсемпе 3–4 предложени туса иккěн калаҫма е пěччен каласа пама;
- программăра палăртнă темăсемпе ҫырнă ансат текстсене вуласа ăнланма.
Иккӗмӗш класс
Харкамлӑх результачӗсем (личностные результаты):
- шкула каяс, шкулта вěренес туйăм ӳсни;
- тăван енěн, шкулăн, класăн, тăван килěн, ҫемьен харпăр хăй пурнăҫěнчи пěлтерěшěпе вырăнне ăнланни;
- килти выльăх-чěрлěхěн, тискер чěр чунсен, пахча ҫимěҫěн, тыр-пуллăн ҫынсен пурнăҫěнчи пěлтерěшне ăнланса илни;
- шкул ачин кун йěркине пěлни, кун йěркине тытса пыма хăнăхса пыни;
- хăш-пěр ěҫе пěччен мар, ытти ҫынсемпе пěрле пурнăҫлани вырăнлăрах пулнине пěлни;
- вěренӳ ěҫ-хěлне хăнăхни;
- пěр вăхăтрах пурин те пěрле калаҫма юраманнине ăнланса пыни, пěрин хыҫҫăн теприн калаҫăва хутшăнмаллине пěлни, ҫапла калаҫма хăнăхни;
- пěр-пěрне тимлесе итлемеллине, пěр-пěрне пӳлмесěр калаҫмаллине пěлни;
- класри ачасене, ваттисене хисеплени;
- вěрентӳҫěн, ашшě-амăшěн, аслисен, юлташěсен сěнěвěсене тěрěс ăнланма, шута илме пултарни;
- кашни халăхăн хăйěн чěлхи пулнине ăнланни;
- хальхи вăхăтра пěр чěлхе ҫеҫ пěлни ҫителěксěр пулнине тавҫăрни;
- чăвашла пěлни ытти ҫынсене лайăхрах ăнланма пулăшнине тавҫăрни;
- чăвашла вěренес кăмăл малалла аталанни;
- ачан кăсăклăхě малалла аталанни, пěлменнине пěлес туйăм, вěренес кăмăл ӳсни.
Пур предмета та вӗреннӗ чух кирлӗ результатсем (метапредметные результаты)
Пӗлӳ туянма пулӑшакан результатсем:
- ҫырнă чухне тěрěс ларни, ҫыру хатěрěсемпе кирлě пек усă курни;
- модельсемпе усă курса шухăша кěскен ҫырса хума вěренни;
- ҫěннине пěлме тěрлě вěренӳ хатěрěсемпе усă курма вěренни;
- япаласен, пулăмсен тěп паллисене курма вěренни;
- ҫутҫанталăкăн тěрлě вăхăчěсен паллисене, тěрлě вăхăтри пулăмсене, кашни вăхăтра ҫынсем мěнле ěҫсем тунине пěлни;
- текстпа ěҫлеме вěренни.
Йӗркелӳ-хаклу результачӗсем:
- ěҫе пуҫăниччен унăн тěллевне лайăх ăнланмаллине пěлни;
- кашни ҫыннăн хăйěн умне яланах мěнле те пулин тěллев лартмаллине ăнланни;
- ытти ҫынсен сěнěвне тěрěс ăнланма, шута илме пултарни;
- харпăр хăйěн, юлташěн ěҫне хаклама, йăнăшсене курма, тӳрлетме вěренни;
- мěн вěренни, мěн туни ҫинчен каласа пама хăнăхни;
- ҫыру ěҫěн йěркине пěлни;
- мěн вěреннине, мěн вěренмеллине калăплама, ěҫ-хěлěн юхăмне, результатне асăрхаса пыма, ěҫе хаклама вěренни.
Хутшӑну результачӗсем:
- вěрентӳҫě, юлташěсем каланине итлеме пултарни;
- калаҫăва хутшăнма, ҫыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни;
- вěренӳпе ҫыхăннă ыйтусем пама пěлни;
- харпăр хăй шухăшне ыттисене ăнлантарса пама пултарни;
- ěҫе ушкăнпа шăкăл-шăкăл калаҫса, пěр-пěрин хушшинче пайласа пурнăҫлама вěренни;
- пулăшу ыйтма, ыттисене пулăшма хатěр пулни, йывăрлăхсене палăртма, ҫěнтерме хăнăхни;
- иккěн калаҫу йěркелеме пěлни.
Предметӑн пайрам результачӗсем (предметные результаты):
- сăмахсен сасă моделěсемпе усă курса сăмахсене тěрěс вулама пěлни;
- вырăс чěлхине пěлнипе чăваш чěлхине вěреннě чух усă курма вěренни;
- кашни сăмахăн хăйěн пěлтерěшě пулнине, пěлтерěшне кура вěсене ушкăнланине, сăмахсем хушшинче ытлашшине тупма пěлни;
- япаласене сăнама, ушкăнлама пěлни;
- предложенисене тěрěс йěркелеме тăрăшни;
- текст, предложени, сăмах схемисене тума, панă схемăсемпе, модельсемпе усă курса текст йěркелеме, предложени, сăмах тупма пултарни;
- пуплеврен предложенисене, предложенирен сăмахсене, сăмахран сыпăксене, сыпăкран сасăсене уйăрса илме пěлни;
- предложенисен, сăмахсен, уăă тата хупă сасăсен паллисене, схемисене пěлни, вěсемпе усă курни;
- уҫă тата хупă сасăсене уйăрайни, вěсенчен сыпăксемпе сăмахсем пуăтарайни, предложенисем калăплайни;
- пусăм ҫинчен пěлни, пусăм тěрěс лартса сăмахсене вулама вěренни;
- чăваш алфавитěнчи сас паллисене паллани, вěсене ҫырма пěлни;
- программăра панă сăмахсене пěлни, вěсемпе пуплевре усă курма хăнăхни;
- вěреннě темăсемпе 4-5 предложенирен тăракан пěчěк текст тума пултарни;
- япалана, япала паллине, ěҫе пěлтерекен сăмахсене уйăрма пěлни;
- хупă сасăсем янравлă тата янравсăр, ҫемҫе тата хытă пулнине пěлни, вěсене уйăрма пултарни;
- чăваш чěлхинчи вулав тата ҫыру правилисене пěлни, чăвашла тěрěс вулама тата ҫырма хăнăхни;
- пăхса ҫырса илме пěлни.
2-мěш класран вěренсе тухнă тěле кашни ачан 1 – 2-мěш классенче калаҫура усă курнă сăмахсемпе предложенисене ăнланса, тěрěс, йывăр сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн, ансатраххисене тулли сăмахăн вулама, пăхса ҫырса илме пěлмелле.
Вěренекенсен ҫакăн пек ăслайсене хăнăхса ҫитмелле:
1–2-мěш классен программине кěмен е шухăшě тăрăх пěлме пулакан сăмахсем 10% яхăн пур текста 1 минут хушши итлесе ăнланма, асра хăварма;
1–2-мěш классен программинче панă сăмахсемпе усă курса пěр-пěр темăпа итленě, вуланă хыҫҫăн ыйту пама, хуравлама, сěнӳ пама, хушма, сахалтан та 4-5 предложенипе усă курса калаҫу йěркелеме, хатěрленмесěр 5–7 предложенипе япала е курни-илтни ҫинчен ҫыхăнуллă, йăнăшсăр каласа пама.
Виҫҫӗмӗш класс
Харкамлӑх результачӗсем (личностные результаты):
- «Тăван ҫěр-шыв» ăнлава уҫăмлани. Вăл ҫуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, пурăнакан республика тата ҫěр-шыв (Раҫҫей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă ҫыннисем ҫинчен пěлни;
- калаҫас, тăнласа итлес пултарулăх аталанни;
- ҫын кашни хăй тěллěн пысăк пахалăх, ҫав вăхăтрах общество членě пулнине ăнланни;
- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара харпăр хăйне мěнле тытмаллине, уроксене мěнле хатěрленмеллине, ěҫ вырăнне хатěрлемеллине, парта хушшинче мěнле лармаллине, ěҫ хатěрěсемпе мěнле усă курмаллине, ěҫе тăрăшса, тимлě, тирпейлě тумаллине ăнланни;
- гигиена правилисене пěлни;
- тимлěх калăпăшě, пахалăхě, самантлăх, ятарлă тата ирěклě астăвăмě аталанни;
- вěренӳ ěҫ-хěлне алла илни;
- татах та нумайрах пěлес туйăм ҫурални, аталанни;
- ҫынсемпе пěр чěлхе тупма пултарни;
- аслисемпе пěрле пěчěккěн ěҫе хăнăхса пымаллине, пурнăҫра ҫак хăнăхусем кирлě пулнине ăнланни;
- ěмěтленни, вěренни пурнăҫра кирлě пулние тавҫăрни.
Пур предмета та вӗреннӗ чух кирлӗ результатсем (метапредметные результаты)
Пӗлӳ туянма пулӑшакан результатсем:
- танлаштару мелěн пěлтерěшне ăнланни;
- ҫырнă чух мěнле лармаллине тата ыҫру хатěрěсемпе мěнле усă курмаллине пěлни;
- ҫыхăнуллă пуплеме пултарни;
- логика ěҫěсене пурнăҫлама, шухăшлав мелěсемпе (тишкерӳ, танлаштару, пěтěмлетӳ тата ытти те) усă курма пěлни;
- таврари япаласене, пулăмсене тěпчес ăнтăлу аталанни;
- тăван тавралăх (ял, республика), Раҫҫей пурнăҫěпе кăсăкланни;
- курăмлă тата логикăллă шухăшлама, танлаштарма, пулăмсен тěрлě паллисене уйăрма, япаласемпе пулăмсем хушшинчи ăыхăнăва палăртса ушкăнлама хăнăхни;
- ҫут ҫанталăк законěсем, япаласемпе пулăмсем пěр-пěринпе ҫыхăнса аталаннине курни-туйни;
- япаласене, вěсен ушкăнěсене астуса юлас, аса илес хăнăхусем ҫивěчленни.
Йӗркелӳ-хаклу результачӗсем:
- хăйěн ěҫне сăнаса-асăрхаса пыма пултарайни;
- тантăшěсен тата харпăр хăй ěҫне тишкерейни тата пахалайни;
- хăйěн ěҫне вěрентекен, юлташěсем хакланине йышăнни;
- кашни ҫыннăн хăйěн умне яланах мěнле те пулин тěллев лартмаллине ăнланни;
- ěҫе мěншěн, мěнле тěллевпе, туса пěтерсен мěн пулнине ěҫлеме пуҫличченх пěлмеллине ăнланни;
- хапăр хăйěн, юлташěн ěҫне хаклама, йăнăшěсене курма, тунă йăнăшсене тӳрлетсе пыма вěренсе пыни;
- мěн вěренни, мěн туни ҫинчен каласа пама пěлни;
- ҫыру ěҫěн йěркине пěлни;
- япала, ӳкерчěк тăрăх мěнле йěркепе каламаллине пěлни;
- мěн вěреннине, мěн вěренмеллине калăплама, ěҫ-хěлěн юхăмне, результатне асăрхаса пыма, хаклама хăнăхни.
Хутшӑну результачӗсем:
- литература пуплевне тăнлас-ăнкарас пултарулăх ҫивěчленни;
- ушкăнпа ěҫлеме, пěр-пěрне итлеме яланах хатěр пулни, ушкăнпа ěҫленě чухне харпăр хăйне мěнле тытмаллине пěлни;
- кашни ҫын тěрлěрен шутлама пултарнине ăнланни, урăх шухăша йышăнма пултарни;
- харпăр хăй шухăшне ăнлантарса парайни;
- ыттисене ăнланмалла калама, ыйту пама пултарни;
-пěр-пěринпе калаҫса татăлса пěр шухăш патне ҫитейни;
- учитель, юлташěсем каланине итлеме пултарни;
- калаҫăва хутшăнма, ҫыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама пултарни;
- ыттисем каланă чух йăнăшсене тӳрлетме тăрăшни, пěр-пěрин ěҫне тěрěслесе пыма вěренни;
- пулăшу ыйтма, ыттисене пулăшма тăрăшни;
-калаҫнă-хутшăннă чухне пěр-пěрне хисеплени.
Предметӑн пайрам результачӗсем (предметные результаты):
- шкул, класс, тăван кил-ҫурт, ҫемье, теттесемпе вăйăсем, шкул ачин кун йěрки, килти выльăх-чěрлěх, вăрманти чěр чунсем, улма-ҫырла, пахча ҫимěҫ, уй-хирти тыр-пул, ӳт-пӳ пайěсем ҫинчен предложенисем тěрěс йěркелейни,ҫыхăнуллă каласа парайни;
- курни-илтни, япаласем ҫинчен, ӳкерчěксем тăрăх ăславлă каласа пама, хайлавсен ҫитмен пайěсене (пуҫламăш, тěп пайě, вěҫě) шутласа тупма пултарни;
- «текст», «предложени», «сăмах», «хупă сасă», «уҫă сасă» терминсене ăнланнине вěсемпе майěпен пуплев тишкерěвěсенче усă курайни;
Вěренекенсен ҫак ăслайсем пулмалла:
– вěреннě темăсемпе каласа е вуласа панине итлесе ăнланмалла;
– программăра пур пěр-пěр темăпа итленě, вуланă хыҫҫăн ыйтусем пама, хуравлама, сěнӳ пама, хушма, хирěҫлеме пěлмелле;
– пěр-пěр япала, ěҫ е курни-илтни ҫинчен хатěрленмесěр 6–8 предложенипе каласа пама пултармалла;
– 2–3% яхăн ăнланман сăмахсем е сăмахсене ҫавăнтах куҫарса панă текста пěрремěш хут минутра 45–50 сăмахран кая мар ăнланса, тěрěс, тулли сăмахăн, йывăр сăмахсене сыпăксем ҫине уйăрса вуламалла;
– калаҫура тěл пулнă, вуланă сăмахсене, предложенисене, текста пăхса тěрěс ҫырса илме, ҫырнине тěрěслеме пултармалла;
– уйрăм сăмахсене, 2–3 сăмахлă предложенисене илтнě хыҫҫăн тěрěс ăырмалла;
– подлежащипе сказуемăя тěрěс ăыхăнтарма пěлмелле;
– хальхи, пěрре иртнě, пулас вăхăтри глаголсемпе, иртнě причастисемпе пуплевре тěрěс усă курмалла;
– тěрлě падеж форминчи (падеж ячěсене каламасăр) япала ячěсемпе, сăпат местоименийěсемпе тěрěс усă курма пултармалла;
– чăвашла вулавăн тата ăырăвăн тěп уйрăмлăхěсене пěлмелле.
Тӑваттӑмӗш класс
Харкамлӑх результачӗсем (личностные результаты):
- ěҫе пуҫăниччен лайăх шухăшламаллине ăнланни;
- шкулта вěренни пěлӳ пухма, аталанма, харпăр хăй пурнăҫне кăсăклăрах, усăллăрах тума вěренме кирлине ăша хуни;
- ачан кăмăл-сипечě ҫирěпленсе пыни: ваттисене хисеплемеллине, ҫынпа ырă пулмаллине, ҫынсем хушшинче харпăр хăйне мěнле тытмаллине, чěр чунсене юратмаллине ăнланса илни;
- шухăшлав ăслайěсем туптанни;
- гигиена правилисене пěлни: парта хушшинче тěрěс ларни, ручка-кăранташ тěрěс тытма, тетраде тěрěс вырнаҫтарма пултарни;
- шкулта, урамра, килте харпăр хăйне мěнле тытмаллине пěлни, пурнăҫлани.
Пур предмета та вӗреннӗ чух кирлӗ результатсем (метапредметные результаты)
Пӗлӳ туянма пулӑшакан результатсем:
- ачан астăвăмěпе асăмě, тимлěхěпе тимлевě аталанни;
- ачан тавракурăмě анлăланни: ҫут ҫанталăкри пулăмсем, ҫулталăк вăхăчěсем, ҫемье, чěр чунсем, ачасен пурнăҫě, ěҫě-хěлě ҫинчен тěплěнрех пěлни;
- тěнче курăмě йěркеленсе пыни;
- туйăм культури ҫивěчленни: кирлě вăхăтра пěр-пěрне пулăшмаллине, мěн тумаллине, мěнле тумаллине тавăăрма пуҫлани;
- танлаштару, пěрлештерӳ, уйăру, ҫыхăнтару механизмěсем ҫивěчленни;
- вěренӳ хатěрěсенче кирлě материала шыраса тупма пěлни;
- вěренӳ хатěрěсенче панă символсене, модельсене, схемăсене, паллăсене ăнланни, вěсемпе усă курма пултарни;
- текстăн тěп шухăшне ăнланма пултарни;
- пулăмсене сăлтавлас пултарулăх ҫивěчленни. Вěсем мěншěн апла е капла пулнине ăнланма, ăнлантарма пултарни. Логикăллă шухăшлав аталанни, ăнлавсене ăнкарни.
Йӗркелӳ- хаклу результачӗсем:
- йăнăша курма, пěр-пěрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вěренни;
- ыйтăва ăнланни, кирлě хурав парайни;
- задачăна тěрлěрен татса пама май пуррине ăнланни;
- ěҫ йěркине, мěн хыăҫҫн мěн тумаллине, мěншěн ун пек тумаллине тавҫăрни;
- кашни ěҫ тěллевлě, вырăнлă пулмаллине ăнланни;
- ěҫěн кашни тапхăрне вěрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;
- хапăр хăй ěҫне планлама пěлни.
Хутшӑну результачӗсем:
- шухăша тěрěс те уҫăмлă, ҫыхăнуллă каласа пама тăрăшни;
- ачан пуплевě, пуплев культури аталанни: пěр-пěр япала, пулăм, ěҫ ҫинчен ҫыхăнуллă, кирлě сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мěн ҫинчен тата мěнле сăмахсемпе усă курса калаҫмаллине ăнкарни, мěнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сыв пуллашни) усă курмаллине тавҫăрни;
- ушкăнпа ěҫлеме пěлни;
- ҫынсем тěрлěрен шухăшлама пултарнине ăнланниě
Предметӑн пайрам результачӗсем (предметные результаты):
- текстпа ěҫлеме пěлни, вулани ҫинчен ҫыхăнуллă тата уҫăмлă каласа пама тăрăшни;
- текст ячě тăрăх унăн содержанине тавҫăрни;
- текста пайсем ҫине уйăрма, план тума пěлни;
- текст мěн ҫинчен пулнине калама пултарни;
- текст содержанийě тăрăх ӳкерейни, сăмахлă ӳкерчěк тăвайни;
- текста малалла тăсайни;
- хатěр планпа усă курса текст содержанине калама пěлни;
- алăпа ҫырнă тата пичетленě сăмахсене, предложенисене, 40-55 предложенирен тăракан текстсене пăхса ҫырса илейни, ҫырнине текстпа танлаштарса тěрěслейни;
- сăмаха, предложение е текста вěрентекенпе пěрле тишкерейни, ун хыҫҫăн вěрентекен вуланă тăрăх ҫырайни, ҫырнине пăхса тěрěслейни;
- пăтраштарса панă сас паллисенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен
текстсем туса ҫырайни;
- пăнчăсем вырăнне сăмахра кирлě сас паллисем, предложенисенче кирлě сăмахсем лартса ҫырайни;
- ыйтусене хуравласа ҫырайни;
- тěрěс пăхса ҫырайни;
- пăхмасăр ҫырма пěлни;
- ҫывăх, хирěҫле, пěр пěлтерěшлě, нумай пěлтерěшлě сăмахсен пěлтерěшěсене тěрěсрех, тарăнрах ăнланни, вěсен ретěнче кирлине суйлайни;
- сăмахсен куăăмлă пěлтерěшне ăнланни;
- чăваш чěлхинчи предложенисенче сăмахсен ҫирěп йěрки пуррине ăнланни;
- каласа парассин тěрлě тěсěсене (калав, сăнлав, уйлав) алла илни;
- калав темине, тěп шухăшне палăртайни;
- хутшăну пуплевěн (диалогăн) тытăмне, диалогри предложенисен хăй евěрлěхне (ытларах тулли мар предложенисем) пěлни. Диалог пěр темăна, пěр тěп шухăша пăхăнса тăнине ăнланни;
- тěрлě пуплев ситуацийěсенче диалог йěркелеме пултарни;
- сăмах йышě пуянланни;
- ăыхăнуллă пуплев механизмěсем ҫивěчленни.
Вěренекенсен ҫак ăслайсем, хăнăхусем пулмалла:
– мěн хушнине, сěннине, ыйтнине ăнланса ěҫне тумалла;
– пěлмен сăмахсем кăштах пур хайлава итлесе ăнланмалла;
– ҫут ҫанталăка, ҫынсене сăнласа пама пěлмелле;
– юлташ, ҫемье, кун йěрки, кулленхи ěҫ-хěл, вăйă, пěр-пěр япала е пулăм ҫинчен сахалтан та 7–9 предложенипе усă курса ҫыхăнуллă каласа пама, пěр-пěринпе калаҫма пултармалла;
– пěлекен сăмахсенчен тăракан текста минутра сахалтан та 50 сăмаха яхăн тěрěс те ăнланса вуламалла;
– вулавăн тěрлě тěсěпе (сасăпа, ҫурма сасăпа, ăшра, ушкăнпа, илемлě, суйласа илсе )усă курма пултармалла;
– текстра кирлě сăмахсене, сăмах майлашăвěсене, предложенисене, сыпăксене шыраса тупма пěлмелле;
– текст содержанине учитель ыйтăвěсем е хатěр план тăрăх, улăштарса (вăхăтне, хисепне, сăпатне), текста ҫывăх, кěскен каласа пама пěлмелле;
– вырăс тата чăваш ҫырăвěн уйрăмлăхěсене курмалла;
– хатěр планпа усă курса текст ҫырма пултармалла.
4-мěш класс пěтерекен ачасен пěлěвěсем, ăслайěсемпе хăнăхăвěсем «Вырăс шкулěн вěренӳ планěпе ěҫлекен 1–4 классенче чăваш чěлхи вěрентмелли минимума» тивěҫлě пулмалла, минимумра кăтартнинчен пěчěкрех пулмалла мар.
ВӖРЕНТӲ МАТЕРИАЛӖН СОДЕРЖАНИЙӖ
Содержание учебного предмета
1 КЛАСС
1. Атьăр паллашар! Шкул. Класс. Чĕлхе-калаçу мелĕ. Атьăр паллашар. Вĕренÿ хатĕрĕсем. Шкул.Класс.(2) Пирĕн класс(3). Эпир шкулта. Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсен ыйтăвĕсем: кам? Мĕн? Шкул. Кам? тата мĕн? ыйтупа ыйтăнакан сăмахсем. Шкул. Япалана пĕлтерекен сăмахсен нумайлă хисепĕ.
2. Чĕр чунсем.Тискер чĕр чунсем.Чăваш чĕлхинче чĕр чунсем мĕн? ыйтупа ыйтăнни. Тискер чĕр чунсемю Пĕр пĕлтерĕшлĕ икĕ сăмахран тăракан япалана пĕлтерекен сăмахсем. Тискер чĕр чунсем. Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем. Тискер чĕр чунсем. Япала паллине пĕлтерекен сăмахсем(2).
3. Пахча çимĕç. Улма – çырла. Пахча çимĕç. Пахча çимĕç. Предложенири сăмахсен йĕрки.Улма-çырла. Предложенири сăмахсен йĕрки. Пахча çимĕç тата улма – çырла.
4. Чĕр чунсем. Килти чĕр чунсем.Тискер тата килти чĕр чунсем.(2 сехет)Ÿт-пÿ пайĕсем. Шут хисепĕсем(3 сехет).
5. Апат –çимĕç. Апат –çимĕç(2).
6. Ĕç кун йĕрки. Ÿт-пÿ пайĕсем. Ÿт-пÿ пайĕсем(2). Кун йĕрки. Ирхине. (2 сехет)Кун йĕрки. Шкулта. Кун йĕрки. Шкулта. Хальхи вăхăтри пĕрреллĕ хисепри ĕçе пĕлтерекен сăмахсем, шут хисепĕсем. Кун йĕрки. Уроксем хыççăн. Кун йĕрки. Каçхине. Ю, я сас паллисен ĕçĕ.
7. Кил-çурт. Çемье. Çемье. Çемье. Апат-çимĕç. Савăт-сапа. Ă ă сас паллисем. Савăт-сапа. Çемье. Çемье. Ç ç сас паллисем. Манăн пÿлĕм. Манăн пÿлĕм. Ÿ ÿ сас паллисем. Манăн кил. Класра(2).
8. Çулталăк вăхăчĕсем. Çулталăк вăхăчĕсем. Çулталăк вăхăчĕсем. Хĕлле.(2 сехет) Хĕлле. Çулталăк вăхăчĕсем. Çур. Çулталăк вăхăчĕсем. Çуркунне. Çуркунне. Çулталăк вăхăчĕсем. Çулталăк вăхăчĕсем.
Çулла. Кĕркунне. Çулла. Çулталăк вăхăчĕсем. Çулла. Çулталăк вăхăчĕсем.( 4 сехет)ě.Пĕтĕмлетÿ урокě.
2 КЛАСС
1. Тема: Сывă-и, шкул? Вĕреннине аса илетпĕр, вулама-çырма вĕренетпĕр (13 сехет).
I класра вĕреннĕ пуплев материалне çирĕплетесси
[Ă], [ĕ], [ç], [ÿ] сасăсемпе ĕçлесси, вĕсене палăртакан Ăă, Ĕĕ, Çç, ÿ сас паллисемě Ă, ĕ, ç, ÿ сас паллиллĕ сăмахсене вулама, çырма вĕрентесси. Чăваш чĕлхинчи уçă сасăсен системипе паллаштарасси.
Сăмахсенчи уçă тата хупă сасăсене уйăрма вĕрентесси.
Сасăсен килĕшĕвне пăхăнса вулама вĕрентесси.
Икĕ уçă сасă хушшинчи хупă сасă янăраса илтĕнни, ăна çырура янăраман хупă сасăн паллипе палăртни.
Кăтарту наклоненийĕн хальхи вăхăт формипе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
Япалана, япала паллине, ĕçе пĕлтерекен сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрма хăнăхасси. Вĕсен схемисемпе усă курса предложенисем йĕркелесси. Панă предложенисен схемисем патне тĕслĕхсем тупасси.
«Шкул», «Пÿлĕм», «Килти чĕр чунсем», «Çуллахи ĕçсем», «Апат-çимĕç», «Пахча çимĕç» темăсемпе 4-5 ансат предложении туса каласа пама хăнăхтарасси.
2. Тема: Кун йĕрки (5 сехет)Ă, ĕ, ç, ÿ сас паллиллĕ сăмахсене, сасăсен килĕшĕвне пăхăнса вулас хăнăхăва малалла аталантарасси.
Çемçе, вăрăммăн илтĕнекен хупă сасăллă сăмахсем, е, ю, я сас паллиллĕ сĕмахсем. Вĕсене тĕрĕс вулама, çырма вĕрентесси.
Икĕ уçă сасса тата ялан янăравлă хупă сасăпа уçă сасса пĕлтерекен сас паллисем хушшинчи хупă сасса пĕлтерекен сас паллине янратса вулама, ăна çырура янравсăр мăшăрĕн сас паллипе палăртма вĕрентесси.
Чăваш алфавичĕпе паллаштарасси, ăна вырăс алфавичĕпе танлаштарасси.
Пусăм правилисемпе палаштарасси.
Хальхи вăхăтри ĕçе пĕлтерекен сăмахсен сăпатланăвĕ, хисеп тăрăх улшăнни
Кăтарту наклоненийĕнчи хальхи вăхăтри глаголсемпе пуплевре усă курасси
Япаласене ушкăнлама хăнăхасси, пĕтĕмлетÿ сăмахĕсене ас туса юласси.
Кун каçа мĕн ĕçлени çинчен 5-7 ансат предложенипе каласа пама вĕрентесси, юлташсемпе калаçма хăнăхтарасси.
3.Тема: Ăстасен çĕр-шывĕнче (10 сехет).
Чăвашла вулавăн вăрттăнлăхне ас туса юлнине, вулама тата çырма пĕлнине малалла аталантарасси.
Чăваш чĕлхинчи пусăм системипе паллаштарасси, пусăм тĕрĕс лартма вĕрентессиě
-Çă(-çĕ) аффикс хушса çĕнĕ сăмахсем тума вĕрентесси, вĕсемпе предложенисем тутарасси.
Тĕрĕ-тĕрлет-тĕрĕçĕ йышши сăмахсен хÿшшинчи çыхăнăва уçса парасси.
Çине, çинче, умне, умĕнче, патне, патĕнче, хушшине, хушшинче сăмахсемпе предложенисем тума хăнăхтарасси.
Япала ячĕн камăнлăх формипе усă курма хăнăхтарасси.
Ĕçе пĕлтерекен сăмахсене тĕрлĕ сăпатра лартса предложенисем тума вĕрентесси.
Чăваш тумĕпе, тĕррипе паллаштарасси.
Тĕрлĕ профессипе ĕçлекен çынсем çинчен 5-7 ансат предложенипе каласа пама вĕрентесси.
4. Тема: Çĕнĕ çула хатĕрленетпĕр (4 сехет)
Вулав хăнăхăвне аталантарасси.
Валли, хыççăн хыç сăмахсемпе усă курма вĕрентесси.
Çынна пĕлтерекен сăмахсем камăнлăх формипе усă курасси.
Саламлă çырÿ çырма вĕрентесси.
Çĕнĕ çула хатĕрленни çинчен ансат предложенисемпе каласа пама вĕрентесси.
Вырăсларан чăвашла куçарттарасси.
5. Тема: Хĕл çитрĕ (7 сехет).
Вулав тата çыру хăнăхăвне малалла аталантарасси.
[Йĕ], [йă], [йÿ] сасă çыхăнăвĕсем пур сăмахсене вулама хăнăхтарасси.
Юнашар тăракан икĕ пĕр пек хупă сас паллине вăрăммăн вулама вĕрентесси.
Камăнлăх формисенчи япала ячĕсемпе предложенисем тăвасси.
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.
Умне, умĕнче, çине, çинче, патне, патĕнче сăмахсемпе предложенисем туптарасси.
Сăмахсенчен предложенисем йĕркелесе çыртарасси.
6. Тема: Шутлама вĕренетпĕр (4 сехет)
Чăвашла 100 таран шутлама верентесси, вĕсене япала ячĕпе юнашар тăнă чух тĕрĕс калама вĕрентессиě, хисеп ячĕсен кĕске формипе хăçан усă курнине ăнланса илме пулăшасси.
Миçе тенкĕ тăрать? ыйтăва хуравла вĕрентесси.
Пушă вăхăтра мĕн туни çинчен 5-7 ансат предложенипе каласа пама вĕрентесси.
7. Тема: Пирĕн çĕмье (10 сехет)
Мĕн кирлĕ, кил кунта йышши сăмах çыхăнăвĕсенче иккĕмĕш сăмах пуçламăшĕнчи хупă сас паллипе янăратса вулама хăнăхтарасси.
Сăмахри юнашар тăракан икĕ пĕр пек сас паллине вăрăммăн вуласси.
Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупма хăнăхасси, вĕсене пуплеве кĕртесси.
Камăнлăх формине йышăннă япала ячĕсемпе пуплевре усă куртарасси.
Эрнери кун ячĕсене аса илесси.
Çемьер, çемьери çынсем çинчен ансат предложенисемпе каласа пама вĕрентесси. Саламлă çыру çырма вĕрентесси.
8. Тема: Çуркунне (7 сехет).
Янăравлă хупă сасăллă, [нч], [лч] сасăллă сăмахсене тĕрĕс вулама, çырма вĕрентесси.
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.
Ăçта? Ыйтăва хуравлама вĕрентесси.
Çуркунне çинчен çыхăнуллă калав тума вĕрентесси.
9. Тема: Юратнă тăван çĕр-шывăм (5сехет).
Янраса илтĕнекен хупă сасăллă сăмахсем çинчен аса илтересси.
Япала ячĕсене камăнлăх формине, глаголсене çуклă формăна лартма хăнăхтарасси.
Хирĕçле тата пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе усă курма вĕрентесси.
Чăваш вăййисемпе, юррисемпе паллаштарасси.
Юлташ çинчен каласа пама хăнăхтарасси.
Тантăшу патне çыру çырма вĕрентесси.
Чăвашсен хăш-пĕр паллă та хисеплĕ çыннисемпе паллаштарасси.
10. Тема: Çулла (4 сехет).
Вăрăммăн илтĕнекен хупă сасăллă сăмахсем çинчен аса илтересси.
Йывăç, чечек, вĕçен кайăк, пулă ячĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарассиě
Вырăсларан чăвашла куçарттарасси.
Панă предложенисенчен çулла çинчен калав йĕркелеме вĕрентесси.
Калаçу, тăнлу, вулав тата çыру хăнăхăвĕсене аталантарасси.
11. Тема: Çулталăк вăхăчĕсемě Вĕреннине аса илсе тĕрĕслер (2 сехет).
Хăш вăхăт? миçемĕш? ыйтусене хуравлама вĕрентесси.
Юратнă çулталăк вăхăчĕ çинчен каласа пама вĕрентесси.
Вĕреннине аса илессипе ĕçлесси. Пуплев хăнăхăвне тĕрĕслесси. Ачасем тĕрĕс, ăнланса вулама, пăхса çырса илме пĕлнине тĕрĕслесси
3 КЛАСС
1. Аса илÿ урокĕ (4 урок) Шкулта. Çулла. Манӑн çемье. Манӑн çемье. Кукаҫипе кукамай.
2. Кун йĕрки (6 урок). Ачан ирхи ĕçĕсем. Асăрхануллă пул.Ачасем – кĕнеке тусĕсем. Шкул библиотекинче. Кун йӗрки.
3. Кĕркунне (6 урок). Ылтăн кĕркунне. Кĕркунне. Кěрхи вӑрманта. Кĕркунне. Хура кĕркунне. Кĕркунне(пěтмлетӳпе тěрěслев урокě).
4. Пушӑ вӑхӑтра(9 урок). Туссем(4). Пĕчĕк пулăшакан. Дежурнăйсем. Туссем(2). Ыр суну сăмахĕсем(пĕтĕмлетÿ урокĕ).
5. Хĕлле (13 урок). Хĕлле. Кайăксемě. Ачасен хĕллехи савăнăçĕсем. Çĕнĕ Çула хатĕрленетпĕр. Хĕл мучи. Çĕнĕ Çула хатĕрленетпĕр. Ӳссен эсĕ кам пулатăн?. Вĕрентÿçĕ. Эпĕ космонавт пулатăп. Тухтăр. Ӳссен эсĕ кам пулатăн? Пулас ÿнерçĕсем. Манăн ĕмĕт. Чăваш ăěршывě-ăстасен ҫěршывě(пěтěмлетӳ урок).
6. Çемье (5 урок). Çемье(2). Юратнă анне. Чи çывăххи çын – анне. Аннене парне.
7. Çуркунне (9 урок). Çурхи илем. Кайăксем. Тискер чĕр чунсем. Çурхи вăрманта. Килти выльăх-чĕрлĕх. Çуркунне садра(2). Йывăçсем. Çуркунне (пĕтĕмлетÿ урокĕ).
8 .Чǎваш çĕр-шывĕ-таван çĕр-шыв (16 урок). И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн паллă çынни. И.Я.Яковлев –вĕрентекен.Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем. К.В.Иванов – чăваш халăх поэчĕ.
Чăваш театрĕ. Чăваш халăхĕн паллă артисчĕсем. Уроксем хыççăн. Чăвашсен оперăпа балет театрĕ. Искусство ăстисем. Сăвă ăстисем. Искусство ăстисем. Пирĕн республіка. Анлă Ăтăл. Кÿлĕсем. Вĕреннине аса илни(тĕрĕслев урокĕ). Çулла.Чечексем, çырласем.
4 КЛАСС
1. Асран кайми ăу кунӗсем (10). Шкула. Шкулта. Çуллахи кану(4). Çуллахи каникулта(2) Кун йĕрки(2).
2. Вĕренÿпе ĕç юнашар утаççĕ (7). Илпек Микулайĕ, Г.Д. Харлампьев – чăвашсен паллă çыравçисем(2). Н.И. Шелепи, П.П. Хусанкай – чăваш халăх поэчĕсем. Шÿт сăввисем. Чăвашсен паллă художникĕсем. Илпек Микулай., Г.Д. Харлампьев – чăвашсен паллă çыравçисем.
3. Çут çанталăк тĕнчи(7). Пахчара. Тискер чĕр чунсен пурнăçĕ. Кĕрхи вăрман. Кун йĕрки.
4. Ӗҫ ҫынна илем кӳрет (9). Пулӑшатӑп аннене. Л.Сарине. Хӑҫан канать ман анне. Хӑйсемех. Павӑлпа кӑвакарчӑн. Хӗрхенетӗп мулкача.
5. Сивĕ хĕл ăитрĕ(3). Хĕл çитрĕ. Ăçта? ыйтури сăмахсем. Хĕлле. Çĕнĕ çул умĕн. Хĕлле. Çĕнĕ çул çывхарать. Çĕнĕ çул. Хĕлллехи каникул(2). Хĕлле. Кайăксем. Хĕлле. Мĕнре? Камра? Ăçта? ыйтури сăмахсем. Хĕлле. Вăрманта(2). Хĕлле. Нарăс уйăхĕ.
6. Эпир туслӑ ачасем(14). Туслӑх. Петя тусӗ. Чӑн юлташ. Акӑшпа ҫӗр шапи. Чӑрсӑр тӑмана чӗппи. Тилӗ ҫури- шкул ачи. Ӑҫта? ыйтури сӑмахсем. Икӗ ҫӑл (юмах). Кишӗр З.А.Нестеров.
7. Кӑмӑл- сипет урокӗсем(8). Пӗлеймерӗ Митрахван. Тӗрлӗ мӑнуксем. Пьеса. Аслӑ ывӑл (юмах).Чие йывӑҫҫи. Чӑн-чӑн шкул ачи.Ӗҫре тирпйлӗ пулмасан.Тӗпренчек.
8. Асамлӑ тавралӑх. Ҫуркунне(10). Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса тивӗ. Пӗлмесен- хам калӑп. Пирӗн кушак. Шӑнкарч. Апрель. Ылтӑн хӗвел. Ҫуркунне ӑҫта-ши?
9. Юратнӑ сӑвӑсем, юрӑсем, юмахсем(30). Чӑваш халӑх писателӗсем. Юмахсем. Чӑваш ачисен вӑййисем. Вĕреннине аса илни, тĕрĕслени.
ВĚРЕНТӲ ĚҪНЕ ТИВĚҪТЕРМЕ КИРЛĚ ПУРЛĂХПА ТЕХНИКА НИКĚСĚ
(ПЕРЕЧЕНЬ МАТЕРИАЛЬНО-ТЕХНИЧЕСКОГО ОБЕСПЕЧЕНИЯ
ОБРАЗОВАТЕЛЬНОГО ПРОЦЕССА)Пурлăхпа техника никĕсĕн хатĕрĕсем
( наименование объектов и средств материально-технического обеспеченияВ. И. Игнатьева, Н.Н.Чернова, З.С.Антонова. Вырăс шкулĕнчи пуçламăш
(I-IV) клас.сен программи. В,РЕН/РЕ УСЁ КУРАКАН ПОСОБИСЕМ
Вěренÿ пособийĕ:
(Учебное пособие)
Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 1-мĕш класĕ валли / В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви.
Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 2- мĕш класĕ валли / В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви
Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 3- мĕш класĕ валли / В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви
Игнатьева В.И. Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕ валли / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова- Шупашкар. Чăваш кěнеке изд-ви
В\рентекен усă куракан пособисем
(Пособия для учителя)
Игнатьева В.И. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем I класс / В.И.Игнатьева , Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ
Игнатьева В.И Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем II класс / В.И.Игнатьева , Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ
Игнатьева В.И. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем II I класс / В.И.Игнатьева , Н.Н.Чернова,З.С.Антонова – Хушса çĕнентнĕ 3-мĕш кăларăмě – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ.
Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулсенче чуваш чĕлхи вĕрентес меслет кăтартăвĕсем: 4 класс – Шупашкар: чуваш кĕнеке изд-ви
Электронлă вĕрентÿ хатĕрĕсем тата кассетăсем
1. Чăваш чěлхи 1-мěш класс. 2 пайран
2. Чăваш чěлхи. 2-мěш класс.
3. Чăваш чěлхи. 3-мěш класс.
№ Название Кол-во
1. «Чăваш букварěпе» вулама-ҫырма вěрентмелли хушма материал 3
2. Артемьева, Чăваш буквар. 1класс. Электронное пособие. 2
3. Артемьева, Чăваш чĕлхи 2класс. Электронное пособие. 1
4. Звенящее серебро тухьи. Видеофильм о чувашском национальном костюме. 1
5. На земле Чувашской. Видеофильм о Чувашской Республике 1
6. Чăваш чĕлхи 4кл. Абрамова Г.В. 1
7. Чашкова: «Чăваш букварěпе» вулама-ҫырма вěрентмелли хушма материал 1
8. Абрамова Г.В.: Чăваш чěлхин ӳкерчěклě словарě 1
9. Абрамова Г.В. Чăваш чěлхи Видеоприложение к учебнику для 5 класса 10. Учите чувашский 2
11 «Чăваш чěлхи» 3 класс Артемьева Т.В. 2
12. Видео сюжетсем Абрамова 1
13. Мемориальный комлекс летчика-космонавтаСССР А.Г.Николаева 1
Информаципе хутшăну хатĕрĕсем
http://gov.cap.ru/main.asp?result=success&govid=139 Сайт управления образования г.Чебоксары http://chrio.cap.ru Сайт ЧРИО http://chuvash.org — Чăваш халăх сайчĕ http://chuvash.net — Чăваш шыравçи http://samahsar.chuvash.org — онлайн чăваш сăмахсарĕ
http://history.chuvash.org — Чăваш халăхĕн кун-çулĕ çинчен вырăсла (ӳкерчĕксем нумай) http://cv.wikipedia.org — Википедин чăваш уйрăмĕ http://suvar.su — «Сувар» хаçатăн сайчĕ http://yumah.ru — Чăваш халăх пултарулăхĕ http://forum.chuvash.org — Чăваш халăх канашлăвĕhttp://hypar.ru — «Хыпар» хаçатăн сайчĕ http://foto.cheb.ru/cat72/ - старые Чебоксары http://www.vula.info/ Vula - чăвашла вулаттаракан сайт http://yumah.ru/ - Википеди — Ирĕклĕ энциклопедин чăваш уйрăмĕ Таблицăсем
1. Мăшăр сăмахсем
2. Хыҫ сăмахсем
3. Килти чĕр чунсем
4. Сăмах пулăвĕ.
5. Ыйту сăмахěсем
6. Ыйту «Кам?»
7. Ыйту «Мěн?»
8. Хисеп ячěсем
9. Паллă ячěн степенěсем
10. Пуплев пайěсем
11. Уҫă сасă
12. Галголнă пулас вăхăчě.
13. Глаголăн иртн. вăхăчě
14 Глаголён хальхи вăхăчě
15 Ударени
16. Предложенири сăмахсен йěрки
17. Япала ячěсен сăпат форми
18 Япала ячěсен вěҫленěвě. Плакатсем
1. Тумтир
2. Ěҫ-хěл
3. Хваттер
4. Вăрманта
5. Апат-ҫимěҫ
6. Шкул
7. Хула
8. Пахча
9. Вёхёт
10. Килти выльёх-ч.рл.х В.рен\ре усё курмалли \керч.ксем
1. Ҫул =\рев=.сен правили
2. Лавккара
3. Пуш уйёх.н 8-м.ш.
4. Пулё _ 2
5. +.н. =ул яч.пе!
6. Сёмах тымёр.
7. Салам сана: юратнё шкул
8. +ын
9. Пёхча =им.=
10. +ырласем
11. Хула план.
12. Кайёксем
13. Вёрман
14.ю Кайёксем тата ч.р чунсем вёрманта Гербари
Хурăн
Юман
Кěтмел
Кăвак ҫырла
Хура тул
Хурăн ҫырли
Хăмла ҫырли
Ҫăка
Сěлě
Ăвăс
Упасарри
ТирекТулё
Ыраш
КăшманХыр
Хура ҫырла
Улмуҫҫи
Урпа
Вир
Салтак тӳми
Лантёш
Армути
Вěлтěрен
Кукша пуҫ
Мёян
Ама хупаххи (шапа хупаххи)
Хурлёхан
Предметлă ӳкерчěксем
1 Кайăксем
2. Тумтир
3. Савăт-сапа
4. Кун йěрки
5. Килти чěр чунсем
6. Пахча - ҫимěҫсем
7. Тискер чěр чунсем
8. Пирěн ҫемье
9. Профессисем
10. Чěр чунсен чěпписем, ҫурисем
11. Кăмпасем
12. Апат- ҫимěҫ
13. Йывăҫсем
14. Портретсем Муляжсем
1. Хěрлě кăшман
2 Ҫěр улми
3. Ҫарёк4. Кишěр5. Груша
6. Кăмпасем
7. Улма-ҫырла Теттесем
Тискер чĕр чунсем: упа, тилĕ, кашкăр, чĕрĕп, мулкач, пакша, шăши.
Килти чĕр чунсем: йытă, кушак, сурăх, качака, лаша, ĕне, пăру, кăвакал.
Пуканесем. 5