Урок-конспект А.Артемьевaн Салампи романe тaрaх ирттернe вaйa урок
А. Артемьевăн "Салампи" романĕ тăрăх ирттернĕ вăйă-урок.
2 ушкăн вылять. Ыттисем- куракансем.
Лăпкă музыка илтĕнет. А. Артемьев кĕнекисен выставки.
Икĕ ушкăн 2 сĕтел хушшине вырнаçса ларать. Сĕтел варрин-
че чечек, сĕтел çинче - хут, кăранташ …
Epтÿçĕ сăмах калать. Вăйă пуçланатъ.
«Кам-ши?» вăйă.
Авторĕсем: П. Хусанкай, Я. Ухсай, А. Артемьев
Ыйтăвĕсем:
«Хура элчел» трагеди авторĕ кам? ( Я.Ухсай)
Твардовскин «Я убит подо Ржевом» сăвви евĕрлĕ «Шăллăм» поэмăна кам çырнă? (Я.Ухсай)
Гончаровăн «Обломов». Б. Полевойăн «Повесть о настоящем человеке», Герценăн «Былое и думы» ..... хайлавĕсене куçараканĕ»?
( А. Артемьев)
И. Яковлев, К. Иванов. Ф. Павлов. Н. Шупуççынни, Тайар,
П. Пазухин - кам çырнă, мĕнле хайлаври сăнарсем?
( А .Артемьев. «Тăвăл умĕн»)
Кам РСФСРăн Горький ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕ?(Я.Ухсай)
«Аван-и, Пушкин?» сăвă авторĕ? (П. Хусанкай)
«Сапамписем» пĕрин xыççăн тепри хăйсемпе паллаштараççĕ (2 уш кăнта - пĕрер «Сапампи». Сапампи пек тăхăннă, «Эпĕ, Салампи Акрамова ... тесе пуçлаççĕ, 1 минут хушшинче паллаштармалла).
Повеçре кам кама е кам çинчен калать?
Килет пуль те-ха Çĕнĕ çулсем тĕлнелле, тĕлĕкне те куртăм ... Çав юман пек çирĕп каччă ăçта çухалтăр? Шывра та путас çук, вутра та çунас çук. (Валерий çинчен амăшĕ)
2 .... Турта çине таянса ÿснĕ тиха пек, мĕн ачаран ĕçе кÿленчĕ. Килти мĕн пур йывăр ĕçе, арçын ĕçне, хăех туса пурăнчĕ.
(Салампи çинчен, амăшĕ)
Пирĕн ял каччи вăл, Хастарлă Мичуринец, новатор
(Салонов çинчен пĕчĕк Нина)
Шеремет ачин хай çитĕнсе çитмесĕр те уринчен çăпата, çийĕнчен кăвак йĕм каймарĕ. Выçăллă-тутăллă шкула чупатчĕ .Çăпата сутса кĕнекесем туянатчĕ ... Амăшне хисеплет.
(Анна Матвеевна техничка, Алмазов çинчен)
Чăвашсем мана пурнăçра нумай ырă турĕç: фронтра - хама вилĕмрен çăлса хăварчĕç, тылра - ывăлăма пăхса ÿстерчĕç
(А. Прохоров)
Вĕçме тĕнче ирĕклĕ те - ларма вырăн тăвăр пулать.
(Анна Ивановна Алмазова калать)
7. Тăван халăхсăр композитор-юрăсăр шăпчăк çеç.
(Соловьев композитор сăмахĕсене Анна Ивановна Алмазова калать)
8. Юрату - тăван анне мар, амаçури вăл (Сапампи)
9. Канашран иртсе кайсан кама кирлĕ чăваш чĕпхи? (Лутри- Ласкин, Алмазовпа Семенова)
10. Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ-чикки - чикан пек. (Анна Ивановна, Муза пирки)
(Ертÿçĕ миçе ыйту суйласа илет)
"Салампи юрри" янăрать. Çав вăхăтра ушкăнсем умри карточкари ыйтyceм çине хуравлаççĕ те жюри умне кайса xypaççĕ.
(Ыйтăвĕсем пĕр пек)
1. Салампи кампа пĕрле ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ?
(С. Сaлановпа)
Ленăпа Салампи хушамачĕсем (Михайлова, Акрамова)
Салампи çемьере миçемĕш ача? (4)
Кам 70 те 7 çемĕ пĕлет? (Коля)
Салампи амăшĕ мĕн ятлă? (Елюна)
Салампи ашшĕ ăçта? (Çĕпĕре янă, 10 çула, Сталин портречĕшĕн)
Ваттисен сăмахĕсем тăвăр ("Салампи" романра
усă курнисене çеç)
Вĕçсĕр калаçма çук, сăмах вĕçне тухатăн. (Кăна ертÿçĕ вулать). (Пине çитрĕ - сăмах пĕтрĕ). (Кăна вылякансем тупаççĕ).
Лашасем тĕрлĕрен пулаççĕ: ули те, чăпарри те, ăйăрĕ те, кĕсри те
тет. (Тетĕн кĕсри ула тет).
Унтан ярăнсан та яка, кунтан ярăнсан та яка - çавах,
(Пирĕншĕн пупсан ик айкки те тăвайкки).
4. Япан хĕр пулса хăнари пек лараймăн, ытларах арăм пулма тивет. (Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх, арăм ĕмĕрĕ - япанлăх).
Manтaнax киле Сапампи портретне ÿкерме е ăна палăк лартма каласа янă. Командăсем паллаштараççĕ хăйсен ĕçĕсемпе (палăкĕ мĕнрен, мĕнлерех пулать, унта мĕн çырнă ... )
"Салампи" романти пĕр сыпăка лартса параççĕ, вăл сценăра Са-
лампи пулмаллах.
Ертуçĕ пĕтĕмпетÿ тăвать.
Очкосене шутпаççĕ. Кам çĕнтернине палăртаççĕ. Пĕр-пăр юрă янăрать.
Вăхăт çитепĕкпĕ пупсан çак ĕçе тума пулать: А. Артемьев вырăнĕнче
эсĕ пупнă пулсан роман enлерех вĕçленетчĕ-ши, мĕншĕн çапла?
(Кашни команда хай шухăшне калать, командăра пĕри теприне хушса
пырать..