Материал для нучно-практической конференции «EXCELSIOR» Манaн пeрремeш сaвaсем
«EXCELSIOR - 2014»
Направление Творчество
Секция Авторская поэзия и проза (на чувашском языке)
Манăн пĕрремĕш сăвăсем.
Автор:
Васильева Екатерина Евгеньевна, ученица 7 класса МБОУ Малояушская СОШ
Научный руководитель:
Васильева Людмила Ливиковна, учитель МБОУ Малояушская СОШ
Ум сăмах.
Мана Катя Васильева тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 14 çулта. 7-мĕш класра вĕренетĕп. Эпĕ чăваш чĕлхипе литература урокĕсене питĕ кăмăллатăп. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене алран ямастăп - хавхаланса вулатăп. Чăваш поэчĕсен илемлĕ хайлавĕсем килĕшеççĕ. Поэзи çынна хавхалантарать, çунат хушать. Калас тенине сăвăласа çырса пама пултарни- турă панă телей. Ᾰна халăх патне ҫитермелле, ҫынсене те телей парнелемелле.
Эпĕ мана та турри çак телейрен уйăрса хăварман пулĕ тесе шутлатăп, сăвă çырас пултарулăха кăшт та пулин панă пулĕ тетĕп. Сăвă йĕркисем манăн пуçра кăмăл-туйăм савăк чух çуралаççĕ. Вĕсем ытларах çут çанталăк, çемье темисемпе çыхăннă. Çырнисене вара пĕр çĕре пухса пыратăп. Эпĕ район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытатăп. Чылай сăвă унта кун çути курнă та ĕнтĕ. Кăçал вара хам çырнисене пурне те пĕр çĕре пуçтарса çынсем патне çитерсе вĕсем мĕнле хакланине илтес тесе шут тытрăм. Ҫавна май тĕпчев ĕçне те çав енпех çырас терĕм. Хамăн пултарулăха тĕпчевçĕ куçĕпе пăхса тишкерме шутларăм. Ку ĕç маншăн интереслĕ те, усăллă та. Тĕпчев ĕçĕнче çакăн пек ыйтусене пăхса тухма тĕллев лартрăм:
1.Манăн пĕрремĕш сăвăсем.
2.Сăвăсене ушкăнласа тухасси.
3.Хаçат-журналта пичетленнĕ сăвăсем.
4.Сăвă çырма çăмăл-и?
5.итĕнӱсем
Манăн пĕрремĕш сăвăсем.
Сăвă шăрçалас ĕçре пĕрремĕш утăмсем эпĕ пуçламăш класра вĕреннĕ чух тунă. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра пире килте çуркунне çинчен сăвă çырса пăхма хушрĕç. Питĕ лайăх астăватăп, сăвă мĕнле çырмалла-ши тесе чӱречерен пăхса ларнă вăхăтра йĕрке хыççăн йĕрке çуралчĕ. Аннене каласа пăхрăм. Вăл ырларĕ. Сăвăн ячĕ те "уркунне" ятлă.
Шкулта мухтани мана пушшех те хавхалантарчĕ. Вĕрентекен мана санăн питĕ аван пулать тесе, тепĕр сăвă çырса пăхма сĕнчĕ. Мĕн çинчен çырмаллине те каламарĕ. Каллех килте шухăша кайса лартăм. Хальхинче чуна йăпатма юратнă пукане юнашар пулчĕ. Пуканепе выляса, калаçса ларса тепĕр сăвă та çуралчĕ. Ку сăвва "Пукане" ят патăм. "Пукане"- манăн чи ăнăçлă сăвă пулнă тесе шутлатăп.
"уркунне
Ах, çуркунне çуркунне!
Тыткăнлатăн чĕрене!
Çутçанталăк чĕрĕлет,
курăк, çулçă ешерет.
Анчах пылчăк урамра
Шкула мĕнле каймалла?
Пĕве урлă çырмара
Халь каçма хăрамалла!
Шкулта каланă вĕрентекен
Пăрĕ çÿхе çуркуннен!
Çакна асра тытсан ялан
Инкек-шар курмăн-ха кайран!
Пур кĕпер пĕве тавра,
Çавăнта тек каçмалла!
Атă тăхăн та, вара
Яра пар эс шкулалла!
(2009 çул)
Пукане.
Ман юратнă пукане
Юратать çуркуннене.
Пит лайăх-çке! Вăл пĕлет,-
Пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет:
Хĕвел пăхать, ăшăтать,
Йывăç çулçине сарать,
Курак çÿлте краклатать,
Шăнкăрч йăва çавăрать,
Урамра юр ирĕлет,
Шыв сикки пекех кĕрлет ...
Пукане ларать пÿртре.
Тумтирĕ-çке пит çÿхе!
Уринче ун атă çук!
Тухтăр хушнă: «Чирлес çук!»
Эп хĕрхентĕм тусăма,
Хыврăм çири курткăна,
Хывса патăм атăна,
Тухтăр, терĕм, урама!
(2009çул)
Сăвăсене ушкăнласа тухасси.
Сăвăсене темине кура тĕрлĕ ушкăнсене уйăрма пулать. "Пукане" сăвă ман юратнă тетте çинчен. Ыттисем çут çанталăк, çемье, шухăш-кăмăл, шкул темисемпе çыхăннă.
Кил ăшши- атте-анне, çывăх тăвансем. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă чунтан юратнă хаклă çынсем умĕнче пуçăма таятăп. Хамăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсене нихăçан та чĕререн кăлармастăп. емье темипе çыхăннă сăвăсем: "Йăмăк", "Кукамай", "Анне".
Йăмăк.
Манăн Настя йăмăк пур
Вăл илемлĕ те сатур
Урамра та вăл правур
Пур енчен те вăл матур!
Эп йăмăка юратап,
Ᾰна телей кăна сунап
Кирлĕ чухне пулăшап,
Хӱтĕлеп, сĕнӱ парап.
Аслин çапла пулмалла.
Тăвансен ма вăрçмалла?
Шăкăл- шăкăл пурнмалла
Пĕр-пĕрне юратмалла!
(2012 çул)
Анне.
Аннеçĕм ман шкулта ĕçлет-
Ачасене вĕрентет
Мĕнле вăхăт ун çитет?
Тем тума та ĕлкĕрет:
Уроксене хатĕрленет,
Тетрадьсем те тĕрĕслет,
Кил çурта тирпей кӱрет,
Тутлă апат пĕçерет,
Пахча-çимĕç ӱстерет,
чăлха çыхать, тĕрĕ тĕрлет…
Ман ăна мухтас килет
Сăвă халаллас килет
Анне пĕрре çут тĕнчере
Пулсам эс ĕмĕр пирĕнпе
Сан йăл куллу епле хитре
Ялан вăл çиçтĕр сăн-питре!
Кăлармăп эпĕ нихăçан
Эс панă ăс-тăна пуçран
улсем иртсессĕн ак куран
Эс хăв хĕрӱшĕн савăнан! (2013çул)
Кукамай.
Раштав уйăх сиввинче
Кӱлĕхĕрри ялĕнче
Фирсов Хветĕр килĕнче
курнă пепке çут тĕнче
Ольга ят панă ăна
пăхнă пурте юратса
иккĕмĕш ача кăна
пулнă вăл çав вăхăтра
асли пулнă вĕсен ывăл
ячĕ пулнă Микулай
каярах çуралнă йăмăк
Вова,Гена шăллĕсем
пурте туслă Фирсовсем
çапла ӱсеççĕ тăвансем…
вăхăт иртнĕ-çке нумай
Ольга-халь пирн кукамай
кукамайăм кукамай
тем ĕçлетĕн эс пĕрмай
тутлă кукăль пĕçеретĕн
эпир пырассине сисетĕн
эпир- санăн ачусем
кĕрӱсемпе мăнуксем
тăхлачусем ,тăванусем
калатпăр ăшă саламсем
тулăх пултăр пурнăç сан ялан
сывлăх ан хавшатăр нихăçан
ыр сунатпăр сана кăмăлтан
эсĕ хаклă пире ылтăнран!.
(2013 çул)
ут çанталăк темипе çыхăннă сăвăсен ушкăнне "уркунне" , "Хĕлле", "Тилĕ-тус", " Кашкăр" ятлисене кĕртме пулать. ак сăвăсенче эпĕ çулталăк вăхăчĕсен илмне, çутçанталăк епле улшăннине палăртма тăрăшнă. 4-мĕш класра тĕрлĕ юптарусем вуланă хыççăн, манăн чĕр чунсем çинчен çырас килчĕ. авăн чух тилĕпе кашкăр çинчен хам мĕн шутланине те сăвăларăм.
Тилĕ-тус
Тилě тус Чăваш енче
Пурăнать вăрмансенче.
Хăвалать куянсене,
Тата çиет шăшисене.
Хăш чух вăл килкелет яла,
Çынсен чăххисене тытма…
Тен ахаль мар-çке халăхра
«чее» тесе калаç ăна.
Хитрее-çке тилě, ман шутпа,
Анчах усал вăл пурнăçра!
Туссем! Ан пулăр тилě пек!
Пуласчě ěмěр этем пек!
(2011 çул)
Кашкăр.
Эп ÿкертěм кашкăра-
Анчах хăрарăм сăрлама.
Усал чунлă чěр чуна
Каймаç нимле сăрă та!
Сăрă кашкăр кашаман
Юмахра ырă пулман.
Тен хырăмě выçнăран
Хаярланнă вăл ялан.
Тукмак хÿре чěр чуна
Эп хěрхентěм пěр кана-
Сăнлас тěрěм сăвăра
Мěн калěç-ши халăхра?
(2011çул)
Хĕлле.
Шурă юр вĕл-вĕл вĕçет,
анталăк та сивĕтет.
Пĕве пăрпа витĕнет,
Хĕл хăй çинчен систерет.
Хĕл Мучи çула тухать,
Кĕç çил-тăман кăларать.
Кантăксене эрешлет,
Пире питрен чĕпĕтет.
Хăрамастпăр пурпĕрех,
Килтен тухатпăр та ирех
Вылятпăр туслăн кунĕпех,
Пире сывлăх кирлĕрех.
(2013 çул)
Час-часах пирĕн шкулта тĕрлĕ путарулăх конкурсĕсем те пулалаççĕ. Вĕсенче пĕр-пĕр уява халалласа сăвă çырмалли ĕçсем те пулаççĕ . Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунĕ. "Эх, пуласчĕ космонавт!" ятлă сăвва шăпах çак куна халалланă та ĕнтĕ.
Эх, пуласчĕ космонавт!
Вěренетěп тăрăшса
Эпě пиллěкмěш класра
Пěлкелеп компьютера
Час-час кěреп Интернета
Ак вуларăм пěр сайтра
Тěрлě космонавт çинчен
Тěлěнсе те савăнса
Сăвă çыртăм чěререн
Эх!..пуласчě космонавт
Тетěп эпě хăш чухне
Ăслă-тăнлă çын пулса
Вěçес тěнче уçлăхне!
Эх!..курасчě хам куçпа
Аякри çăлтăрсене,
Туйса курас урапа
«невесомость» тенине.
Ăмсанап Гагарина!
Хам ентеш Андрияна!
Вěсем пулнă космосра
Чăн та тивěç мухтава!
Тěрлě наци çыннисем
тěл пулаç халь «Мир» çинче
Ирттереççě опытсем
Орбита станцийě çинче
Çитсе килесчě ман унта!
Курасчě Марс планетăна
Лартса пăхас улмуççисем
Тен тутлă пулěç улмисем!
(2012 çул)
Мĕн вăл вăрçă?
"Мĕн вăл вăрçă, кукамай?"-
ыйтрăм эп пĕррехинче.
Вăл каларĕ сăмах май:
"Вăрçа ан куртăр çут тĕнче!"
ĕртме уйăх вĕçĕнче
Усал хыпар илтет тĕнче.
-Вăрçă пуçлаç нимĕçсем!-
Ак çакна пĕлеç çынсем.
Халăх кайрĕ кĕç фронта,
Хытă çапăçрĕ унта,
ынсем вилчĕç пит нумай,-
Терĕ мана кукамай.
-Пĕтрĕç ялсем ,хуласем
унчĕç кил-хуралтăсем.
Ашкăнчĕç -çке фашистсем.
Ирсĕр Гитлер йыттисем.
Пирĕн ват асаттесем
Пирĕн ват кукаçисем
Асра юлччĕр ,ачасем,
Вĕсем-чăн-чăн паттăрсем!
(2013 çул)
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чылай çын çĕршыва сыхласа, паттăррăн çапăçса пуçне хунă, аманса таврăннă. Вăрçă мĕнле хăрушшине эпир литература вуласа тата кино курса пĕлетпĕр. Вăрçă ан пултăрччĕ нихăçан та … Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен çырнă сăвă "Мĕн вăл вăрçă?"
Хаçат-журналта пичетленнĕ сăвăсем.
Эпĕ район хаçачĕпе тачă çыхăну тытатăп. Чылай сăвă унта кун çути курнă та ĕнтĕ. "ĕнтерӱ улĕ" хаçатра пичетленсе тухни маншăн пысăк чыс тесе шутлатăп. 2013 улхи раштав уйăхĕн черетлĕ номерĕсенче "Эх, пуласчĕ космонавт!", "Хĕлле", "Тилĕ-тус", " Кашкăр" сăвăсене вулама пулать. Малашне те хаçатпа çыхăну тытас кăмăл пысăк.
Сăвă çырма çăмăл-и?
Сăвă çырма çăмăлах мар. Хăш чух сисмесĕрех йĕрке хыççăн йĕрке çуралать, çăмăллăн. Тепрере сăвва пĕрремĕш хутранах çырма пулмасть. Хăш чухне рифмăсем тупма йывăр, вĕсем пĕр пек пулмаççĕ. Сăвва чи малтан хамăн аннене кăтартатăп ,вăл мана пулăшать, йĕркесене илемлетет. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулани те чылай усă парать. Вĕсене пула манăн чĕлхе пуянланать, илемленет.
итĕнӱсем.
Эпĕ хама активлă хĕр ача тесе шутлатăп. Шкулта ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче хутшăнма тăрăшатăп. "Чĕвĕлти чĕкеç", "Кенгуру" , "Русский медвежонок", "Инфознайка" тата ытти дистанци мелĕпе иртекен конкурссенчен те юлмастăп, районти наукăпа практика конференцийĕнче те малти вырăнсем йышăннă. акна çирĕплетекен хутсем, грамотăсемпе дипломсем те манăн сахал мар. Сăвăсене илес пулсан, эпĕ 2010 çулхи юпапа чӱк уйăхĕсенче ирттернĕ "Хавхалану çăлкуçĕсем" ӱнерпе литература фестивалĕн "Автор хăй çырнă сăвăсене, эссесене пăхмасăр калать" номинацийĕнче районта I вырăн йышăнса республика шайĕнче хутшăнтăм. Пысăк пултарулăхпа ăсталăх кăтартса 7-10 çул тултарнă ача ушкăнĕнче II вырăна тухма пултартăм. Уншăн мана Чăваш республикин вĕренӱ институчĕн дипломĕпе чысларĕç.
Маншăн ку пысăк чыс.
Хыç сăмах.
Пурнăç пĕрре килет, çавăнпа та ăна усăсăр, тĕллевсĕр пурăнса ирттермелле мар. Манăн тĕллев- лайăх çын пуласси, хам çинчен халăх хушшинче ырă ят хăварасси. Тĕллеве пурнăçлама мана сăвăсем те пулăшĕç. Манăн сăввăмсем- манăн çунатăмсем. Сăвăсем мана шалти шухăш-кăмăла сăнарлăрах, туйăмлăрах уçса пама пулăшаççĕ. Чăваш чĕлхи -чĕвĕлти чĕкеç чĕлхи. Мĕн тери илемлĕ вăл, ачаш та çепĕç! Эпĕ хам чăваш пулнишĕн , çак чĕлхепе калаçма пĕлнишĕн савăнатăп мухтанатăп. Тавах мана
çак чĕлхене туйма, юратма вĕрентнĕ çынсене: аттепе аннене, çывăх тăвансене, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Нина Петровнăна.Вĕсен шанчăкне тӱрре кăларма тăрăшăп.
Эпĕ сăвăсем татах çырасшăн, район тата республика шайĕнче иртекен конкурссене малашне те хутшăнасшăн.