Сценарий внеклассного мероприятия на тему Труд красит человека


Тема:Ӗç çынна илем кӱрет.
Тĕллевсем:
1.Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2.Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне,çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне малалла аталантарасси.
3.Ачасене ĕçе юратма, ĕç çыннисене хисеплеме, вĕсемпе мухтанма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентацисем: «Ĕç вăл - пурнăç илемĕ», «Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем».
«Ĕç вăл - пурнăç илемĕ» презентацин слайчĕсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Ĕç вăл – пурнăç илемĕ.
2-мĕш слайд: Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет.
3-мĕш слайд: Этем тени ĕçпе паха.
4-мĕш слайд: Ĕç çынна мухтава кăларать.
5-мĕш слайд: Виçсе касни виçеллĕ.
6-мĕш слайд: Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет.
7-мĕш слайд: Ĕçчен ал валли ĕç тупăнать.
8-мĕш слайд: Ӱркенмен ăста пулнă.
9-мĕш слайд: Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.
10-мĕш слайд: Ăсти епле – ĕçĕ те çапла.
11-мĕш слайд: Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
12-мĕш слайд: Ĕçлемесен пурлăх пулмасть.
13-мĕш слайд: Куç хăрать те, ал тăвать.
14-мĕш слайд: Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать.
15-мĕш слайд: Тавтапуç!

«Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем» презентацин слайчĕсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем»
2-мĕш слайд: Этем тени ĕçпе паха.
3-мĕш слайд: Ĕçлемесен хырăм тăранмасть.
4-мĕш слайд: Ĕçрен хăракан ырă курман..
5-мĕш слайд: Кам кулач çиес тет, кăмака çинче выртмасть.
6-мĕш слайд: Пулă çиес тесессĕн шыва кĕрес пулать..
7-мĕш слайд: Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
8-мĕш слайд: Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.
9-мĕш слайд: Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи.
10-мĕш слайд: Юлхава ялан уяв.
11-мĕш слайд: Ир тăракан тутă пулнă.
12-мĕш слайд: Сывлăм типиччен çулса пăрахма хушнă.
13-мĕш слайд: Ĕçлемесен пурлăх пулмасть.
14-мĕш слайд: Çÿреме юратсан, çунине туртма юрат.
15-мĕш слайд: Тарличчен ĕçлесен тăраниччен çиетĕн.
16-мĕш слайд: Ĕçлесе пĕтерсен канма лайăх.
17-мĕш слайд: Ĕç мухтава кăларать.
18-мĕш слайд: Чĕлхепе маар, ĕçпе мухтан.
19-мĕш слайд: Еçрен хăраман ăста пулнă.
20-мĕш слайд: Ăсти мĕнле, ĕçĕ те çапла.
Уявăн юхăмĕ:
1.Учителĕн ум сăмахĕ: Паян эпир уява пуçтарăнтăмăр. Пирĕн уяв ячĕ «Ĕç вăл - пурнăç илемĕ». Ăна эпир ĕç сыннин çулне халаллатпăр. Пире курма хăнасем килнĕ. Эпир хăнасене яланах хавас.
1.Юрă «Путене»
Ачасем çаврашка туса юрă юрласа утаççĕ. Пĕр ачи çаврашка варринче.
1.Путĕр-путĕр путенеПĕрчĕ пухма юрататьЮратать,юрататьЧăнахах та юратать.
2.Пĕчĕк ача Петĕр пурСад пахчине юрататьЮратать,юрататьЧăнахах та юратать.
3. Сад пахчине юрататьУлма-çырла пуçтаратьЮратать,юрататьЧăнахах та юратать.
4. Улма-çырла пуçтаратьЙыш пуçтарса хăналатьХăналать,хăналатьЧăнахах та хăналать.
(Çаврашка варринчи ача пан улмисене валеçсе пĕтерет те юрлать)
5. Ĕçлеме эп юратапПитĕ-питĕ юратапЮратать,юратать( ачасем юрлаççĕ)
Ĕçлеме вăл юратать.
Ертсе пыраканни:
Ачасем, ĕç çинчен эпир нумай сăвă- юрăсем, ваттисен сăмахĕсем вĕрентĕмĕр. Аса илер-ха вĕсене.2. Сăвă.( 1ачи ыйтать, тепри хуравлать)
-Уя пĕр тухсан мĕн хавас? -Ака-суха сасси пит хавас. -Хăртна пĕр пырсан мĕн хавас? -Çава-çурла сасси пит хавас. -Анкартине кĕрсен мĕн хавас? -Тăпачсен сасси пит хавас. -Киле пĕр кĕрсен мĕн хавас? -Ывăл-хĕр сасси пит хавас.
Хорпа калаççĕ:
Ĕç вăл - пурнăç илемĕ.
3. Сăвă.(1ачи ыйтать, тепри хуравлать)
—Шăлтăр-шăлтăр урапа, Ăçта кайрăн, урапа? —Кайрăм-кайрăм урапа Утсем валли ут çулма. —Шăлтăр-шăлтăр урапа, Ăçта çултăн утăна? —Çултăм, çултăм урапа Парлак çинчи курăка.—Шăлтăр-шăлтăр урапа, Кампа çултăн, урапа? —Çултăм, çултăм урапа Хамăр кÿршĕ Елеçпе. Пирĕн кÿршĕ Елеç пур, Унăн çави вырăсла: Пĕр çавăрса кастарсан, Ик ытама   кĕрес çук.
Ăсти епле, ĕçĕ çапла.
4. Сăвă.
Касрăм,касрăм пĕрене,Турăм лартрăм шурă пÿрт. Шурă пÿртре шур сĕтел, Шур сĕтел çинче шур чашăк, Шур чашăкра шур кулач.
Ĕçлесе выçсан, çăкăр та кулачран тутлă. Тăрансан, пыл та йÿçĕ.
5.Юрă- вăйă.(Пĕр ачи калать, ыттисем унпа пĕрле хусканусем тăваççĕ)Касрăм, касрăм шур ăвăс, Турăм лартрăм  шур карта, Лартрăм, лартрăм   купăста. Усрĕ ларчĕ купăста Акă çапла шур пуçлă, Кун пек пысăк çулçăллă. Ай пиччесем, инкесем, Пырăр киле хăнана, Шур купăста тутанма.
Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать.
6.Сăвă.
Курак, курак! Курак килет, пăтă çакать, Чĕппи  килет, çу ярать,Ашшĕ килет, аш ярать, Амăш килет, çитерет.
Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет.
7. СăвăТăри ирех тăнă та Шăрантарать юррине; Тăр-тăри, тăр-тăри, Ирпе ирех тăтăр-и, Пăри пĕрчи акрăр-и, Пăри пăтти çакрăр-и, Сарă çуне  сапрăр-и, Çиме мана лартрăр-и?
Ир тăнă кайăк тутă пулнă, тет.
8.Сăвă.
Сăвай çапма пире чĕнчĕç, Кĕпер тума пире хушрĕç. Сăвай, сăвай, тÿрех лар, Çĕр тĕпнелле анах пар! Пире тукмак нимех мар, Пĕр йăтар та пĕр çапар. Сăвайсене  сăвăпăр, Кĕперрине хывăпăр. Кĕпер пултăр хурçăран, Карлăк пултăр пăхăртан, Каçакан пултăр пушмаклă, Лаши пултăр çунатлă.
Вăй-халтан кайиччен ĕçлемесĕрвăй-халлă пулаймăн.
9.Сăвă.( 1 ачи калать, ыттисем хусканусем туса кăтартаççĕ)
Аслă улăха тухрăмăр, Улăх ути çултăмăр. Эпир ăна тавăртăмăр, Типĕте-типĕте пухрăмăр, Утă купи турăмăр, Лашапа турттартăмăр. Атьăр капан хывар-и, Харăс-харăс таптар-и!
Авăнмасăр, вăй хумасăр, утă çулас мар.
10.Сăвă.
Вĕрене çулçă кăларнă  чух Пуртă йăтса ан тухăр. Кайăк чĕпĕ кăларнă чух Йытă ертсе ан тухăр. Ыраш шăркана ларнă чух Çурла йăтса ан тухăр.Касма çăмăл, ÿстерме йывăр.
11. Сăвă.( 1 ачи ыйтать, ыттисем кăтартса хуравлаççĕ)
-Суха мĕнле тăваççĕ? -Акă та çапла тăваççĕ. -Сÿрене мĕнле сÿреççĕ? -Акă та çапла сÿреççĕ. -Тырра мĕнле акаççĕ? -Акă та çапла акаççĕ.
Хорпа калаççĕ:
-Ака-суха - ал çемми,-Çăкăр сăмси – шăл çемми.
-Тырра мĕнле выраççĕ? -Акă та çапла выраççĕ. -Авăна мĕнле çапаççĕ? -Акă та çапла çапаççĕ.
Хорпа калаççĕ:
-Арман чулĕ витĕр тухмасăр, çăкăр çăвара кĕмест.
2.Сăвă.(1 ачи ыйтать, ыттисем кăтартса хуравлаççĕ)
-.Çăнăха мĕнле авăртаççĕ? -Акă та çапла авăртаççĕ. -Чустана мĕнле çăраççĕ? -Акă та çапла çăраççĕ. -Çăкăра мĕнле хываççĕ? -Акă та çапла хываççĕ.-Çăкăра мĕнле кăлараççĕ?Акă та çапла кăлараççĕ. -Çăкăра мĕнле леçеççĕ? -Акă та çапла леçеççĕ.
Çиччĕне çитиччен амăшне пулăшаканçитмĕле çитнĕ, тет.Саккăра çитиччен ашшĕне пулăшакан сакăрвунна çитнĕ, тет.
3.Юрă «Ĕçчен ачасем»
1.Эпир чăваш ачисемĔçлеме юрататпăр.
Мĕн пĕчĕкрен ĕçлетпĕр.
Ĕçпе пиçсе ÿсетпĕр.
Хушса юрламалли:
Аннене пулăшатпăр,
Аттене пулăшатпăр.
Асаннене, асаттене.
Кукамайпа кукаçине -
Пурне те пулăшатпăр,
Ĕçчен çынсем пулатпăр.
2.Эпир чăваш ачисемУлăп паттăр ачисем.
Ун пек вăйлă пулатпăр,
Ун пек патвар пулатпăр.
Хушса юрламалли.
Ертсе пыраканни: Халĕ вара эпир хăнасене хамăрăн презентаципе паллаштаратпăр.
(Ачасем слайдсем тăрăх черетпе каласа параççĕ)
Пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тепĕр хут аса илер-ха.(Тепĕр презентацин слайчĕсем тăрăх вулаççĕ). Пире курма килнĕ хăнасене чунтан тав тăватпăр.