Конспект урока по чувашскому языку на тему Иртне вахат ( 5 класс)
Тема: Иртнӗ вӑхӑт
Тӗллевсем:
Вӗрентӳ тӗллевӗ: вӗреннӗ темӑна аса илсе çирӗплетесси;
Аталантару тӗллевӗ: иртнӗ вӑхӑтри глаголсене çырура тӗрӗс çырма хӑнӑхтарасси; ачасен шухӑшлӑвне, ӑнкарне аталантарасси;
Воспитани тӗллевӗ: çут çанталӑкк пуянлӑхне упрама вӗрентесси
Кирлӗ хатӗрсем: интерактивлӑ доска, çутçанталӑка сӑнлакан ӳкерчӗксем, çулçӳрев карттиУрок юхӑмӗ:
1.Урока йӗркелесси
2. Йыхрав хутне вулани«Хисеплӗ вӗренекенсем!
Эсир «Иртнӗ вӑхӑт» темӑна вӗренсе пӗтертӗр.Вӗренни асра юлчӗ пулӗ, хӑвӑр мӗн асра хӑварнине тӗрӗслесе пӑхмашкӑн «Иртнӗ вӑхӑт» çул çӳреве тухсамӑр. Ӑнӑçусем сунатӑп сире, чӑваш чӗлхи тусӗсем!»
3.«Теори станцийӗ.
-Иртнӗ вӑхӑтри глаголсем мӗне пӗлтереççӗ?
-Иртнӗ вӑхӑтри глаголсем мӗнле ыйтусене хуравлаççӗ?
-3-мӗш сӑпатри глаголсен форминче хӑçан –чӗ(-чӗç), -рӗ(рӗç) çырмалла4. « Практика» станцийӗ.
-Панӑ предложенисенчен иртнӗ вӑхӑтри глаголсене тупӑр (слайд)
Акӑ çитрӗ ылтӑн кӗр. Пурте пуян, пурте пӗр.Маншӑн пурте ыр хӑна. Хӑть урапа, хӑть çуна.Хир илемӗ кайрӗ, сӗм вӑрман çаралчӗ, пӗрмай çумӑр çӑвать.
Хӑнӑхтарупа ӗçлени (кӗнекепе ӗçлени)
5.«Сӑпат» станцийӗ.
- Глагол ӗçе кам тунине кӑтартать.Ун пек чух вӑл миçе сӑпатра пулать?
-Панӑ предложенисенчи глаголсене иртнӗ вӑхӑтра лартса çырӑр, сӑпатне палӑртӑр.(слайд)
Хура кӗр пуçланӗ.Хӗвел курӑнӗ.Сивӗ çил вӗрӗ. Вӗтӗ çумӑр çӑвӗ.Малтанхи юр курӑнсан хӗрӗх кунран хӗл ларӗ.
6. «Кану» станцийӗ.(слайд)
Ытарлӑх «Кайӑк-кӗшӗк»
а) Ӗлӗкрен-авалтан камӑн чӗлхи хисепре? (чӗкеç)
ӑ) Йывӑçлӑхри тухтӑр мӗн ятлӑ?( улатакка)
б) Мӗнле вӗçен кайӑк хыçӗнче шыври чӗрчун пурӑнать?(ку-рак)
в) Почта кайӑкӗ мӗнле вӗçевçӗ?( кӑвакарчӑн)
г) Çул шутлакан кайӑк мӗн ятлӑ?(куккук)
Физкультура саманчӗ.
-Вӗçӗр!(хусканусем туни)
-Ачасем мӗн турӗç? –Вӗçрӗç (сӑмахпа калани)
Ишӗр!Сикӗр!Утӑр! Чупӑр
-Ачасем мӗн турӗç?
-Ишрӗç, чупрӗç, сикрӗç, утрӗç.
- Саша мӗн турӗ?
-Утрӗ, чупрӗ, ишрӗ, сикрӗ.
7. «Хисеп» станцийӗ.(слайд)
-Глагол миçе хисепре пулма пултарать?
-Вырӑсларан чӑвашлана куçарӑр.Иртнӗ вӑхӑтри глаголсене тупӑр, хисепне палӑртӑр.
Какие птицы зимовали у нас?- Пирӗн патра мӗнле кайӑксем хӗл каçрӗç?
У нас зимовали синицы, вороны, голуби, галки, воробьи.-Пирӗн патра кӑсӑясем, ула кураксем, кӑвакарчӑнсем, чанасем, çерçисем хӗл каçрӗç.
Вы помогали полезным птицам?- Усӑллӑ кайӑксене пулӑшрӑр-и?
Мы развешивали скворечники, кормили птиц зимой, охраняли гнезда.- Эпир шӑнкӑрч йӑвисем çакрӑмӑр, кайӑксене хӗлле апат патӑмӑр, йӑвисене сыхларӑмӑр.
8. «Форма» станцийӗ (слайд)
-Глагол тӗпӗпе вӑхӑт аффиксӗ хушшинче мӗн вырнаçнӑ? (çуклӑ форма аффиксӗ)
-Панӑ сӑмахсенчен çуклӑ формӑ тӑвӑрКалаçрӗ, вуларӑм, çыртӑмӑр, ташларӑн, юрларӗç,сикрӗр.
9. «Пӗтӗмлетӳ» станцийӗ.(слайд)
- Суйлав диктанчӗ (панӑ предложенисенчен иртнЕ вӑхӑтри глаголсене çеç çырса илесси)
Çанталӑк сивӗ тӑчӗ.Йывӑçсене тем хулӑнӑш пас тытрӗ. Ура айӗнчи юр пусмассерен кӑчӑртатать. Пахчара пӗр кайӑк сасси те илтӗнмерӗ.Ӑш кунта кӑсӑясем туллиех пулаççӗ.Халӗ вӗсем хӳтлӗсене пытанса пӗтнӗ.
-Килте «Кайӑксем- пирӗн туссем» е «Хӗлле манӑн юратнӑ çулталӑк вӑхӑчӗ» темӑпа çыхӑнуллӑ предложенисем йӗркелесе çырӑр.