Конспект обобщающего урока по чувашскому языку на тему Деревья(4 класс)


Урок теми:
Йывăçсем çинчен вĕреннине аса илни.
1.Сăпарлăх тĕллевĕ:
-Чăваш Республикинчи йываçсем çинчен тата тарăнрах пĕлес туйăма аталантарасси.
-тăван ене юратас, унăн пурлăхне упрас тата унпа киленес туйăма малалла аталантарасси .
2. Пĕлÿ тĕллевĕ:
-йывăçсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;
- «Хыр» текста вуласа вырăсла куçарасси, ăнланасси;
3. Аталантару тĕллевĕ:
- ачасен тавракурăмне ÿстересси, хăйсен шухăшне пĕтемлетсе калама вĕрентесси, пултаруллăхне аталантарасси;
-ачасен пуплев культурине тата логикаллă шухăшлавне аталантарасси;
-пĕр–пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнахтарасси;
Урок мелĕпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, кăтартуллă вулав,ачасен илемлĕ вулавĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав,пĕчченшерĕн калани, слайдсемпе усă курни, сăмах майлашăвĕсем, предложенисем йĕркелени.
Пуплеве аталантармалли хăнахусем: калава илемлĕ вуласа шухăша палăртасси, ребуспа ĕслеме хăнăхасси, терĕс мар йĕркеленĕ предложенисене тÿрлетесси.
Словарь ĕçĕ: Çурçĕр- север
Çинçе –тонкий
Йĕпĕ - иголка
Шурлăх- болото
Кĕтмел- брусника
Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ пособийĕ «Чăваш чĕлхи» 4 класс, компьютер, мультимедиа проектор, экран, слайдсем, «Пирĕн тăрăхри йывăçсем», домино, çыру тетрачĕ, йывăç ÿкерчĕкĕсем.
Урок эпиграфĕ: «Пĕр йывăç касрăн пулсан - икĕ йывăç ларт.»
Ваттисен сăмахĕ.
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени: ачасем сывлăх сунса ларни, дежурнăй сăмахĕсем, слайд 1
Çепĕç пуплев саманчĕ:
Айтăр тухăр, юлташсем
Пурте аслă урама!
Лартăр симĕс йывăçсем
Хурăн, йăмра, хурама!
(Ачасем пĕрле вуласа ăнланни, доска çинче çырни, хуратнă сăмахсене аса илни)
Пуçватмăшпа ĕçлени: ( Ваттисен сăмахне вуласси) слайд 2
«Пĕр йывăç касран пулсан, икĕ йывăç ларт.»
- Ачасем эпир сирĕнпе паянхи урок темине тупса палартрăмăр. Какую цель поставим к уроку,о чём будем вспоминать?
(Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ йывăçсем çинчен калаçăпăр, вĕсен пайĕсене аса илĕпĕр)
-Тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçласа хамǎр чǎваш чĕлхине мĕнле пĕлнине кǎтартса парǎпǎр.
- Тĕрĕс хуравшăн сире хитре йывăç çулçисем пулĕç. Апла пулсан малалла кайар.
Йывăçсен ячĕсене аса илесси. Слайд 3-12
План тăрăх кĕске калав тăвасси Слайд 13
-Йывăç мĕн ятлă?
- Вăл мĕнле йывăç: çулçăллă е лăсăллă?
- Унăн çÿлçисем, чечекĕсем, çимĕçĕсем мĕнле?
5. Домино тăрăх ĕçлесси.
6. Тăхтав саманчĕ . Йывăç пайĕсене каласа парасси. Слайд 14
(юман вулли, çулçи, тункти, йĕкелĕ, тымарĕ, )
«Кам хăвăртрах йĕркелесе хурать» вăйă
7. Текст тарах ĕçлесси.
а) Словарь ĕçĕ слайд15
ă) Калавпа ĕслесси
«Хыр» текста пайǎн-пайǎн вуласа куçаратпǎр. Тимлĕ итлĕр. Хыр çинчен тата мĕн çĕнни пĕлетĕр? (текста ачасем вулани, куçарни)
б) Ыйтусем çине хуравлани (сăнчăр мелĕпе)
в) Синквейн туни
1. Хыр
2.Лăсăллă, симĕс
3. Пуранать, ÿсет, пулать.
4.Симĕс хыр нумай çул пурăнать.
5. Йывăç.
г). Проблема саманчĕ. Слайд 16-17
Ксенья Г. кĕрет. Тĕрĕс мар йĕркеленĕ текстпа ачасене паллаштарать. Ачасен йăнăшсене тупмалла.
- Салам 4- мĕш классем.Эпĕ симĕс хыр. Эпĕ пĕчĕк йывăç, çÿллĕ мар. 100 çул кăна пурăнатăп. Хĕлле те çулла та манăн çулçăсем симĕс.Хыр вăрманĕнче сывлаш уçă, сиплĕ, анчах кислород сахал.
(ачасем икшерĕн ĕçлесе йăнăшсем тупаççĕ, ăнлантараççĕ.)
д) «ытлашшине туп» ĕçе пурнăçласси. Слайд 18
- Ачасем пирĕн хăна çине пăхар-ха саванăçлă вăл е çук?
-Çук, хыр савăнăçлă мар.
-Мĕн пулнă –ши сана хыр?
- Çут çанталăка çынсем юрататпăр теççĕ, хăйсем вара пире кÿрентереççĕ.
- Мĕн тăваççĕ вара вĕсем?
Акă, хăвăр хуравлăр-ха ыйту çине.(Слайдпа ĕçлени) Слайд 19-22
Мăйăр Хуçса пĕтернĕ шĕшкĕ
Хурăн шывĕ Амантса хăварнă хурăн
Сĕтел- пукан Тункатасем çеç юлнă юманлăх, хырлăх
Пан улми Амантнă улмуççи тураттисем
8. Пĕтĕмлетÿ туни Çын çут çанталăкшан тус е тăшман?-------- Мĕншен çын çавăн пек тăвать? (Культура çук)--------------Апла мĕн тумалла? (çут çанталăкпа туслă пуранмалла, ăна упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлǎх та çут çанталǎк тасалǎхĕнчен килет.)
9. Çыру ĕçĕ. Çыру тетрадчĕ тăрăх ĕçлесси.
10. Ĕлĕкхи самантсене аса илни. Слайд 23
- Ачасем йывăçсене чăваш халахĕ юратнă, вĕсен ячĕсене усă курса çынсемпе те танлаштарнă. Кампа танлаштарна-ши çак йывăçсене?
Тĕрĕс хуравне пĕлесии.
Юман –атте. (Из него делали фундаменты для дома.)
Çăка- анне. (Посуду, колыбели для детей.)
Шĕшкĕ- шăллăм.(растёт группами)
Йăмра- йăмăк.(любимое дерево чувашей)
11. Йывăçпа ĕçлекен ăстаçăсем. Слайд 24-26
Елĕкхи çынсем вǎрмана та,пĕтĕм çут çанталака та пуç тайса хисепленĕ, хǎйсене çут çанталǎкран пысǎкрах тесе шутламан. Пирĕн те çавна манса каяс марччĕ. Çут çанталǎка упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлǎх та çут çанталǎк тасалǎхĕнчен килет.
12. Рефлекси
-Ачасем, халĕ сире валеçсе панă çулçăсене йывăç макечĕ çине çыпăçтарăр: çÿлерех- урок килешрĕ пулсан, çĕнни пĕлтĕр пулсан, аяларах- урок килĕшмерĕ пулсан.
-Ан ÿркенĕр, ăсла пулăр, Слайд 27 Пĕлмелли питех нумай.Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр.Çивĕчленер тĕрлĕ май. (Петĕр Хусанкай)
13. Киле ĕç пани.
а)пĕр йывăç çинчен тĕпчев ĕçĕ тăвасси
ă)ÿкерсе килесси

- Салам 4- мĕш классем. Эпĕ симĕс хыр. Эпĕ пĕчĕк йывăç, çÿллĕ мар. 100 çул пурăнатăп. Хĕлле те çулла та манăн çулçăсем симĕс. Хыр вăрманĕнче сывлăш уçă, сиплĕ, анчах кислород сахал.
-Çут çанталăка çынсем юрататпăр теççĕ, хăйсем вара пире кÿрентереççĕ.
-Акă хăвăр хуравлăр-ха ыйту çине.