Урок теми: Ев?рлев с?мах?сем


Урок теми: Евӗрлев сӑмахӗсем
Вӗрентӳ тӗллевӗ: Евӗрлев сӑмахӗсем ҫинчен вӗрентесси. Вӗсене ытти пуплев пайӗсемпе танлаштарасси. Евӗрлев сӑмахӗсене усӑ курма хӑнӑхтарасси.
Воспитани тӗллевӗ: Килти чӗр чунсен пурнӑҫӗпе паллаштарасси. Вӗсене юратма, сӑнама, итлеме хӑнӑхтарасси. Ял пурнӑҫӗнчи сас-чӗве итлеме хӑнӑхтарасси, юратма, упрама пулӑшасси.
Урока кирлӗ хатӗрсем: проектор, презентаци, мультипроектор
Урок тӗсӗ. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентмелли урок.
Технологисем: критикӑлла шухӑшлав технологийӗн меслечӗсемпе ӗҫлени, «Ӑнлав кустӑрми»
ИКТ тата ЦОР технологийӗсем:
MS Power Point программӑпа хатӗрленӗ презентаципе усӑ курасси;
Ачасене ушкӑнпа тата хӑйсене тӗллӗн ӗҫлетересси
Урок мелӗсемпе меслечӗсем:
- ыйту-хурав
- презентаципе усӑ курасси
-схема йӗркелесси
Урок тытӑмӗ.
Килти ӗҫе тӗрӗслени
Хӑнӑхтару пуххи, 6-7 классем валли, 2013 (Л.Г. Петрова)
204-мӗш хӑнӑхтарӑва пурнӑҫласси
Паян тумалли ӗҫе ырана ан хӑвар.
Юлхава ялан уяв.
Эпир питӗ хытӑ утнине ӗшӗннӗ те кӗпер ҫине тӑтӑмӑр.
Кӑшт кансан Ҫемук пичче хӳшӗ ҫине курӑк витме пуҫларӗ.
Бригадир пире салтаксене тӑратнӑ пекех пӗр рете тӑратрӗ те хӑй васкамасӑр ерипен ҫулса кӑтартрӗ.
Ӗнертенпех пӗр чарӑнмасӑр ҫумӑр ҫӑвать.
Уҫланкӑран утта ыранччен капана хывмалла.
Темӑпа тата урок тӗллевӗсемпе паллаштарасси.
Учитель ӗҫӗ.
Улатакка так-так-так!
Йывӑҫа таккарӗ:
«Тӗрӗслес кӑна пӑртак,
Шӗкӗ ернӗ мар-и?
Тасатас ӑна хуртран,
Ырӑ сывӑ ӳстӗр.
Ан чирлетӗр ӑнсӑртран,
Сив хӗле те тӳстӗр.»
- Мӗнле кайӑк тук-тук-тук та тук-тук-тук тутарать? (улатакка)
Сас кайрӗ пӑшӑл-пӑшӑл
Сӗм-сӗм вӑрмансенче
Чухенчӗ ылтӑн кӑшӑл
Ирхи кӗтне ҫинче.
Му-ук! та му-ук! тесе ӗне
Васкаса утать килне
Ҫитересшӗн вӑл сӗтне
Пирӗн пӗчӗк пепкене.
- Кача-кача качака
Шӑлтӑр-шӑлтӑр мӑйраки,
Тӑпӑр-тӑпӑр тяпписем, -
Ӑҫта каян, пӗлтерсем?
Кушак мӑр-мӑр мӑрлатать,
Хӳрипе тек пӑтратать.
Тӑрӑххӑн сикет – ҫитесшӗн,
Алӑри пулла ҫиесшӗн.
- Ачасем эсир хӑвӑр тетрадьсем ҫине халиччен вӗренмен мӗнле сӑмахсене ҫыртӑр?
- Пӑшӑл-пӑшӑл пӑшӑлтатрӗ. Шӑлтӑр-шӑлтӑр мӑйраки, так-так-так таккарӗ, мӑр-мӑр мӑрлатать, тӑпӑр-тӑпӑр тяпписем.
- Ҫак сӑмахсем ҫинчен мӗн калама пулать?
- Вӗсем мӗне те пулин палӑртса калаҫҫӗ-и?
- Мӗне евӗрлеҫҫӗ?
- Кушака, улатаккана тата ыттисе те.
Ыйту хуравӗсене тӗпе хурса евӗрлев сӑмахӗсем сас-чӗве, шӑв-шава, тӗрлӗ сӑнлӑхпа хусканӑва евӗрлесе кӑтартнине ҫирӗплететпӗр.
Ҫӗнӗ темӑна вӗрентесси
Правилӑна ӑнланма сӑвӑ йӗркисемпе паллаштарни.
Евӗрлев сӑмахӗ
Ҫут ҫанталӑк шӑв-шавне,
Сас-чӗвне, хусканӑвне
Тата тӗрлӗ сӑнлӑхне
Кӑтартать евӗрлесе.
Унӑн ыйтӑвӗ – мӗнле?
Питӗ йышлӑ чӗлхере.
Вӗренмест, сӑпатланмасть,
Глаголпа вӑл ҫыхланмасть.
Япалана тиркемест,
Паллӑна килӗштерет.
Этем сасси – ха-ха-ха;
Кайӑк сасси – нарт-нарт-нарт;
Хурт-кӑпшанкӑ – чӑш-чӑш-чӑш;
Чӗрӗ марри – вӑш-вӑш-вӑш;
Чее кушак – мӑр-мӑр-мӑр,
Пӗрле ларса култӑмӑр.
Палӑрту формипеле
Танлаштару форминче
Тӗрлӗ аффикссемпеле
Пулкалать вӑл хӑш чухне:
Вӑр-вартарах, мӑрт-мартскер,
Кал-калтарах, чӗрлескер
Хӑшӗсем наречие,
Тата япала ятне,
Глагола та тухнӑ тет.
Чакак, чапка, кӑшӑлтат,
Кал-кал, вӑр-вар, лӑп, йӑлт, шалт…
Хӑшӗсем вара тата
Пӗлтереҫ япалана.
Хисеп, сӑпат, аффиксене
Йӑпшӑнаҫ хӑш-пӗр чухне
Пӗт-пӗлтӗксем, хам-хамсем,
Нарт-нартсем те мӑр-мӑрсем.
Кикак! кикак! кӑшкӑрса
Вӗҫсе килеҫ кайӑксем,
Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса
Таврӑнаҫҫӗ ачасем.
Лӑх-лӑх! Кулать ав ҫав ҫын,
Хихиклетет ун кӳрши,
Ӑххӑм-ӑххӑм! ӳсерет,
Ванюк хӑр-хӑр! текелет.
Табаковсем хам-хамӗ
Питӗ вӑйлӑ-ҫке ҫыртать,
Петюксен мӑр-мӑрӗпе
Туслашма вӑл васкамасть.
Манӑн шухӑшӑмпала
Ҫыртӑм эп ӑнланмалла,
Тавҫӑрса илме вара
Халӗ сирӗн ҫеҫ юлать.
Евӗрлев сӑмахӗпе
Эп ирттертӗм калаҫу,
Сире лайӑх вӗренме
Эп сунатӑп ӑнӑҫу!
1929765139065Япала ячӗпе, глаголпа, паллӑ ячӗпе ҫыхӑнать
0Япала ячӗпе, глаголпа, паллӑ ячӗпе ҫыхӑнатьКӗнекери правилӑпа паллашнӑ май «ӑнлав кустӑрми» тӑвасси.
-43243599059Ытти сӑмахсемпе ҫыхӑнса предложени членӗ пулаҫҫӗ
00Ытти сӑмахсемпе ҫыхӑнса предложени членӗ пулаҫҫӗ
4044315118110Ыйтӑвӗ
Мӗнле?
0ЫйтӑвӗМӗнле?
2539365127635
1234440152400
329184063500
197739078740Евӗрлев сӑмахӗсем
0Евӗрлев сӑмахӗсем
12344401054103291840105410
269176582550
404431527305-ах, -ех, -и, -скер, -рах, -рех, -тарах, -терех аффикссем
00-ах, -ех, -и, -скер, -рах, -рех, -тарах, -терех аффикссем
9144027305Сас-чӗве, шӑв-шава, сӑнлӑхпа хусканӑва
0Сас-чӗве, шӑв-шава, сӑнлӑхпа хусканӑва

216789067310Вӗҫленмеҫҫӗ, сӑпатланмаҫҫӗ
0Вӗҫленмеҫҫӗ, сӑпатланмаҫҫӗ
Ачасем ӗҫӗсене тӗрӗслени.
Ҫӗнӗ темӑна ҫирӗплетесси.
«Хӑнӑхтару пуххи» стр 106
207-мӗш хӑнӑхтару
Аялта панӑ евӗрлев сӑмахӗсене кӗртсе предложенисене ҫырса илӗр. Евӗрлев сӑмахӗсем мӗнле пӗлтернине калӑр.
Проектор ҫине текст тухать.
….. тесе ирӗлсе кайрӗ хур шӑмми вӗҫӗнчи тӗк.
…..кулянса та пӑшӑрханса ҫывӑрма выртрӗ хӗр ача.
Каласа тантӑшсем кӗҫех ….. пухӑнса ларчӗҫ.
….. – хӑтӑрлӑ пек хулӑн сасӑпа кӑшкӑрать карта пуҫӗ.
Пуян ….. пӑхкаласа хырӑма каҫӑртса малалла кайнӑ.
Чӑнах, вӑрманӗ пӗртте юлман хуҫа ….. хуйхӑрнӑ.
….. чӑнкӑлтатса та ташласа пыраҫҫӗ йӑлкӑл-шӑнкравсем.
355-мӗш хӑнӑхтарӑва ӑсра пурнӑҫласси.
Физкультминутка
Каш-каш-каш вӑрман кашлать
Йывӑҫ –курӑк авӑнать.
Шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать
Тӗнче ирӗклӗн сывлать.
357-мӗш хӑнӑхтарупа ӗҫлесси
Урока пӗтӗмлетесси
Евӗрлев сӑмахӗ синквейн тӑвасси
Рефлекси
Анкета ыйтӑвӗсем ҫине хуравлани
Урокра эпӗ ӗҫлерӗм
А) активлӑ
Б) пассивлӑ
2) Эпӗ хамӑн ӗҫпе
А) кӑмӑллӑ
Б) кӑмӑлсӑр
3) Мана урок туйӑнчӗ
А) кӗске
Б) вӑрӑм
4) Урокра эпӗ
А) ывӑнмарӑм
Б) ывӑнтӑм
5) Манӑн кӑмӑл
А) лайӑхланчӗ
Б) япӑхланчӗ
6) Эпӗ урока
А) ӑнлантӑм
Б) ӑнланмарӑм
7) Урок маншӑн
А) усӑллӑ
Б) кичем
Халӗ хӑвӑр анкетӑсене хуравланӑ май доска ҫине тӗслӗ алӑсе ҫыпӑҫтарӑр. Хӗрлӗ – питӗ лайӑх, хура – мана урок тивӗҫтермерӗ, симӗсси – юрать, пырать ӗнтӗ.
Киле ӗҫ парасси
358-мӗш хӑнӑхтару
359-мӗш хӑнӑхтару
Хӑш хӑнӑхтару сире кӑсӑклӑ пек туйӑнать, ҫавна пурнӑҫлама пултаратӑр.