Презентация по КРК Чувашский спорт на чувашском языке


Чăваш Енри спорт Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче тăван ен культури вĕрентекен Катмакова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ Урок тĕллевĕсем: Чăваш Енри спорт аталанăвĕпе тата чăваш спортсменĕсемпе паллаштарасси.Ачасене сывă пурнăз йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма хавхалантарасси. Чăваш Енри спорт аталанăвĕ.Олимп вăййисен чемпионĕсем.Чăваш спортсменĕсем – тĕнче чемпионĕсем, рекордсменĕсем.Чăваш Ен – спорт вăйлă аталаннă республика. Урок планĕ Спорт аталанăвĕ 1908 зулта физкультура урокĕсене Пăрачкаври учительсен семинарийĕнче ирттерме пузланă, каярахпа йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнма вĕрентнĕ.1913 зулта Етĕрнери реальнăй училищĕре йĕтре, диск ывăтма, футболла выляма вĕрентнĕ, зăмăл атлетика урокĕсем ирттерме тытăннă.1912 зулта Улатăрта Чăваш Енри пĕрремĕш футбол команди – «Вега» команда йĕркеленнĕ.1912 зулта пузласа футбол вăййи ирттернĕ. 1914 зулта малтанхи спорт организацийĕ- «Стрела» общество – ĕзлеме пузланă.1921 зулта пĕрремĕш чăваш олимпиади иртнĕ, унта 139 хула спортсменĕ хутшăннă. (гимнастика, зăмăл атлетика)1922 зул – иккĕмĕш олимпиада Чăваш Енре тĕрлĕ зулта аталанма тытăннă спорт тĕсĕсем:1908 зулта – гимнастика1912 зулта – зăмăл атлетика, футбол, теннис1916 зулта – йĕлтĕр спорчĕ, шывра ишесси1922 зулта – баскетбол, шахмат 1926 зулта Шупашкарта пĕрремĕш стадион хута янă, халĕ вăл «Энергия» ятлă.1931 зулта республикăра Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем иртнĕ. Унта Норвеги команди хутшăннă. Хăнасем зăмăл атлетика енĕпе зĕнтернĕ, футбол вăййинче 2:5 шутпа выляса янă.1951 зул – ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раззейри спартакиади. Чăваш Республикин команди 1-мĕш вырăн йышăннă.1958 зулта Шупашкарта пĕрремĕш спорт залĕ – «Динамо» – ĕзлеме пузланă. Олимп вăййисен чемпионĕсем Олимп вăййисене икĕ пин ытла зул ĕлĕкрех Авалхи Грецира ирттернĕ. Каярахпа ку юхăм татăлнă: ăна 394 зулта Рим императорĕ Феодосий чарнă имĕш…1896 зултанпа закăн пек ăмăртусене тепĕр хут, тăватă зулта пĕрре, ирттерме пузланă. VI, XII тата XIII олимп вăййисене тĕнче вăрзисене пула ирттереймен.Раззей команди IV (1908) тата V (1912) Олимп вăййисене хутшăннă. Закăн хыззăн тепĕр 40 зултан зез, 1952 зулта, Совет Союзĕ каллех Пĕтĕм тĕнчери спорт ăмăртăвĕсенче – XV Олимп вăййисенче вăй визнĕ. Ардалион Игнатьев Пĕрремĕш олимпиец, Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнчи учитель. 1952 зулта Хельсинкири XV Олимп вăййисенче вăл пьедестал зине хăпарайман. 1956 зулта Мельбурнри XVI Олимп вăййисенче 400 метра чупса бронза медаль зĕнсе илнĕ. Ардалион Васильевич 13 зул ытла Совет Союзĕн улшăнми рекордсменĕ пулнă, 400 метра 46 зеккунтра чупса тухса Европа рекордне зĕнетнĕ. (1930-1998) Валериан Соколов Ардалион Игнатьев хыззăнхи пирĕн иккĕмĕш олимпиец, бокс енĕпе темизе хутчен СССР чемпионĕ, Мехикори зуллахи XIX Олимп вăййисен (1968) чемпионĕ.Вăл Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнче зуралнă. (1946) Светлана Чиркова XIX(1968) тата XX (1972) Олимп вăййисенче фехтовани енĕпе чемпион ятне зĕнсе илнĕ.Вăл Зĕрпя районĕнчи Тупнер ялĕнче зуралнă. Таллинра (Эстони) пурăннă. (1945) Валерий Ярды (1948-1994)Велосипед спорчĕн тĕнче тата Раззей чемпионĕ, Мюнхенри зуллахи XX Олимп вăййисен(1972) чемпионĕ.Вăл Зĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче зуралнă. Владимир Воронков (1944)Комсомольски районне кĕрекен Тукай ялĕнче кун зути курнă. Ачалăхĕ Кĕтне Пасар ялĕнче иртнĕ. Халĕ Мускавра пурăнать. 6 хутчен СССР чемпионĕ (1965-1973), 1970 зулта тĕнче чемпионĕ, 1972 зулта вара Японири Саппоро хулинче хĕллехи Олимпиада чемпионĕн ятне зĕнсе илнĕ. 1964 зулта йĕлтĕрпе чупас енпе спорт мастерĕ, 1971 зулта тава тивĕзлĕ СССР спорт мастерĕ ята илнĕ.1998 зулта ăна Раззей Федерацийĕн вăй-хал культурипе спортăн тава тивĕзлĕ ĕзченĕ ята панă. Николай Колесников (1952)Зуллахи XXI Олимп вăййисенче (1976) йывăр атлетика енĕпе чемпион ятне зĕнсе илнĕ. Вăл темизе хутчен тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ. Виталий Константинов (1949)XXI Олимп вăййисенче классикла мелпе кĕрешсе чемпион ятне илнĕ. Вăл тĕнче, Европа чемпионĕ, темизе хутчен СССР чемпионĕ.В. Константинов Ульяновск облазĕнчи Чартаклă районĕнчи Чăваш Калмаюр ялĕнче зуралнă. Валентина Егорова (1964)XXV Олимп вăййисенче (1992) марафон чуппинче (42 км 195 м инзĕшне чупни) чемпион ятне зĕнсе илнĕ. Валентина темизе хутчен Тĕнче кубокĕн чемпионки, зĕнтерязи пулнă. 1996 зулти олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнать. Вăл Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче зуралнă. Елена Николаева (1966)Атлантăра иртнĕ XXVI Олимп вăййисенче (1996) хăвăрт утас енĕпе чемпион пулнă. 1992 зулти Барселонăри олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнать. Елена РСФСРти халăхсен Спартакиадин зĕнтерязи, темизе хутчен Раззей чемпионки, Европа тата Тĕнче рекордсменки.Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче зуралнă. Хăвăрт утасси Алина Иванова Александра Григорьева(Деверинская) Олимпиада Иванова Владимир Андреев Елена Грузинова Виктор Семенов Зăмăл атлетика Николай Пуклаков Ольга Егорова Людмила Петрова Светлана Захарова Наталья Шеходанова Лидия Григорьева Ухăпа пересси Ирина Солдатова Юрий Леонтьев Парашют спорчĕ Майя Костина Василий Коротков Чăваш кĕрешязисем Валерий Львов БОКС Валерий Лаптев Владимир Мельник БОКС КИКБОКСИНГ Алексей Соловьев Ирĕклĕ кĕрешя Сергей Корнилаев Самбо Станислав Васильев Кире пуканĕ йăтасси Борис Глинкин Любовь Эллина Йывăр атлетика Валерий Андреев Сергей Завьялов Биатлон Йĕлтĕр спорчĕ Вера Чернова Дина Григорьева Сăрт-ту велокросĕ (маунтинбайк) Надежда Пашкова Ирина Калентьева Юрий Ильин Пĕрремĕш группăри инвалид йĕлтĕр зунапа ăмăртса 10 хутчен Раззей чемпионĕ ята зĕнсе илме пултарнă. Хăвăрт утас енĕпе Хăвăрт утас енĕпе Европăри V кубок талисманĕ Европăри V кубок эмблеми 2003 зулхи зу уйăхĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Европăри V кубок иртрĕ. Пирĕн хулана 23 зĕр-шыв спортсменĕсем килсе зитнĕ. 2008 зулхи зу уйăхĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм тĕнчери XXIII кубок иртрĕ. Хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм Хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм тĕнчери XXIII кубок талисманĕ тĕнчери XXIII кубок эмблеми