Презентация по литературе о жизни и творчестве чувашского поэта Михаила Сепеля


КАНАШЮр айне пулнă сар кайăк Михаил Кузьмин 1899 Çеçпĕл Мишши 1922 Эс тĕлĕнмелле пултаруллă,Вутлă- хĕмлĕ, çиллĕ- тăвăллă.Юррусем янраççĕ, ĕçÿ чаплă,Сассу аслати пек хăватлă. Н.Шелепи Амăшĕ, Агафья Николаевна Николаева Ашшĕ,Кузьма ФёдоровМихаил Кузьмин (1899-1922)Михаил Кузьмич Кузьмин 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Вăл çуралнă ял Касаккасси Шĕкĕр ун чухне Хусан кĕпернин Çĕрпÿ уесне кĕнĕ (халĕ ЧР Канаш районĕ). Ашшĕ-амăшĕ чухăн çынсем пулнă. Вăл 12 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕсĕр тăрса юлнă кил-йыша пĕчĕк хуçалăхăн пысăк хуйхи пĕтĕмпех Мишша пуçĕ çине тиеннĕ. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, паян пурăнмалăх çăкăр татăкĕ тупас тесе арçын ача ялта кĕтÿ кĕтнĕ. Кунĕ-кунĕпе вăрăм пушă сĕтĕрсе хир тăрăх утнă май Мишшан пуçĕнче пĕр çирĕп ĕмĕт çуралнă- вĕренмеллех. 1914 çулта вăл Шăхасанти икĕ класлă шкула пырса кĕнĕ. Вĕренÿре Мишша лайăх ĕлкĕрсе пынă кăна мар, учительсем вĕрентнинчен те маларах кайма тăрăшнă. Вăл кĕнеке çине тăрăннă. Çакна кура, амăшĕ те Мишшашăн нимĕн те хĕрхенсе тăман. Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснē çурт МишшаКуриПетĕр КирлеИллеКирлеУУльянаÇеçпĕл ялĕнчи çурт- музейМишшапа пĕр тăвансем Тусĕсен асĕнчи ÇеçпĕлВăл (М.Кузьмин) музыкăна питĕ юрататчĕ, тĕрлĕ инструментсемпе калама пелетчĕ. Унтан та ытларах вăл живопиçпе интересленетчĕ, ăна лайăх ăнланатчĕ, хăй те тĕрлĕ илемлĕ картинăсем ÿкерме пултаратчĕ. Пĕрле вĕреннĕ И.Петров аса илниУрока питĕ тинкерсе итлетчĕ вăл. (М.Кузьмин). Класра, тен, Михаилран тимлĕрех ача урăх пулман та пулĕ. Пĕрле вĕреннĕ П.Бекшанский аса илниХăй шухăш-кăмăлне тишкерме пĕлекен, çав вăхăтрах уçа та çынна ĕненекен чун- чĕреллĕскер, чарусăр хĕрÿ сисĕм- туйăмлăскер, ĕсе шавах тĕрĕс, тăрăшса тăваканскер, хăйшĕн çунманскер, чухăннисемшĕн, инкек куракансемшĕн тăрăшаканскер, тĕрĕслĕхшĕн ним килĕшми хĕрÿ кĕрешекенскер- çак сăн- сăпатлă курса пĕлме ĕлкĕртĕм эпĕ Михаил Кузьмича кĕске хушă юлташлă пулнă вăхăтра. Н.Рубис асаилĕвĕнченНаталья Рубис «Çырăттăм, ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр ĕç туса хăварăттăм…» Поэт кĕнекисемÇеçпěл М. Çырнисен пуххи: Поэзи. Проза. Драматурги. Çырусем. Кунсерен çырнисем. Асăрхаттарусем. 1989.  Çеçпěл М. Çырнисен. 1999.  Сеспель М. Поэзи чечекě = Подснежник поэзии: [стихи], 2002.  Çеçпěл М. Сăвăсем / М. Çеçпěл; [умсăмахě Н. Ваçанккан]. 1928.  Çеçпěл М. Сăвăсем / М. Çеçпěл; [ред. С.В. Эльгер; умсăмахě Я. Ухсайăн, 1940.  Çеçпěл М. Çěнě кун аки: сăвă / М. Çеçпěл; [умсăмахě П.П. Хусанкайăн 1969. Сăвă 50 чěлхепе пичетленнě.  Çеçпěл М. Çěнě кун аки: сăвă / М. Çеçпěл; [ред В. Туркай. Поэтăн сăвви тěнчери халăхсен 55 чěлхипе пичетленнě. Çеçпěл М. Хурçă шанчăк: сăвăсем / М. Çеçпěл; ред. В. Долгов, 1948.  Çеçпěл М. Хурçă шанчăк: сăвăсем / М. Çеçпěл 1969.  Çеçпěл М. Чăн чěрěлсен: сăвăсем. Асаилÿсем / М. Çеçпěл 1994.  Çеçпěл М.К. Чунăмçăм, çунатăмçăм: (А.П. Червякова патне янă çырусем) / М.К. Çеçпěл; чăвашла Ю. Сементер куçарнă. 1989. Сеспель М. Собрание сочинений=Çырнисен пуххи / М. Сеспель; [отв. за вып. В.Я. Канюков; пер. с чуваш. П.П. Хузангая, Н.Ф. Данилова; критико-биогр. очерк М.Я. Сироткина]. 1959. Сеспель М. С этих пор = Паянтан: стихи / М. Сеспель; пер. с чуваш. А. Смолина1999.Сеспель М. Стальная вера: стихи / М. Сеспель; пер с чуваш. А. Эсхеля.. 1949. Сеспель М. Стальная вера: стихи / М. Сеспель; пер. П. Панченко; ил. А. Миттова., 1979. Поэт кĕнекисем Сăвăçăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕУкерÿçĕ Обществăлла деятель Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!Чăвашăн малалла ăслăлăх вĕренес пулать…Пурнăç чĕлхесĕр пулмасть. Чăваша вырăс чĕл-хипе пурнăç тута-раймăн,чăваша- чăваш чĕлхи кирлĕ.Шупашкар, 1920-1921 çç.Чăваш чĕлхи пур чух тăван поэт ятнеВĕри, кăвар чунсем савма пăрахас çук!Шупашкар, 1921 ç. «Чăваш поэтне Ахаха асăнса» сăвăранЧăваш чĕлхипуян, унпа темĕн те çырма пулать, анчах эпир ăна пĕлместпĕр, хамăрăн чĕлхене хамăр вĕренмен.Куçару комиссийĕнче ĕсленĕ Урхи Наум Çеçпĕл каланине аса илни, 1921 ç. 55 тĕрлĕ чĕлхеллĕ «Çĕн кун аки»ВырăслаАбхазлаЧăвашлаАкăлчанлаАрмянлаАдыгейла Çеçпĕл ялĕШăхасанти шкул çурчĕТеччĕри семнари шкулĕОстёрти музейраКрым. «Таласа» санатори Киеври художество училищиÇÿретпĕр Çĕçпĕл çулĕпе Çеçпĕл ячĕ халăх асĕнче«Çеçпĕл» кинотеатр«Çеçпĕл» кинофильм«Çеçпĕл» пăрахутÇеçпĕл ялĕнчи музей Шупашкарти Çеçпĕл музейĕШупашкарти Çеçпĕл палăкĕМ.Çеçпĕл ячĕллĕ çамрăксен театрĕ «Çеçпĕл сăнарĕ картинăсенчеР. Федоров. Сеспель. 1968 г.Нн. Садюков. Юный СеспельПраски Митти. Сеспель Мишши. 1984 г.П. Кипарисов. «Михаил Сеспель».1985 гП. Сизов. «Выступление Сеспеля на 1-м съезде в Казани в 1920 году» .1978 г.Н. Овчинников. Сеспель Мишши. Вызов к морю. 1999 г. «Мĕн каласа çырам-ши?Вăл чăваш чĕлхине, юмахри Данко евĕр,Çунакан чĕрипе çутатса.Çул кăтартнă; вăл шаннă пĕр иккĕленмесĕрÇĕн чăваш тĕнчине тухасса.Вăл куран интернационалăн кĕпереПур йăхпа та пире тан туса.Шухăшпа виçейми тӳпене халь çĕклерĕПирĕн ирĕклĕ, харсăр ăса.Хастар, хыт утăмлă пулас — яланлăха.Çил-тăвăл витĕр — йăлтăра çанталăка,Пин-пин çынра утатăн — Ырана.Чаплăн янрать чăваш ĕç-хĕл юрри,Чăваш çĕкленчĕ Космоса тари!Йăлттам-таса — ялсем те хуласем,Ята ямастпăрах, Мишша пиччем.Пирĕн Çеçпĕл Мишши. П.ХусанкайÇеçпĕл Мишшипе калаçни.Л.МартьяноваЧăваш çĕрĕ-шывĕ çинче — хурçă сас.Хĕвеллĕ ыр шанчăк чĕртсе вăл янрать,Янрать Çĕнĕ Куншăн тăма йыхăрса.Ав Çеçпĕл мĕлки улăп пек палăрать. Çеçпĕл.Геннадий Юмарт Авторĕ: Иванова Юлия Вячеславовна, Вăрмар районĕнчиПысăк Енккассинчи вăтам шкулта 9- мĕш класра вĕренекенКонсультант: Иванова Ирина Васильевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен