Презентация по чувашскому языку на тему: Caварни (8 класс)


8-мĕш класс67-мĕш урокЧăваш çăварнийĕХатĕрлекенĕ: Соловьёва Н.А. чăваш чĕлхи учителĕ Чăваш çăварнийĕЧăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Хăш-пĕр чăвашсем çак уява икĕ эрне паллă тунă, хăшĕ-пĕрисем вара – пĕр эрне. Пĕрремĕш эрне «Аслă Çăварни» ятла пулнă, иккĕмĕш эрне- «Кĕçĕн Çăварни».Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем Çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă.Уява ачасем пуçланă. Вĕсем ирех çунашкапа ярăннă. Пĕрремĕш хут тăвайккинчен аннă чух ачасем катăр вăррисем сапса çапла каланă: «Кăçал йĕтĕнпе кантăр вăрăм пулччăр!» Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне икерчĕпе хăналанă. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă, ăмăртусене хутшăннă.Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă.Çăварни хыççăн Аслă типĕ пуçланнă. Вăл çичĕ эрнене пынă. Ыйтусене хуравлăрЧăваш çăварнийĕ мĕнле иртнĕ?Уява камсем пуçланă?Ачасем ирех мĕнпе ярăннă?Çамрăксем уявра мĕн-мĕн тунă?Хăçан кăвайт чĕртнĕ?Çăврни карчăкне хăçан çунтарнă?Сирĕн хулара Çăварни иртет –и?Ăна хăçан ирттереççĕ? Çăварни юрриÇӳресе çинçелмен çӳрен ут...Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут! Ытарса илейми чечен ир,Куçпала виçейми çеçен хир... Лар часрах! Ăш вăркать, ăш çунать...Кукалет - çул ыйтать çил çунат. Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсемУçăлайччăр эпир вĕçнĕçем. Шăпăрне çухăртса çил ачиЧуптăр пирĕнпеле катаччи. Тусран тус лайăхрах, çил-тăмак!Ирĕк, ирĕк!..Тăван, мĕн тăвам? Янкăс чун ямшăкла кăтăртса,Е ярам-и ши-ши! шăхăрса? Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют. Камăн çулĕ пире хирĕç мар —Ларкăча тус-йышла сиксе лар! Савнăç, савнăç!Чупту, ытала!Ямшăк тус, хулленрех хăвала... Киленсе куç хупса иличченЯлăм юлнă таçта çитиччен.Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют. Камăн çулĕ пире хирĕç мар —Ларкăча тус-йышла сиксе лар! Савнăç, савнăç!Чупту, ытала!Ямшăк тус, хулленрех хăвала... Киленсе куç хупса иличченЯлăм юлнă таçта çитиччен. Юр ӳкет-и лапка та лапка...Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка! Çамрăк ĕмĕр — самант.Ун парни — Çаварни-çăварниÇăварние хальхи вăхăтра ирттереççĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ. Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ.Пурте хăйсен вăйне виçеççĕ. Уяв вĕçĕче Сăварни кĕлеткине çунтараççĕ. Ваттисем Çăварни пирки çапла каланăÇăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать.Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ.Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать.