Урок литературы Поэма Константина Иванова Нарспи (8 класс)
МБОУ“Чувашско-Кищаковская СОШ Буинского муниципального района Республики Татарстан“
Пăва районӗнчи «Чăваш Киштек пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ» муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕ.
Уçă урока ертсе пыраканĕ:
Бахтинова Ольга Михайловна
Урок теми: Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри сăнарсем, вĕсен характеристики. Пурнăçпа искусствăри илемлĕх.
Урок тĕсĕ: хайлав текстне вуласа тишкермелли пĕтĕмлетÿ урок.
Харкамлăх результачĕ: пурнăçпа искусствăри илемлĕхе хаклама вĕренни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем: хайлаври сăнарсене, вĕсен ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне хакласси (характеристика); ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне, хирĕçÿлĕхне палăртасси.
Предметсен пайрăм результачĕсем: илемлĕ литературăри ырă сăнарсен чун-чĕре илемне туйма, литературăри тата пурнăçри хирĕçÿлĕхе ăнланма, хак пама вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: карточкăсемпе ĕçлесси, учитель сăмахĕ; илемлĕ вулавĕ; ачасен илемлĕ вулавĕ; инсценировка кăтартни; калаçу; ыйту-хурав; ыйтусене туллин хуравлани; шухăша илемлĕн те уççăн калаттарни; кластер тăвасси;
Пуплеве аталантарас тĕллевсем: палăртуллă вуласси; ыйтусем тăрăх калаçасси; сăнарсене хак пама кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси, сăмах вăйне туйма хăнăхтарасси.
Литература теорийĕ: сăнар, характеристика, кластер мелĕ.
Кирлĕ хатĕрсем: проектор, экран , музыка хатĕрĕ.
Курăмлăх хатĕрĕсем: кластер таблици, карточкăсем, схемăсем, художниксен картина репродукцийĕсем, валеçÿ хатĕрĕсем,презентаци,итлемелли (аудио)
Урок эпиграфĕ: Поэмăн илемлĕхĕ пиçĕ, çавăнпа вăл халăха килĕшет,
çавăнпа вăл вăрăм ĕмĕрлĕ.
Иван Сестримский пăлхар критикĕ.
Урок юхăмĕКилти ĕçе тĕрĕслесси. (РАУНД ТЭЙБЛ) мелĕпе çырса.
1.1.Поэт пултарулăхĕн паллă енĕсене палăртса тухмалла.
(поэт, фольклорçă, ÿкерÿçĕ, фотограф, иллюстратор, редактор, педагог, ал ăсти, куçаруçă)
К.В.Иванов учительте ĕçлесе мĕн вĕрентнĕ? (черчени, рисовани, чистописани)
Поэт çырнă сăвăсемпе юмахсене поэмине палăртса çырса тухăр.
(«Ăслă хĕр», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм» юмахсем, « Хальхи самана» сăвă, «Нарспи» поэма
1.4. Чăваш литературинче К.Иванов мĕнле пысăк произведени çырнă? («Нарспи» поэма)
2. «Нарспи» кĕнеки çинчен палăртса хăварасси.
К.В. Иванов «Нарспи» поэмăра ĕлĕкрех (18-19 ĕмĕрсенче ) ирĕклĕхшĕн, юратушăн кĕрешекен çамрăксемпе авалхи йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăнакан ватă çынсен (ашшĕ-амăшĕсен) хушшинчи хирĕçеве сăнласа панă.
3. Ÿкерчĕксем тăрăх „Нарспи“ поэмăри сыпăксене çырса палăртмалла,
1.Силпи ялĕче.(Поэма савăнăçлă ÿкерчĕкрен пуçланать. Силпи ялне çуркунне килет. Пур çĕрте те хаваслăх. Пур çын та килĕшÿллĕ пурăнассăн туйăнать. Тĕплĕнрех пăхсан урăхла иккен. Ку ялта çынсем пĕр пек пурăнмаççĕ.)
Сарă хĕр. (юрă итлеççĕ, сыпăка каласа параççĕ)
Çимĕк каçĕ. (инсценировка кăтартса параççĕ)
Туй (Михетер хăйĕн хĕрне пуян Тăхтамана качча парать)
Тарни.(Нарспи ашшĕне тем пек ÿкĕтлесен те вăл итлемест. Юратман çынран хăтăлас тесе Нарспи Сетнерпе вăрмана тарать)
Килне тытса килни.(пуса каччисем вăрмантан тытса килеççĕ)
7-9 Каллех туй пĕркенчĕкĕ айĕнче. Вăйпах Тăхтамана качча параççĕ.Хушăлкара туй тăваççĕ.
10. Пуçланать вĕçĕмсĕр хурлăхпа асап. Куллен Тăхтаман Нарспие хĕнесе пурăнать.
11.Тăхтаман мăшкăлне тÿсеймесĕр Нарспи наркăмăшлă яшка çитерсе вĕлерет. Вара килĕнчен тухса каять. Нарспи вăрманта Сетнерпе тĕл пулаççĕ. Тинех вĕсен телейĕ çитет. Анчах телей нумай пымасть. Михетере çаратма килсен Сетнере хурахсем çапса вĕлереççĕ. Нарспи хăй кăна тăрса юлать. Унăн чĕри чăтаймасть. Вăл Кантăр варне çакăнса вилет.
4.1. Поэмăри ырă тата усал сăнарсене ушкăнласси.
Ырă сăнарсемУсал сăнарсемНарспиМихетерМихетер карчăкĕСетнерТăхтаманСетнер амăшĕСентти Юмăç старик
Элекçĕ арăм
2. Нарспи, Михетер, Сетнер сăнарĕсене (кăмăлне, чунне, ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне) витĕмлĕн уçса паракан вырăнсене палăртни, кластер таблици туни.
5. (Конэрс мелĕ.)вĕренекенсем пĕр кĕтес суйласа кайса тăмалла.Кĕтессем: Нарспи, Михетер, Сетнер.1) Хут çине кĕтес ячĕсене çыраççĕ.2) Вĕренекенсем çырнă кĕтесе пырса тăрать.3) кĕтесре хăвăн мар ушкăнри çынна суйласа илетĕр.4) Мĕншĕн çак кĕтес суйланине пĕр –пĕринпе сÿтсе явмалла.
Иванов чĕлхи, стилĕ –витĕмлĕ, ĕнентерÿллĕ, сăнарлă, çыпăçуллă.Çакна çирĕплетме сăвăçăн илемлĕ чĕлхипе паллашар.
1.К.В.Иванов хăйĕн хайлавĕсене мĕнле виçепе çырнă? (7 сыпăклă)
2.Панă тĕслĕхсенче обращени хăйне евĕр илемлĕх стилĕн мелĕ. Вĕсене мĕнле пĕлтерĕшпе каланă?
1. Нарспи, хĕрĕм, пил сана! (кăмăллăн)
2. Сетнер! Сетнер! Тытрĕç-çке! Тăр,тăр! Тарса хăтăлар.(хăраса)
3.Сетнер, йытă, кĕççе пит, манăн хĕре эс çирĕн!(ылханса, курайманлăхпа)
3. „Вăрманта“ сыпăкри çут çанталăк ÿкерчĕкĕсене танлаштарăр! Вĕсем геройсен мĕнле кăмăлне палăртса тăраççĕ?
Пейзажăн малтанхи ÿкерчĕкĕсем Нарспипе Сетнерĕн пăлхавлă чунĕсене, вăсен арпашăннă, тарăхуллă шухăш-кăмăлĕсене кăтартаççĕ. Сетнерĕн савнине тăшманран çăлас çирĕп шухăшĕ палăрать.
„Икĕ савни пĕрлешсен“ чунĕсем те вĕсен лăпланаççĕ, шухăшĕсем йĕркеленĕççĕ. Юратакан чĕресем канлĕх тупаççĕ. Çакна кайранхи пейзаж сăнлăхĕсем çирĕплетеççĕ.
Поэмăри йĕркесен çуррине çырнă, вĕçне ачасен пĕтермелле, кам çинчен каланине палăртмалла.
„Унăн çурчĕ.............( хула пек)
Кĕрсен витĕр ...........(тухма çук)
Хуралтисен ..........(тăррине)
Чăх-чĕп вĕçсе ..........(çитме çук)“
(Михетер)
„Хĕвел анса......(ларсанах),
Питне çăвать, ...........(шăлăнать)
Вăййа тухма....................( шĕлкеме)
Кăкăрĕ çине .............(çакать.)“
(Нарспи“)
„Йăлтăр-ялтăр......................( куçĕсем)
Сар хĕр çине .............(пăхаççĕ.)
Сар мăйăхлă...............( тутисем)
Ăшă сăмах..............( калаççĕ)“
(Сетнер)
Ыйтусемпе ĕçлесси
Нарспи Сетнере качча тухнă пулсан ......, вăйлă упăшки хÿттинче савăнса çеç пурăнатчĕ пулĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнсан, йывăр пурнăç та çăмăлланать теççĕ.
Михетерсемпе Тăхтамансем пур-и паян? Камсем вĕсем?
Паянхи Михетерсемпе Тăхтамансем –çынлăха çухатнă çынсем. Вĕсем çĕршыври чи пысăк укçаллă вырăнсене йышăнса тăраççĕ. Вĕсен аллинче халăх пуялăхĕ. Вĕсем укçашăн çынна вĕлерме, пÿрт-çурт сирпĕтме, тăван çĕре сутма хатĕр. Вĕсем вăйлă, хăватлă.
Юрату- пурнăç. Ăнлантарса парăр.
Юрату- этемĕн чи пысăк илемĕпе сипечĕ, çынна чунĕпе тасалса пыма, пархатарлă та ырă ĕç тума, пурнăçшăн ĕмĕтленме хавхалантаракан вăй. Юрату çын хăйне хăй юратнипе мар, тепĕр çынна юратнипе çирĕп. Л.Толстой сăмахĕсемпе каласан , „юратакан çыннăн пурнăçĕпе пурăнни“ пулать.
Килти ĕç парасси.
Поэма вĕçĕнче панă «Нарспи сăнарĕ», «Михетерпе Тăхтаман сăнарĕсем» калаçу сочиненийĕсен планĕсемпе паллашăр, малтанхи ыйтăвĕсене хуравлама кирлĕ вырăнсене çырса хурăр.
„Нарспи“ поэми тăрăх пуçватмăш йĕркелемелле.
9. Пĕтĕмлетÿ (рефлексия)
Анкета тултарасси.
Урокра эпĕ хастар / тимсĕр ĕçлерĕм
Эпĕ хамăн ĕçпе кăмăллă/ кăмăлсăр
маншăн урок кĕске / вăрăм иртрĕ
Урок тăршшĕпе ывăнмарăм/ ывăнтăм
Манăн кăмăл лайăхланчĕ| начарланчĕ
Урок материалĕ ăнланмалла/ ăнланмалла мар
Килти ĕç мана интереслĕ/ интереслĕ мар
йывăр мар| йывăр туйăнчă