Урок плане Палла яче 4 класс
Чăваш чĕлхи. 4-мĕш класс
Урок теми: Паллă ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетниУрок тĕллевĕ: Пуплеве аталантарасси. Мěн вěреннине аса илсе çирĕплетессиУрока кирле хатерсем: -Виноградов Ю.М. Чăваш чĕлхи. 4-мĕш класс валли.
-Кульев О.Г. Ēç тетрачĕ 4 -мĕш класс валли.
-класс доски
-мультипроектор
-компьютер
Урок йĕрки.
1.Класа урока йĕркелесси.
Шăнкăрав сасси янрарĕ,
Урока пире васкатрĕ.
Парта хушшинче ларатăп,
Урисене тăп тытатăп,
Çурăма йăрăс тытатăп,
Аллине тĕрĕс хуратăпТимлĕ итлесе ларатăп.
2.Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси-Паллă ячĕсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăваратпăр3.Аса илесси1) Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ2 Паллă ячĕсен пулăвĕ3) Паллă ячĕсен степенĕсем4.Суйлав диктанчĕ- паллă ячĕсене сырса ил.
1)Тусем, сăртсем хуп-хураЮрĕ кайса пĕтнĕренТухать курăк сап-сарăХĕвел хытă хĕртнĕрен 2)Хире те юр шуратнăСадра та шурă юр.
Пуртре те лăс туратлăСип-симĕс чăрăш пур3)Умра ем-ешĕл мăн саран.
4) Çамрăк йывăçсем яланах симĕс лăсăллă.
5) Çу варринче йывăç айĕнче шурă кăмпа ĕрчет.
5. Ēç «Малалла тăс»
1)Хуп-…, тẏп-…, ем-…, сап-…, кăн-…, сип-…, хĕп-…, шап-…, яп-…
2) Аслă - тăвăр, вĕтĕ-…, йăвă-…, кахал-…, пуян-…, пылак-…, сẏллĕ-….
3)Ансăр, тăвăр, хĕсĕк;
Асаплă, тертлĕ, нушаллă;
Вăйлă, патвар, маттур;
Тẏлек, лăпкă, йăваш;
6.Ăслав диктанчĕТинĕс кẏлĕрен тарăнрах, пысăкрах.
Хыр шĕшкĕрен ………..
Шăпчăк куракран………..
Хĕвел уйăхран ………….
Шупашкар Канашран …………
Атăл Çавалтан ……
7.Физкультура саманчĕПаллă ячĕ – ура çине тăрПаллă ячĕ мар- алăсене çẏлелле çĕкле8.Ăссăн калаçу (хăвăрт хуравла)
Хĕлле мĕнле юр çăвать?
Тẏпе мĕнле?
Мĕнле хĕвел?
Мĕнле çанталăкпа ачасем урамра киленеççĕ?
Вĕсем мĕнле тумтир тăхăннă?
9.Мĕнле аффикс хушăнса пулнине кура паллă ячĕсене ушкăнласа çыр.
Асамлă, вĕтĕлти, савăк, пăлханчăк, хăйăлти, пăсăк, çẏллĕ, çẏçенчĕк, ытарлă, йăлтăрти, чĕтренчĕк, çĕрĕк, усăк, илемлĕ.
1)___________________________________________________________________
2)___________________________________________________________________
3)___________________________________________________________________
10.Хăнăхтарăва çырса пурнăçласси. Паллă ячĕсене тупасси, степенĕсене палартассиКунĕ питĕ ырă. Тẏпе янкăр уяр. Таврара лăпкă. Сывлăш таса. Уйрăмах вăрманта питĕ илемлĕ. Унти кашни йывăç хăйĕн сăнĕпе палăрса тăрать.
Ав сап-сарă хурăнсем. Унта хĕп-хĕрлĕ вĕренесем. Лере симĕс чăрăшсем.Сарă – сарă çулçăсем вĕлтĕртетсе вĕçсе ẏкеççĕ.
11.Таблицăна çырса тултар.
Тĕп степень Танлаштаруллă степень Вăйлă степень
çĕнĕрех1 2 3
питĕ хытăватă- ватăшап-шурăхаярчи ырăтăрăăшăрахçап-çутă12. Урока пĕтĕмлетессиПаллă ячĕсене тишкересси (кĕнекери 204 стр.тăрăх)
Илемлĕрех, çап-çаврака, яштака.
13. Килти ĕç парасси.
Паллă ячĕсен антонимсене тупса çыр, ваттисен сăмахне туп.
1.Пылак. 2.Кукăр. 3.Шĕвĕр. 4. Хытă. 5. Хаклă. 6. Ватă. 7. Тẏрккес. 8. Кивĕ. 9. Йывăр. 10. Вăрăм. 11. Ансат. 12. Шăп. 13. Лайăх. 14. Пуян. 15. Лутра. 16. Сĕвек. 17. Пушă.
2 3 5 6 8 10 11 15 16 1 4 7 9 12 13 14 17
14. Ачасен ĕçĕсене хакласси.