Экзаменационный материал по родному языку


9 класс пĕтерекенсенечăваш чĕлхипепатшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе)
(çĕнĕлле) аттестацилекенэкзамен тытармалли материал
1-мĕш вариант
Район_________________________________________
Хула (ял,поселок)_______________________________
Шкул_________________________________________
Класс _________________________________________
Ачан хушамачĕ_________________________________
ячĕ____________________________________________
ашшĕ ячĕ______________________________________
Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци Ку инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.
Экзамен ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна 75 минутра тума сĕнетпĕр.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Ҫавăнпа та – алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Ҫак заданисемпе ĕçленĕ май, Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тӳр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпĕшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать.
Ĕçсене мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.
Тимлĕ вулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн çĕлеме вăй тата пĕлӳ пуррине шанăр!
Ĕçе пикенĕр.
Ăнăçу сунатпăр сире!
1-мĕш пай
Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.
2-мĕш пай
Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1-2.10 ĕçсене тăвăр.
(1)Чăваш çĕр-шывĕ! (2)Вăл çанталăк лăпкă чух шăратнă кĕмĕл евĕр курăнакан анлă Атăл хĕрринчен пуçланать. (3)Ҫĕр-çĕр çул ӳсекен юмансем кашласа лараççĕ ку çĕр-шывра. (4)Шăнкăртатса юхан çырмасем, ем-ешĕл улăхсем, уй-хирсем…(5)Вăрманĕсенче чĕвĕлти кайăксем юрлаççĕ. (6)Уйĕсенче мулкачсем пăлтт-пăлтти сиккелесе çӳреççĕ. (7)Тилĕсем йĕр йĕрлеççĕ. (8)Ялĕсем вара çил шăхăрнă çара çĕре мар, лапамсене вырнаçнă, лăстăр йăмрасем айне пытаннă.
(9)Хурамал ялĕ хăçан, хăш ĕмĕрте пулса кайнине никам та пĕлмест. (10)Ĕмĕртен ĕмĕре юлса пынă сăмах тăрăх, ку таврара этем пырса кĕрейми вăрмансем пулнă. (11)Вĕсем çинчен халь Анат уйри Киремет хурамипе Тури уйри ватă юман çеç аса илтереççĕ. (12)Хĕвел тухăç енче вырăн-вырăн пĕчĕк хăвалăхсем ӳсеççĕ. (13)Паллах, кунта урăхларах пулнă ĕнтĕ ĕлĕк-авал. (14)Акă сикекен çырмаçĕмĕрсе пынă çĕрте мамонт йышши пысăк тискер кайăк шăммисем, чул пек хытнă хура юмансем тухаççĕ. (15)Вĕсем темиçе ĕмĕр каярах çĕр айне юлнă.
(16)Вăрманта, паллах, пур йывăç та тĕрĕс-тĕкел ӳсмест, улăхра та пур чечек пĕр илемпе çурăлмасть. (17)Хурамал ялĕ те çавăн пек. (18)Ҫерçи вĕçсе кĕмесле пысăк çуртсем нумай мар. (19)Хăш – пĕр çурт çĕрсе-ишĕлсе пĕтнĕ. (20)Вырăн-вырăн тайлăк-тайлăк пӳртсем те пур. (21)Вĕсенче никам та çук ĕнтĕ. (22)Хĕç тимĕр витнĕ пӳрт Пылак Микула Кавăрлин çеç. (23)Микула хăй вилнĕ. (24)Пӳртĕнче вара халь хуçалăх тытса Кавĕрле ывăлĕ пурăнать.
(25)Чăвашсемшĕн ывăл – йăха малалла тăсаканĕ. (26)Ҫын пурăнсан, ял пĕтмест, йăх-тĕп малаллах тăсăлать.
(27)Ҫын пур чух çут çанталăк та упранать. (28)Вăрмансем çĕнĕрен чĕрĕлссе, çăл куçсенчен сиплĕ шыв тапса тăрасса ĕненме пулать. (29)Пиçенлĕ, йыт пыршиллĕ уйсем каллех трактор-комбайн сассипе тулас шанчăк пур.
(Герасим Харлампьев çырни тăрăх.)
2.1. Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?
1) Ҫут çанталăкшăн çамрăк ăру усăллă ĕç нумай тума пултарать.
2) Тус тени ĕмĕрлĕхе пултăр.
3) Пурнăç иккĕ килмест.
4) Наяншăн хĕвел те вăхăтра тухман.
2.2. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?
1) Этем калаçса паллашать.
2) Мухтанма ăс кирлĕ мар.
3) Чĕлхен шăмми çук теççĕ.
4) Ҫын пур чух çут çанталăка упрама пулать.
2.3. Тест стилĕпе тĕсне палăртăр.
1) публистика стилĕ, сăнлав.
2) илемлĕ литература стилĕ, калав.
3) наука стилĕ, ăслав.
4) ĕçлĕ стиль, ыйту.
2.4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени çыхăнтарать?
1) 3
2) 4
3) 15
4) 29
2.5. 18- мĕш предложенири çурт сăмахăн синонимĕ хăш предложенире тĕл пулать?
1) 3
2) 20
3) 25
4) 26
2.6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 9-мĕш предложенирен илнĕ)
1) Хурамал2) ĕмĕрте3) ялĕ4) никам2.7. 4-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (шăнкăртатса) мĕнле пулнă?
1) шăн глагл çумне –кăр аффикс хушăннипе2) шăнкăр евĕрлев сăмахĕ çумне –тат аффикс хушăннипе3) шă евĕрлев сăмахĕ çумне –н тата -кăр аффиксем хушăннипе4) шăнкăртат глагол çумне –са аффикс хушăннипе2.8. 15-мĕш предложенири айне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?
1) наречи2) япала ячĕ3) глагол
4) паллă ячĕ2.9. Пӳртĕнче вара халь хуçалăх тытса Кавĕрле ывăлĕ пурăнать предложенире (24 №) шухăш хăш сăмахсем çине ӳкет?
1) пурăнать сăмах çине2) хуçалăх тытса сăмахсем çине3) Кавĕрле ывăлĕ сăмах майлашăвĕ çине4) халь сăмах çине2.10. 2-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?
1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени.
3.1. «Ҫут çанталăка упрасси – пирĕн тивĕç» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчи информаципе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.
Хăвă шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Ҫакна тума ăславăн ĕнентерӳ мелĕсемпе (кӳртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.
Аргументсене ( ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни – илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.
Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.